Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малти вырăнта – халăх йăли-йĕрки

18 декабря 2004 г.

 

Районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче халăх культурине, йăли-йĕркине аталантарса ăруран ăрăва  куçарассишĕн нумай тăрăшаççĕ. Акă, пĕр тĕслĕх. Декабрĕн 10-мĕшĕнче Калайкассинчи вăтам шкулта чăваш халăх юррисен конкурсĕ иртнĕ. Унта 1-11 классенче вĕренекен 20 ытла ача хутшăннă.

Конкурсăн тĕллевĕ - çитĕнекен ăрăва чăваш халăх юррисене вĕрентесси, тăван халăхăн культурине упраса хăварма тăрăшасси, ырă йăла-йĕркесене малалла тăсасси.

Паянхи çамрăксем аслă ăрусенчен нумай уйрăлса тăраççĕ пулин те, хăйсен ашшĕ-амăшĕсен ырă тĕслĕхне ăса хывса пыраççĕ. Эпир 100 пин юпă, 100 пин тĕрĕ, 100 пин сăмах çĕршывĕнче пурăнатпăр. Пирĕн ачасем вара пире курса çитĕнеççĕ, нумай юрăсене хăйсен ашшĕ-амăшĕсенчен вĕренеççĕ. Акă, Калайкассинче иртнĕ конкурс та çакна лайăх çирĕплетрĕ.

Унта çак шкулта вĕренекен 20 ытла ача хутшăнчĕ. Вĕсем пурте куракансене тĕрлĕ çулсенчи халăх юррисемпе савăнтарчĕç. Жюри членĕсем вĕсен пултарулăхне пур енлĕ н тишкерсе пĕтĕмлетрĕç.

Çĕнтерÿçĕ ятне 6 класра вĕренекен Алексей Григорьев тивĕçрĕ. Вăл «Вĕ-вĕç, куккук» тата «Кукаçипе куками» юрăсене çав тери ăста шăрантарчĕ.

Иккĕмĕш вырăнта – 1 класра вĕренекен Саша Сорокин. Вăл юрланă «Пирĕн урам анаталла» юрă пурне те тыткăнларĕ. 7 класри Саша Кожаков «Упи каçман çырминчен» юрăпа 3 вырăна тивĕçрĕ.

Çак конкурса йĕркелекенĕ, унăн спонсорĕ, малтан илемлĕх ертÿçинче ĕçленĕ – В.С. Рубцов. Вăл тăрăшнипех ĕнтĕ çĕнтерÿçĕсем хаклă парнесене (магнитола, плеер т. ыт.те), ыттисем хавхалантармалли призсене тивĕçрĕç.

Юлашкинчен çапла калама пулать. Кăмăллаççĕ иккен пирĕн ачасем хăйсен ашшĕ-амăшĕсем юратнă халăх юррисене. Ăруран ăрăва куçса пыраççĕ вĕсем, çынсен ăс-тăнне, культурине пуянлатаççĕ. Çакăншăн ашшĕ-амăшĕсем те, музыка учителĕсем те чăннипех тав сăмахĕсене тивĕçлĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика