Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитес çулхи бюджетра улшăнусем пур

18 декабря 2004 г.

 

2004 çул вĕçленсе пырать. Çăмăл мар пулин те, малаллах талпăнтăмăр кăçал та. Нумай çĕнĕ объектсем хута кайрĕç, ялсенчи социаллă пурнăç та аталанчĕ, çынсен пурнăç условийĕ Лайăхланчĕ, вуншар çемьене газ çитрĕ. Ялсен инфраструктури аталанасси район экономики мĕнле шайра пулнипе тÿреммĕнех çыхăннă. Бюджета укçа мĕнле пухăнасси вара производство калăпăшне ÿстерес налуксем ытларах тÿленинчен килет.

Иртнĕ эрнере, декабрĕн 7-мĕшĕнче, депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ 26-мĕш ларăвĕ пулчĕ. Унта районăн 2005 çулхи бюджетне йышăннă. Мĕнле пулĕ вăл çитес çул, епле улшăнусемпе çĕнĕлĕхсем пур çитес çулхи бюджетра; Çак ыйтусем тавра ирттернĕ хăйĕн калаçăвне хаçатăн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова ЧР финанс министерствин Муркаш районĕнчи финанс пайĕн ертÿçипе В.А. Ивановапа.

- Валентина Амвросиевна, 2005 çулхи бюджета йышăннă чухне эсир мĕне тĕпе хутăр?

- Бюджетăн тупăшсен пайне йĕркеленĕ чух эпир чи малтанах 2005-2007 çулсенчи налук реформин тĕп положенийĕсене тата кăçал бюджета налуксемпе ытти тÿлевсем мĕн чухлĕ пухăнма пултарнине тата районăн çитес çулхи экономикипе социаллă аталанăвĕн прогнозне шута илтĕмĕр. Бюджета йышăниччен ăна экономика ĕçĕсен ыйтăвĕсемпе, бюджетпа финанс тата налуксемпе тÿлевсем енĕпе ĕçлекен яланхи комиссинче депутатсемпе тĕплĕн тишкертĕмĕр, мĕн пур сĕнÿсене шута илтĕмĕр.

Çавăн пекех 2005 çул валли бюджета хатĕрленĕ чух Чăваш Республикинчи 2005 бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕсене те тĕпе хутăмăр. Вĕсене ЧР Президенчĕ 2004 çулхи апрелĕн 28-мĕшĕнчи Указĕнче палăртнă.

- Çитес çулхи бюджета йышăнассинче мĕнле улшăнусем пур?

- Çĕнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн (вĕсене РФ Бюджет кодексне кĕртсе хăварнă) федераци, республика тата вырăнти налуксен нормине Бюджет кодексĕ палăртать.

- Çитес çулхи бюджетăн тупăшсен пайĕ мĕнлерех пулать?

- Мĕн пур улшăнусемпе, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн прогнозĕпе килĕшÿллĕн, 2005 çулхи тупăшсен пайĕ 228213,2 пин тенкĕ пулмалла. Çакă вăл мĕн пур тупăшсен 15 проценчĕ чухлĕ пулать. Республика бюджетĕнчен килекен пулăшу 85 процент чухлĕ пулмалла. Тăкаксен пайĕ вара 230313,2 пин тенкĕпе танлашать. 2005 çулхи бюджет системине федерацинчи тата вырăнти самоуправленин тытăмĕн, бюджет ĕçĕн, халăха социаллă хÿтлĕх парассин реформисем те витĕм кÿреççĕ.

- Çитес çул бюджет сферинчи учрежденисене укçа-тенкĕпе тивĕçтересси еплерех пулать?

- 2005 çулта бюджет учрежденийĕсенче ĕçлекенсен ĕç укçине 25 процент чухлĕ ÿстермелле, пĕрлехи социаллă налук та чакать, 26 процент чухлĕ. Тăкаксен тытăмĕ те улшăнать (13 пай вырăнне 8 пай пулать). Çавна май бюджет сферинчи отрасльсенче: халăха вĕрентес, сывлăха сыхлас тата культура учрежденийĕсенче вĕсем ÿсеççĕ. Вĕрентÿ ĕçĕнче вăл сахалтарах, мĕншĕн тесен ку отрасле валли укçана ачасен хисепне шута илсе уйăраççĕ.

Тăкаксен пайĕнче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха пулăшасси паллă вырăн йышăнать, ку вăл çынсене социаллă хÿтлĕх парас тĕллевпе тарифсене йĕркелесе тăнипе, тăкаксене саплаштарнипе çыхăннă. Обществăлла ифраструктурăна аталантарма та çитес çула валли укçа-тенкĕ икĕ хут ытларах уйăрнă.

Çакна та каласа хăварас килет. Кăçалхи бюджетпа танлаштарсан, 2005 çулта ЧР бюджетĕнчен Субвенцисемпе субсидисен фондĕнчен вĕрентÿ ĕçĕ валли, ватă çынсемпе инвалидсене пулăшма та укçа-тенкĕ уйăрнă. Унпа тĕллевлĕ кăна усă курмалла, çитес çул ку тĕллевпе района 90347,8 пин тенкĕ килмелле.

Районăн 2005 çулхи бюджечĕпе хаçатăн 2, 3, 4-мĕш страницисенче паллашăр.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика