Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район сучĕ 60 çул тултарас умĕн

04 декабря 2004 г.

 

Хаçатăн иртнĕ номерĕсенчен пĕрринче район сучĕн 1944 çулчченхи историйĕпе паллаштартăмăр. Муркаш районĕ йĕркеленсен, ЧАССР Муркаш районĕн халăх сучĕ йĕркеленсен те, Мăн Сĕнтĕр халăх сучĕ ĕçлеме пăрахман. Пĕр хушă икĕ халăх сучĕ те пĕрле ĕçленĕ. Муркаш район сучĕ территори участокĕ шутланнă. Хальхи миравай судьясен суд участокĕсем пек. Ăна ЧАССР Сĕнтĕр районĕн халăх сучĕн 1-мĕш участокĕ тенĕ.

Архив материалĕсенче çакăн пек çырса хуни пур. «ЧАССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн 1949 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн халăх сучĕн 1 участокне  Сĕнтĕр районĕн халăх сучĕн 2-мĕш участокĕ теме пуçламалла. Вăл малтан хăш ялсемпе ĕçленĕ, халĕ те çавсен ыйтăвĕсенех тивĕçтерет».

Çапла вара Сĕнтĕр районĕн халăх сучĕн иккĕмĕш участокĕ ятпа 1955 çулччен ĕçлет. 1955 çултан пуçласа – Сĕнтĕр районĕн халăх сучĕ.

Тепĕр архив документĕнче ĕççыннисен депутачĕсем Мăн Сĕнтĕр райсовечĕн ĕçтăвкомĕн 1959 çулхи августăн 10-мĕшĕнчи приказĕ пур. Унпа килĕшÿллĕн Сĕнтĕр  районĕн халăх судне халăх сучĕн 1-мĕш участокĕ теме пуçланă. Вăл Мăн Сĕнтĕр, Ильинка, Мăн Хураçка, Шашкар, Шатракасси, Шомик, Калайкасси, Москакасси, Юнкă, Ивановка, Кĕçĕн Хураçка, Кипечкасси ял Совечĕсемпе ĕçленĕ. Çак вăхăтрах ЧАССР районĕн халăх сучĕн 2-мĕш участокĕ те ĕçленĕ.

Вăхăт иртнĕçемĕн районти тĕп органсене куçарнипе тата район центрне Муркаша туса хунипе Муркаш районĕн уйрăм халăх судне тума кирли палăрма пуçлать.

ЧАССР Сĕнтĕр районĕн халăх сучĕн 1-мĕш участокĕн приказсен кĕнекипе килĕшÿллĕн Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн 1964 çулхи мартăн 27-мĕшĕнчи указĕпе килĕшÿллĕн Муркаш районĕн халăх судне туса хунă. Çак вăхăтран пуçласа правосуди функцийĕсене пурнăçласси ЧАССР Муркаш районĕн халăх судне куçать.

Малтан ЧАССР Муркаш районĕн халăх сучĕ Мăн Сĕнтĕрте вырнаçнă. Унтан – Муркаша, хальхи çар комиссариачĕн çурчĕ ларакан вырăна. 1976 çулта вара халăх сучĕ паян вырнаçнă çурта куçать. Нумаях пулмасть ирттернĕ юсав ĕçĕсем унăн сăн-сăпатне шал енчен те, тул енчен те улăштармаллипех улăштарчĕç.

Суд ĕçленĕ тапхăрта тĕрлĕ вăхăтра суд председателĕн функцийĕсене Тимофей Афанасьевич Кабетов, Гурий Петрович Ермолаев, Роза Ильинична Ильина (Гапоненко), Леонид Егорович Сетков пурнăçланă. 2004 çултан пуçласа вара район сучĕн председателĕ – Эльза Леонидовна Тарасова. Судьясем пулса В.П. Щетинкин, М.М. Багутдинов, Ю.М. Григорьев, Е.С. Кошелькова, М.М. Гайнутдинов, Э.Л. Тарасова ĕçленĕ. Кусем 20 ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчи юлашки вуннăçуллăхĕнче  судьяра ĕçленисен хушамачĕсем. Унччен район çĕнĕрен йĕркеленнĕ хыççăн вара ĕçççыннисен депутачĕсен Муркаш район Совечĕн  ĕçтăвкомĕн 1944 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе Е.Я. Сергеева судьяна лартнă. Ун хыççăн 1944 çулхи июлĕн 28-мĕшĕнчен Ястребов ĕçлеме пуçлать т. ыт. те.

Çав вăхăтсенче суд ларăвĕн секретарĕсенче Лидия Павловна Ракчеева (1944 çулхи мартăн 23-мĕшĕнчен пуçласа), Филипп Анисимович Анисимов (1944 çулхи мартăн 15-мĕшĕнчен пуçласа), Герман Демьянович Александров, Зинаида Никоноровна Трофимова ĕçленĕ. Валентин Васильевич Неволин (1944 çулхи апрелĕн  23-мĕшĕнчен пуçласа), Андрей Константинович Королев суд исполнителĕсем пулнă.

Ун чухнехи техслужащисем çаксем: Евдокия Федоровна Федорова (1944 çулхи мартăн 29-мĕшĕнчен пуçласа), Лера Романовна Романова (1944 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа).

Халĕ 20-мĕш ĕмĕрĕн юлашки вунăçуллăхне каялла таврăнар-ха.  1990-1997 çулсенче Чăваш Республикин статусĕ улшăннипе суд ячĕ виçĕ хутчен улшăнчĕ.

Акă, 1990 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа патшалăх суверенитечĕ çинчен деклараци йышăннине пула Чăваш АССР Чăваш ССР пулса кайрĕ – Чăваш ССР Муркаш район сучĕ.

1992 çулхи февралĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа вара «Чăваш ССР ятне улăштарни çинчен» саккун йышăннипе Чăваш ССР Чăваш Республики пулса тăчĕ. Апла пулсан Чăваш ССР Муркаш районĕн халăх судĕнчен Чăваш Республикинчи Муркаш районĕн халăх сучĕ пулса кайрĕ.

1997 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса – Чăваш Республикин Муркаш район сучĕ.

Муркаш район сучĕ паян йышăнакан çурта 1976 çулта тунă. Вăл Муркашри Мир урамĕнче 4-мĕш çуртра вырнаçнă. Пĕтĕмĕшле лаптăкĕ – 392,1 тăваткал метр. Унта судьясен пÿлĕмĕсем виççĕ, суд председателĕн пÿлĕмĕ, суд ларăвĕсен икĕ залĕ (пысăкки тата пĕчĕкки), судьясене пулăшаканĕсен пÿлĕмĕ, секретарьсен пÿлĕмĕсем.

Паянхи вăхăтра вара Чăваш Республикин Муркаш район сучĕн штачĕ çакăн пек:

Суд председателĕ – Э.Л. Тарасова, судья – В.В. Степанов, суд председательне пулăшаканĕ, судьяна пулăшаканĕ, суд ларăвĕн секретарĕсем (3 çын), тĕп специалист, машинистка, суд администраторĕ.

Кунне, уйăхне, çулталăкне миçешер уголовнăй ĕç пăхса тухмаççĕ пулĕ кунта. Муркаш район сучĕн авторитечĕ республикăра пурри хăех кунти коллектив хăйĕн ĕçне саккунпа килĕшÿллĕн, тĕрĕс тунине кăтартса парать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика