Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Магнитофонпа ташласа ĕлкĕреймен

04 декабря 2004 г.

 

Тăван вырăнтан аякра пурăннă чух пĕр енчи çынсене тĕл пулатăн та, вĕсем саншăн çывăх тăвансем пекех туйăнаççĕ. Килте пурăннă чух кÿршĕ-аршăна, пĕр ял çыннисене темшĕн хаклама пĕлместпĕр вара. Пурте пур чухне те апла мар ĕнтĕ. Анчах çак тĕслĕх çакнашкаллиех: ноябрĕн 27-мĕшĕнче пĕрисем Йÿçкасси ял администрацине кĕрекен Вăрманкассинчи пĕр çурта кĕнĕ. Патăрьел-Шăмăршăран килмен ĕнтĕ унта вăрăсем: пĕлнĕ-палланă çынсемех çавăн пек хăтланнă. Кĕтмен «хăнасем» хыççăн вара килти магнитофон, ытти япаласем пурĕ 2110 тенкĕлĕх пач çухалнă. Тарайман çав вĕсем, пытанайман: çивĕч куçлă йĕрке хуралçисем наччас тухнă вĕсен çулĕ çине. Пуçне каçăртса çын çуртне  ухтарнă услапсем халь следстви органĕсем валли сăмсисене усса хăйсен «ревизийĕ» пирки отчет çыраççĕ, тет.

«Ах, пулмарĕ пулмалла хур тукмакне çиесси»

Çанталăк сивĕтрĕ –а-ав! Хĕл Мучи унтан-кунтан чĕпĕтнĕ чух вăрмана шашлыках килмен пуль çа-ав. Ара, ăшă пÿртре газ кăмакине тĕрлĕ тутлăлантаракан япаласемпе кăвакал-хура майлаштарса хур та – хырăмшăн мĕн пек пысăк праçник килтех: сивĕ вăрманта хур пек хăрах уран сиккелесе тăмастăн ĕнтĕ шашлык тĕтĕмĕ умĕнче.

Хур тукмакки çинĕ Хыççăн диван çинче хăяккăн выртса телевизор пăхасшăн пулнă пуль çав Çĕньял Муркашри 30тан иртнĕ ик арçын. Килĕнче мăшăрĕсемпе е амăшĕсемпе пĕрл шăкăл-шăкăл пăхса çитĕнтернĕ хурсене çиме шутланă тетĕр-и? Асту. Яка пырсем ямăттине юратнине пĕлместĕн-им? Халь каç часах пулать. Çакскерсем те ноябрĕн 27-мĕшĕнче 19 сехет иртсен пĕр ялти çынсен сарайне чĕрне вĕççĕн утса кĕреççĕ те хул хушшине хур хĕстерсе тухаççĕ. Янах тăрăх çу юхтарса çиме ĕлкĕрнĕ-и вĕсем хур ашне кăна точнах калаймастăп: пакунлисен аллине лексен вара чăнах: уголовнăй ĕçĕн страницийĕсенчен ашне çинипе çименни паллă пулатех ĕнтĕ.

Катькас «таркăнĕ»

Авланиччен савнă хĕрĕсене алă çинче йăтса çÿреме хатĕр арçынсем кайран таçта кайса çухалаççĕ. Арăмĕсене алă çинче йăтма мар, ачисене те аллă пуслăх пулăшасшăн мар. Вĕсемшĕн алимент тÿлессинчен те сурăх кашкăртан хăранă пек хăраççĕ, тарса çÿреççĕ. Пирĕн районта та çук мар кун пеккисем. Кăçалхи июль уйăхĕнчен пуçласа вара вĕсен йышне Карамалькассинчи А.Г. Пайков хушăнчĕ. Çулларанпа паянхи кунччен те çак «таркăн» ăçта иккенни паллă мар: икĕ ачине ура çине тăратма пулăшсан хăй иккĕлле çуралăса каясран хăрать-ши.

Авланасшăн пулнă-ши?

Çĕр вăрăмланчĕ çав ,«кукăр алăсем» çав тери юратаççĕ вăрăм каçсене. Ара, совеçпе сывпуллашсан, пĕр каçрах туя хатĕрленсе çитме пулать-те-ха. Çавăн пек шутлисем-ши ноябрĕн 28-мĕшĕнче çĕрле Катькасри куллен кирлĕ таварсем сутмалли магазина кĕнĕ: ĕçме-çиме пĕтĕмпе 380 тенкĕлĕх тултарса кайнă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика