Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бесланри инкеке асăнса

15 декабря 2004 г.

Ачасемпе мăнуксен телейĕ - çакă кашни çĕршывшăн чи малти вырăнти пулмалла. Анчах кăçалхи вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнче Раççее пысăк инкек пырса çапрĕ. Беслан хулинчи террористсем хăрушă преступлени турĕç.

Эпир, вăрçă вăхăтĕнчи ачасем, тăвансемпе çывăх çынсене çухатнин ыратăвне хамăр çинче  тÿссе ирттертĕмĕр. Çав ача чухнехи ырату ĕмĕрлĕх пирĕнте юлчĕ. Анчах та паянхи çухатăвăн ыратăвне, мирлĕ вăхăтрах ачасене ĕмĕрлĕх çухатнине мĕнле чăтса ирттермелле-ши; Мирлĕ вăхăтри ачасен телейлĕ пулмалла, çирĕп сывлăхлă çитĕнмелле, вĕренмелле, ÿссен ответлă çын пулма хатĕрленмелле – хăвăншăн, тăвансемшĕн, çĕршывшăн.

Эппин, пирĕн ырату асра юлтăр. Раççейри кашни пенсионер Бесланти хăрушă инкек тÿснисен çутă та салху астăвăмне хăйĕн тÿпине хывтăр.

Кăçалхи вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче вара «Раççей пенсионерĕсем – Раççейри мăнукĕсене» палăк çĕкленсе ларĕ.

Беслан хулинче лартнă Асăну аллейинче вара ачасен телейлĕ сасси, кулли янăратăр. Раççейри  ачасем шкула çÿреме ан шикленччĕр.

Раççейри пенсионерсен союзĕ Бесланри терракт инкекне асăнса тăвакан палăка тата Асăну аллейине тума укçа-тенкĕ пуçтарать, 3 е 10 тенкĕ хывăр, инкекре пĕрле пулар.

Укçа-тенкĕне вара 2005 çулхи февралĕн 1-мĕшĕччен Перекет банкĕн кирек хăш уйрăмĕнче те çав реквизитсемпе куçармалла:

ИНН 7725063650* КПП 772501001

Получатель: Межрегиональная общественная организация «Союз пенсионеров России»

Счет 40703810400060007253

К-счет 30101810900000000466

БИК 044525466 в ОАО «МДМ-Банк» г. Москва

Назначение платежа: Благотворительная акция «Пенсионеры России – внукам».

«Раççейри пенсионерсен союзĕ» пĕтĕм Раççейри обществăлла организацин Тĕп Правленийĕн президиумĕ. о

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика