Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек тимсĕррисене сыхлать

27 ноября 2004 г.

 

Иртнĕ уйăхра Муркаш районĕнчи çулсем çинче 8 авари пулнă: вĕсенче 4 çын вилнĕ, 4ăн аманнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, вĕсем чылайланса пыраççĕ. Пĕлтĕр 10 уйăхра çул çиче 53 авари пулнă: вĕсенче 12 çын вилнă, 69 аманнă. Кăçал вара çак хушăра çулсем çинче 56 инкек пулчĕ. Вĕсенче 20ĕн вилнĕ, 80 çын аманнă. Танлаштарсан, аварисен йывăрлăхĕ те ÿсет.

Ку уйăхри 19 кунта 4 ваври пулчĕ. Вĕсенче 3 çыннăн пурнăçĕ татăлчĕ, сусăрăнчĕç. Питĕ нумай авари “Мускав-Хусан” çул çинче пулаççĕ.

Ноябрĕн 5-мĕшĕнче ирхи 8 сехетсенче 610-мĕш километрта çăмăл автомашина ВАЗ-2107 МАЗпала çапăнать. Çак аваринче çăмăл автомашинăн водителĕ вилсе каять, унăн мăшăрĕ вара больницăна лекет. Ноябрĕн 6-мĕшĕнче ирхи 11 сехетсенче Калмăк ялĕ патĕнче çăмăл автомашина  çул айккинче  тăракан хĕрарăма çапса хăварать. Хĕрарăм Шупашкарти васкавлă пулăшу больницине лекет.

Ку уйăхра район çулĕсем çинче те хăрушă аварисем пулса иртрĕç. Ноябрĕн 18-мĕшĕнче 7 сехетсенче Яраккасси çулĕ çинче В.Ю. Яковлев (1980 çулхи)  хăйĕн çăмăл аватомашинипе 2-мĕш класс ачине таптаса каять. Калайкасси шкулĕнче вĕренекен ача  Шупашкарти ача пăча иедицина центрĕнче вилсе каять.

Ноябрĕн 19-мĕшĕнче Муркаш-Москакасси çулĕ çинче Çеменкасси тĕлĕнче чарăну патĕнчерехре  автомашина арçынна çапса каять. Автомашина тарать. Кам мĕн те пулин пĕлет çакăн пирки тата Шупашкартан ноябрĕн 19-мĕшĕнче 16 сехет те 5 минутри Шупашкар-Йÿçкасси автобуĕпе ларса килнĕ, вĕсене районти шалти ĕçсен пайне  2-16-67, 2-11-59 телефонпа шăнкăравлама ыйтатпăр.

Сăмаха вĕçленĕ май пурне те тепĕр хут çул çинче асăхануллăрах пулма ыйтасшăн: водительсене те, çуран çÿрекенсене те. Тимсĕрлĕхе çухатрăн - инкек çитсе те тăрать. Манас марччĕ çакна.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика