Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕнекен ăру пуласлăхĕшĕн

25 декабря 2004 г.

 

Вĕрентÿ учрежденийĕсенче ачасене тарăн пĕлÿ панипе пĕрлех, вĕсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтармалла, сиенлĕ йăласенчен пăрăнччăр тесе тăрăшмалла. Кăçал - Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркине çулталăкĕ. Çакă та çитĕнекен ăру сывлăхĕ, пуласлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрма ыйтать.

Октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 25-мĕшĕччен районта «Çамрăксем наркотиксене хирĕç» акци иртрĕ. Турайри вăтам шкулта та çак акцие хутшăнса нумай мероприятисем ирттерчĕç, ăна валли класс ертÿçисен семинаринче ятарлă план çирĕплетрĕç, ăна малтан шкул Думин ларăвĕнче те пăхса тухрĕç.

Çав мероприятисен тĕп тĕллевĕ-пĕлтерĕшĕ – шкулта (уроксенче, ун хыççăн та) воспитани ĕçне тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пырса ачасене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси. Çак тĕллевпех ĕнтĕ шкулта  «Сывлăх кунне» ирттертĕмĕр. Кашни класрах пирус туртнин, наркотиксен, алкоголĕн сиенĕ пирки класс сехечĕсем, калаçусем, тĕрлĕрен занятисем пулчĕç. Ку енĕпе 8 «А» класс ертÿçи Э.Н. Иванова ăнăçлă ĕçленине палăртмалла. Вăл ÿак ĕçре А.Г. Макеевăн «Не допустить беды» кĕнекипе питĕ вырăнлă усă курса çамрăксем умне сиенлĕ йăласем мĕнле хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.

Ачасем тÿрĕ çултан ан пăрăнччăр тесен, вĕсен уроксем хыççăнхи пушă вăхăтне тĕрĕс йĕркелени те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе те чылай меслетсемпе усă курса ачасен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне аталантарма, кружоксемпе секцисене ытларах явăçтарма, тĕрлĕ лару-тăрура тĕрĕс йышăну тума вĕрентеççĕ педагогсем.

Шкулта профилактика канашне йĕркелени те ачасене право йĕркине пăсасран, тÿрĕ çултан пăрăнасран асăрхаттарма май парать. Ашшĕ-амăшĕсемпе учительсем пĕрле çĕрлехи рейдсем ирттереççĕ. Шкулта хальхи вăхăтра харсăртарах ачасем 11н шутланаççĕ. Шкулта вĕсем хăйсене мĕнле тытнине асăрхасах тăма тăрăшатпăр, профилактика калаçăвĕсене ирттеретпĕр. Ăнăçсăр çемьесене класс ертÿçисем тăтăшах кайса çÿреççĕ.

Çул çитмен çамрăксем саккунсене пĕлни те вĕсене право йĕркине пăсасран сыхласа хăварма пултарать. Çак тĕллевпех шкулта вĕренекенсемпе ыйтусемпе хуравсен каçне йĕркелерĕмĕр. Унта çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекцин инспекторĕ Л.Г. Плечова хутшăнчĕ. Вăл ачасене шкул çулне çитмен çамрăксене уголовнăй майпа  мĕншĕн айăплама пултарнине, Уголовгăй кодекс статйисемпе, административлă майпа мĕншĕн явап тыттарнипе, террорла ĕçсене чарса лартас тĕлĕшпе мĕн тумаллипе паллаштарчĕ, вĕренекенсен çак тапхăрта хăйсене мĕнле тытмалли çинче те чарăнчĕ.

Çавăн пекех ашшĕ-амшĕсемпе тата вĕсен ачисемпе кĕрхи каникул хыççăн пĕрлехи пуху ирттертĕмĕр. Çакă ашшĕ-амăшĕсене шкулти воспитани ĕçне ытларах пĕлме, хăйсемпе ачисем хушшинчи ăнланулăха ÿстерме пулăшрĕ.

Районта ирттернĕ – «Имидж ничто – здоровье все» конкурса та хутшăнтăмăр. 10-11 классенче вĕренекенсемпе тĕп больница наркологĕпе М.И. Касьяновапа, Л.Г. Плечовапа инспекторпа тата районти çамрăксен политикин ертÿçипе Г.Г. Любимовапа тĕлпулу ирттерни, наркотиксем çинчен калаçни те ачасен ăс-тăнне çирĕппĕн кĕрсе юлчĕ.

Декабрĕн 7-мĕшĕнче пирĕн шкулта районти шкулсенчи директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсен канашлăвĕ пулчĕ. Унта ачасен «Алые паруса» организацийĕн пултарулăх ушкăнĕ «Эп сывлăха упратăп, хама хам пулăшатăп» темăпа концерт кăтартрĕç. Вĕсем шкулта ыркăмăллăх, килĕшÿ, пĕрле пулса ырă ĕçсем туни яланах малти вырăнта пулнине çирĕплетрĕç. Тĕрлĕрен спорт мероприятисене те нумай ирттеретпĕр, районти спартакиадăсене те хутшăнатпăр. Спортпа туслашни те ачасене сывă пурнăç йĕркине çирĕплетме пулăшать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика