Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни амăшĕ ачипе савăнтăр

01 декабря 2004 г.

 

Ноябрĕн юлашки вырсарни кунĕнче эпир çулсеренех Ача амăшĕн кунне паллă тăватпăр.

Анне... Пур-ши унран хаклăраххи, пахи çут тĕнчере. Пĕтĕм пурнăç унран пуçланать. Ачалăх та кашнин анне çумĕнче, унăн ăшшине туйса ÿснипе иртет.

Иртнĕ эрне кун, ноябрĕн 26-мĕшĕнче, район администрацийĕн ларусен залĕнче Ача амăшĕн кунне халалланă уяв иртрĕ. Ку анчах-и тата! Кунтах «Муркаш районĕ: йăла-йĕркесем, уявсем» кĕнеке презентацийĕ, çемье конкурсĕнче çĕнтернисене, районта çуралнă 300-мĕш ачана чыслани, пĕрремĕш чĕрĕк итогĕсемпе чи лайăх вĕренекенсене район администраци пуçлăхĕн  стипендине пани те пулчĕ. Пурте вĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă.

Пирĕн район хăйĕн ырă йăли-йĕркисемпе пуян. Вĕсене упраканĕ, ăруран ăрăва куçарса пыраканĕ вара – анне. Сăпка юррипе çитĕнтерсе мĕн пур ыррине кăна вĕрентет вăл хăйĕн ачисене.

Çак уява паллă тума пирĕн района хăнасем те сахал мар килнĕ. Вĕсен шутĕнче: ЧР культура, национальноçсен ĕçĕн, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕсем М.Н. Краснов тата Т.Л. Евдокимова, ЧР Ĕçлев социаллă пурнăç тата демографи политикин министерствин çемье тата демографи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пайăн тĕп специалисчĕ З.Н. Коновалова, ЧР Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Е.Д. Сергеева, ЧР Патшалăх Канашĕн комитетсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ А.П. Скворцов, «Муркаш районĕ: йăла-йĕркесем, уявсем» кĕнекене пухса йĕркелекенĕ, «Вестник недели» хаçатăн тĕп редакторĕ Е.А. Зайцева, ентешлĕх ертÿçи А.И. Федотов, чăваш халăх писателĕ Г.В. Краснов. Уявра малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов сăмах каларĕ, хĕрарăмсене – аннесене саламларĕ. Çак уяв амăшĕсен пĕлтерĕшĕ пурнăçра çав тери пысăк пулнине палăртать. Амăшĕсем хăйсен ачисемшĕн яланах ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ, ĕçре те килте те хастарлăх кăтартаççĕ, йывăрлăхсене чăтăмлăн çĕнтерсе пыраççĕ. Хĕрарăм - çемье ăшши, пурнăç тыткăчи пулнипе çемьесенче ăнланулăхпа телей, тату пурнăç хуçаланать.

Район историйĕ, унăн паллă çыннисем – пирĕн пысăк пуянлăх. Ĕлĕкхи тата хальхи ырă йăла-йĕркесене те çухатмалла мар пирĕн, ăруран ăрăва куçарса пымалла. «Муркаш районĕ: йăла-йĕркесем, уявсем» кĕнеке шăпах çак тĕллевпе пичетленсе тухрĕ. Вăл паянхи çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парас ĕçре пысăк пулăшу кÿрĕ.

Çемье обществăра тĕп вырăн йышăнать. Шăпах çемьерен ĕнтĕ чăн-чăн çын пуласси, тăван çĕршыва юратасси пуçланать. Йĕркеллĕ çемьере çеç ача кирлĕ пек воспитани илме пултарать.

Ю.А. Иванов çирĕп сывлăхлă, çĕршыва юрахлă ачасем ÿстернĕшĕн амăшĕсене тав турĕ.

Анне пурри кашниншĕн çав тери пысăк телей. Çемье вучахне упраканĕ, ачисене пурнăç хавалĕ, арçынсене – вăй-хăват, çирĕплĕх парса тăраканĕ, пирĕн чи çывăх çыннăмăр, анне. Кашни амăшĕ ачине тÿрĕ кăмăллă, ĕçчен ÿстерессишĕн тăрăшать. Пирĕн районта та çĕршер ун пек пултаруллă амăшĕсем. Раççей Геройĕн Женя Борисовăн амăшĕ Л.Г. Борисова, Олимп вăййисен чемпионкин В. Егорован амăшĕ Р.Е. Васильева В. Соколова чемпионкăн амăшĕ Н.Г. Соколова т. ыт. те. Хăйсен çирĕп чун-хавалĕпе, пуян ăс-тăнĕпе йĕркеллĕ те хастар ачасем ÿстернĕ вĕсем. Ют ачасене хăйсен пек юратса чун ăшшине парса ÿстерекенсем сахал-и тата. А.П. Яковлева, А.В. Овчинникова т. ыт. те ырă сăмаха тивĕçлĕ паян.

Хĕрарăм-ертÿçĕсем те сахал мар районта. Пур ĕçе те ĕлкĕреççĕ вĕсем. Вĕсен шутĕнче:О.В. Тямина, А.Ф. Анисимова, Е.П. Иванова, В.А. Сохтерова, Х.М. Тимофеева – т. ыт. те.

Уява ертсе пыракансем çĕнĕ кĕнеке пайĕсемпе паллаштарчĕç. Хăнасем те сăмах каларĕç уявра. ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ М.Н. Краснов хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртрĕ. Енчен те халăх хăйĕн историне пĕлет, ăна упрать, ыранхи пурнăç пирки шутлать пулсан, унăн малашлăх пур. Муркаш районĕ вара яланах хăйĕн ырă ĕçĕсемпе палăрса тăрать.

Кĕнекене пухса йĕркеленĕ «Вестник» недели» хаçатĕн тĕп редакторĕ Е.А. Зайцева «Муркаш районĕ: йăла-йĕркесем, уявсем» кĕнекене мĕнле хатĕрлени çинче чарăнчĕ. Ăна пуянлатса кăларассишĕн нумай çынсем тăрăшнă. Вĕсен шутĕнче Т.Т. Донскова, Д.Н. Данилова, И.В. Раневская т. ыт. те. Ку кĕнекен пĕлтерĕшĕ çитĕнекен ăрушăн уйрăмах пысăк. Е.А. Зайцева тăрăшуллă та кăткăс ĕçĕшĕн уявра хаклă парнене тивĕçрĕ.

Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ И.Д. Тимофеев – Вутлан Муркашсен хастарлăхне, вĕсем хăйсен историне манманнине палăртрĕ. Малтан район энциклопедийĕ, халĕ татах çĕнĕ кĕнеке пичетленсе тухрĕ.

Чăвашсен паллă çыравçи Г.В. Краснов районти библиотекăсене хăй çырнă  «Кавар» ятлă 160 кĕнеке парнелерĕ.

Çĕнĕ çын çут тĕнчене килни çав тери пысăк телей. Нумаях пулмасть Татьяна Алексеевнапа Александр Михайлович Рыбниковсен çемйинче йыш хушăнчĕ. «Виктория» тесе ят панă вĕсем хĕр пĕрчине. Вăл вара кăçал районта çуралнă 300-мĕш «çĕнĕ кайăк» пулчĕ. Вĕсем те парнесене тивĕçрĕç уявра.

Ачана пăхса ÿстерес, тивĕçлĕ воспитани парас енĕпе амăшĕн тÿпи пысăк пулсан та, ашшĕн пĕлтерĕшĕ те пĕчĕк мар. Хăйсен тивĕçне ăнланса пурнăçлакан çемьесем сахал мар районта. Килĕшÿллĕ, ĕçчен çемьесене курсан чăннипех чун савăнать. Конкурсра мала тухнă çемьесене уявра район администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç.

 В.С. Краснов РФ Ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ районта 40 çул ытла ĕçленĕ. Вăл та çĕнĕ кĕнеке пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕ, ачалăхне, сурхури уявне ача чухне мĕнле паллă тунине аса илчĕ. Кĕнеке район пурнăçне лайăх кăтартать.

Тухса калаçакансем пурте кĕнеке пуян содержаниллĕ, кирлĕ, усăллă пулнине палăртрĕç.

Пĕрремĕш чĕрĕке «5» паллăсемпе вĕçленĕ 26 вĕренекен район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине, вĕсен амăшĕсем Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.

Темиçе мероприяти пĕрле ирттерни хĕрарăмсен канашĕн ертÿçисемшĕн усăллă пулчĕ. Нумай çĕрте чысларĕç çак кунсенче ача амăшĕсене.

Ю.А. Иванов кĕнеке кăларакансене тав турĕ. Ăна кăларма çăмăл мар. Муркашсем, пулнă, пур, пулаççĕ те. Хăйсен ырă ĕçĕсемпе, йăли-йĕркипе район чапне татах та çÿлерех çĕклĕç. Малашне татах район пурнăçĕ пирки çĕнĕ кĕнекесем кун çути курĕç.

Нумай юрă-ташă пулчĕ уявра. Пир çапнине те, ачасем вăйă вылянине те витĕмлĕ кăтартрĕç çак кун.

Упрасчĕ аннесене. Хамăрăн ырă ĕçпе савăнтарасчĕ вĕсене. Аннесем пулсан тĕнче те илемлĕ. Пурнăç аталанса малалла кайтăр, ача-пăчан хаваслă сасси кашни çемьене илем кÿтĕр. Çак кĕнекери ырă йăласем ăруран ăрăва куçса пыччăр.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика