Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх кăмăлне шута илĕç

15 декабря 2004 г.

Хальхи вăхăтра çула тухсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн. Автобуссемпе пĕрлех тĕрлĕ маршрутсемпе «Газель» микроавтобуссем кăткă пек çине-çине вĕçтерсе иртсе каяççĕ. Вĕсем йышланнă пирки хăш-пĕр маршуртсемпе автобус рейсĕсене чакарни пирки халăх кăмăлсăр пулни те уççăнах палăрма пуçларĕ. Ялта пурăнакансем автобуссем çÿреме чарăннă пирки ĕçе вăхăтра çитейменшĕн пăшăрханаççĕ, пулăшу ыйтаççĕ. Ялсене тухсан та çынсене çак ыйту пăшăрхантарнă пирки сахал мар ÿпкелешнине илтме тÿр килчĕ. Района пĕр-пĕр ĕçпе килсе кайма та çăмăл мар паян хăш-пĕр ялсенчи çынсене.

Районти çынсен ыйтăвĕпе эпир район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне, капиталлă строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçине В.Г. Никитина паллаштартăмăр. Акă, мĕнле хуравларĕ вăл ку ыйту çине:

«Чăн та, юлашки вăхăтра уйрăм çынсен «Газель» микроавтобусĕсем чылаййăн çÿреме пуçланă пирки хăш-пĕр маршрутсемпе автобус рейсĕсене кĕскетнĕччĕ. Вĕсен шутĕнче: Çатракасси урлă 11 сехет те 8 минутра – Шупашкара, Шаптак-Муркаша çÿрекен, 11 сехет те 45 минутра Муркашран Шупашкара каякан рейссене кĕскетнĕ. Йÿçкассинчен Муркаш урлă  Шупашкара 14 сехет те 45 минутра каякан рейса пĕтернĕччĕ, халĕ вăл çĕнĕрен çÿреме пуçларĕ.

Ку ыйтупа çак кунсенче ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствинче пултăмăр. Автобуссем çинче халăх район территорийĕнче ытларах çÿрет, хулана çити каякансем сахал. Хăвăрах ăнланатăр, хальхи вăхăтра ку тупăшлă мар, бензинĕ те хаклă.

ЧР Транспорт тата çул-йĕр министерстви район территорийĕнче автобуссен хушма маршручĕсене уçма хирĕç мар. Сăмахран, Муркаш-Шомик, Муркаш-Нискасси, Муркаш-Тренккă т. ыт. те. Вĕсаене уçас пулсан, малтан çав тăрăхри çынсен сĕнĕвĕсене пĕлмелле, шута илмелле. Çавăнпа та ку тĕлĕшпе хăвăрăн шухăшсене 2-14-39 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.

«Газель» микроавтобуссем тата патшалăх автобусĕсем çинче çÿремелли хаксем пирки çакна каламалла, вĕсене те ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви çирĕплетет (автобус çинче – 35 тенкĕ, «Газель» çинче – 42 тенкĕ).

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика