Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача амăшĕсене чысларĕç

27 ноября 2004 г.

 

Ноябрĕн юлашки вырсарни кунĕнчен эпир Ача амăшĕн кунне паллă тăватпăр.

Районта ăна хатĕрленсе ирттерме мероприятисен планне те çирĕплетнĕччĕ.

Ĕнер район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче ача амăшĕсене чысласа пысăк уяв иртрĕ. Унта аннесене чысланипе пĕрлех «Муркаш районĕ: йăла-йĕркесем, уявсем» ятлă нумаях пулмасть кун çути курнă çĕнĕ кĕнекен презентацийĕ пулчĕ. Çак ятпа Шупашкартан тĕрлĕ çĕртен представительсем те сахал мар пухăннă. Вĕсем çак кĕнекен пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине, ку ĕç кирлĕ те вырăнлă пулнине палăртрĕç.

Çавăн пекех çак уявра кăçал çуралнă 300-мĕш ачана чысларĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов ял администрацийĕсенче конкурсра çĕнтернĕ çемьесене Тав çырăвĕсемпе чысларĕ, пĕрремĕш чĕрĕк итогĕсемпе «5» паллăпа кăна вĕренекен – 26 ачана стипендисем пачĕ, вĕсен амăшĕсем вара Тав çырăвĕсемпе «Муркаш районĕ: йăла-йĕркесем, уявсем»  кĕнекене тата чĕрĕ чечексене тивĕçрĕç.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика