Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача-пăчана мул париччен ăс памалла

04 декабря 2004 г.

 

Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, хальхи вăхăтра ытти çĕрти пекех пирĕн районта та «Çамрăксем – наркотиксене хирĕç» акци пырать. Çавăнпа та пур çĕрте те тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Ача-пăчана сак урлă выртнă чух ăс пама хушнă ваттисем.

Çакна асра тытса Чуманкассинчи вăтам шкул та ку ĕçрен аякра юлмарĕ. Çамрăксем тÿрĕ çултан ан пăрăнччăр тесе шкулта тĕрлĕрен профилактика мероприятийĕсем иртрĕç.

Наркомани- пурнăçшăн хăрушă чир, çамрăксене илĕртекен серепе. Кирек епле чиртен те сыхланма çăмăлрах. Ку тĕлĕшпе чи лайăх мел вăл – спорт.

Чуманкассинчи вăтам шкулта ачасем спортпа туслă. Октябрь-ноябрь уйăхĕсенче классем хушшинче çине-çинех тĕрлĕрен ăмăртусем пулса иртрĕç: баскетбол, волейбол, шашка, шахмат, сĕтел çи теннис вăййисем. Савăнăçлă эстафета та пулчĕ. Ку енĕпе шкул директорĕн Ю.А. Ершовăн, А.В. Васильев физкультура учителĕн тÿписем пысăк. Вĕсем тăрăшнипе иртеççĕ çак ăмăртусем.

Кашни шăмат кун шкулти спорт залĕ ял çамрăкĕсем валли уçăлать. Вĕсем кунта тĕрлĕ спорт вăййисенче сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ. Шкулта ирхи зарядка тăвасси е шкул йĕри-тавра кросс чупса çаврăнасси çирĕп йăлана кĕнĕ.

Нумаях пулмасть аслă классенче вĕренекенсем валли шкулта уяв пулчĕ. Унта: «Ниçта та илсе кайман çул» темăпа калаçу иртрĕ, тĕрлĕрен конкурссем, ташă-юрă çамрăксен кăмăлĕсене çĕклерĕç. Уяв каçне шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Л.Г. Ковалева ертсе пычĕ. Тарăн пĕлтерĕшлĕ калаçура ачасем наркотик çав тери сиенлĕ наркăмăш пулнине тепĕр хут ăнланса илсе çирĕплетрĕç. Вĕсем наркотиксем патне туртăнмалла маррине, вăхăтра «çук!» тесе каламллине нумай тĕслĕхсем урлă пĕлсе ăша хыврĕç.

Ачасене тĕрĕс воспитани парассишĕн С.А. Кузьмина социаллă педагог та нумай тимлет. Вĕренекенсем вăл тăрăшнипе «Эпир тата наркотиксем» анкетăсем çырчĕç. Вĕсем наркотиксене тутанса пăхман, малашне те çыхланасшăн мар. Юлташĕсем çак серепене лексен, вĕсене те пулăшас шухăшлă.

Çавăн пекех шкулта наркотиксемпе кĕрешес тĕллевпе плакатсемпе стендсен конкурсне йĕркеленĕ. Ку темăпа тăтăшах диспутсем, калаçусем иртеççĕ. С.А. Кузьмина 9 классемпе «Наркотиксене - çук!» темăпа тренинг ирттерчĕ. «Наркотиксен сиенĕ пирки пĕлни, вĕренекенсем сывă пурнăç йĕрки патне туртăнни ачасене малашне пулăшасса шанас килет», - тет Светлана Алексеевна. Класс сехечĕсенче те, библиотекăра та ку темăпа ачасемшĕн пĕлмелли, çĕнни нумай.

Çакăн пек профилактика ĕçĕсене уйăхлăх е акци вăхăтĕнче кăна мар, тăтăшах ирттермелле. Ачасем мĕн пĕчĕкрен çирĕп ăс-тăнпа ÿссе аталанчăр. Пĕччен пĕкĕ те аваймăн, теççĕ. Ку ĕçре ашшĕ-амăшĕ те тимлени кирлĕ. Ачисем чи малтанах вĕсене курса, вĕсенчен тĕслĕх илсе çитĕнеççĕ. Çакна манас марччĕ. Ырă вăрлăх акса ырă çимĕç ÿстересчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика