Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйтусене татса парасси – вырăнсенче тимленинчен

18 декабря 2004 г.

 

Иртнĕ юн кун, декабрĕн 15-мĕшĕнче, районсемпе хуласенче республикăри Министерствăсен кунĕ иртрĕ. Пирĕн районти ĕç коллективĕсемпе, граждансемпе ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствин представителĕсем тĕл пулчĕç. Вырăнти самоуправление реформăлас, республикăра пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсене йĕркелес, халăха социаллă пулăшу парас тĕлĕшпе ЧР Президенчĕн юлашки вăхăтри указĕсене ăнлантарса парассипе усăллă тĕл пулусемпе калаçусем иртрĕç.

Малтанах район администрацийĕнче район активĕпе тĕл пулу пулчĕ. Унта вырăнти ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен, ытти тĕрлĕ формăллă предприятисемпе организацисен ертÿçисем т. ыт. те хутшăнчĕç. Тĕл пулăва уçса, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов пухăннисене район  экономикипе социаллă аталанăвĕн кăçалхи вун пĕр уйăхри итогĕсемпе паллаштарчĕ. Ырă улшăнусемпе лайăх тĕслĕхсене асăннипе пĕрлех вăл халăх хуçалăхĕн уйрăм отраслĕсенчи çитменлĕхсене конкретлă асăнчĕ, уйрăмах ял хуçалăх аталанăвĕнчи килĕшÿсĕр самантсем тивĕçтерменнине палăртрĕ.

ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ А.В. Доманин, унăн пĕрремĕш çумĕ А.Б. Малов, çĕр ресурсĕсене тытса тăрас енĕпе ĕçлекен пай ертÿçи О.И. Александров, министерствăн пай ертÿçи В.П. Пайраш кун йĕркинчи пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе тухса калаçрĕç, ыйтусене хуравларĕç. Ăша хывмалли, малашлăха тимлĕ пăхса ĕçлемелли самантсем сахал мар. Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерес ыйтусене татса парассине çитес çултан пуçласа регионсен, муниципалитсен хăйсен çине илме тивет. Пурăнмалли çурт-йĕр тÿлевĕсем пирки çывăх вăхăтрах республика Президенчĕ алă пусакан Указ вăя кĕмелле. Ку таранччен тĕрлĕ çăмăллăхсемпе усă курнисем тĕлĕшпе малашне мĕнле утăмсем тăвасси, бюджет сферинче ĕçлекенсен ĕç укçине ÿстересси пирки те вырăнти влаçсен ытларах шутлама тивет.

Хальхи вăхăтра республикăра та патшалăх çĕрĕсене чикĕлесси пырать (тĕрлĕ харпăрлăхри виçĕ шайра). Кашни çĕр участокне  тĕплĕн шута илесси, вĕсенчен тупăш илесси тĕп задачăсенчен шайĕнче. Малашне пурлăхран тата çĕртен илекен тупăш кирек епле муниципалитетăн та экономика никĕсĕ пулса тăмалла. Паян çĕр сутмалли-туянмалли тавар шутĕнче. Çĕр пайĕсен хуçисен те хăйсен тивĕçĕсемпе прависене лайăх пĕлсе тăмалла, мĕншĕн тесен çĕр пайĕсемпе вĕсен хуçисемпе тăванĕсен, йăх-несĕл çыннисен ирĕкĕсĕр ял хуçалăх предприятийĕсем те, урăх никам та усă курма пултараймаççĕ. Кашни çĕр участокĕпе тĕллевлĕ усă курас енĕпе те малашне çирĕпрех требованисем лартаççĕ.

Район активĕпе тĕл пулнă чухне ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ А.В. Доманин пирĕн районти тепĕр вун сакăр çемьене пурăнмалли çурт-йĕр тăвас тĕлĕшпе çăмăллăхсем парасси çинчен 2010 çулчченхи тапхăрта социаллă çурт-йĕр тăвас программăпа килĕшÿллĕн ЧР Президенчĕ ячĕпе свидетельствăсем пачĕ. Сăмах май, пурăнмалли çурт-йĕр тунă тăкаксен 30 процентне каялла тавăрса памалла мар субсидие  кăçал пирĕн районти 44 çемье, пĕтĕмпе 4 миллион та 850 пин тенкĕлĕх илнĕ.

ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствин представителĕсем «Моргаушскагропромснаб», «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин, «Муркашри издательство çурчĕ», «Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх» предприятийĕсен коллективĕсемпе тĕл пулнă чухне нумай ыйтусене хуравланă, çавăн пекех район администрацийĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика