Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх кунне ирттерчĕç

15 декабря 2004 г.

Тивĕшри вăтам шкулти педагогсен коллективĕ çитĕнекен ăрăвăн сывлăхне çирĕплетес тата упрас тĕлĕшпе нумай ĕçсем туса ирттерет.

Ку шкулăн 2 хутлă çуртне 1987 çулта хута янăччĕ. Унтанпа 17 çул иртрĕ. Капиталлă юсав ĕçĕсем пулманран спорт залĕ уйрăмах япăхнăччĕ, сăррисем те тĕксĕмччĕ, çутă та çителĕксĕрччĕ.

Юсав ĕçĕсене пурнăçланă хыççăн спортзал çĕнелсе çуталчĕ, ачасен хаваслă сассипе тулчĕ.

Декабрĕн 8-мĕшĕнче вĕренекенсем уроксем хыççăн спортзала пухăнчĕç. Кунта çак кун Сывлăх кунĕн уявĕ пулчĕ. сывлăх кунне район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи В.М. Васильев, «Моргаушавтотехсервис» ОАО директорĕ Л.Д. Дмитриев, Шетмĕпуç ял администрацийĕн специалисчĕ Н.В. Иванова хутшăнчĕç.

Кунти юсав ĕçĕсене «Моргаушавтотехсервис» предприятин строительство бригади пурнăçланă. В.М. Васильев унăн ертÿçине Л.Д. Дмитриева ырăĕçĕсемшĕн тав турĕ, шкул ачисене сывă пурнăç йăли-йĕркине çирĕп тытса пыма, физкультурăпа, спортпа туслă пулма, çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕ, волейбол тата баскетбол мечĕкĕсене парнелерĕ. Л.Д. Дмитриев та вĕренекенсене спортра ÿсĕмсем тума ăнăçусем сунса волейбол мечĕкне пачĕ.

Çавăн пекех пухăннисене  ял администрацийĕн специалисчĕ Н.В. Иванова, шкул директорĕ В.А. Федотова, ветерансен ячĕпе  физика учителĕ А.Ф. Порфирьев саламларĕç.

Хыççăн вĕренекенсен агидбригади – «Имидж – ничто, здоровье – все!» девизпа хатĕрленĕ программăпа хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Юлашкинчен 1-8 класра вĕренекенсен 5 команди «Хаваслă стартсем» вăйăра ăмăртрĕ, учительсемпе ачасен командисем волейболла вылярĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика