Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Муркаш боксерĕ çĕнтерчĕ

27 ноября 2004 г.

 

Ноябрĕн 18-20-мĕшĕсенче Киров хулинче боксла кĕрешсе «Юность Росии» ОГФСО мала тухассишĕн ăмăрту пулса иртрĕ. Муркаш районĕн пĕрлештернĕ командишĕн унта С.В. Черкашин аслă тренер-преподаватель ертсе пынипе икĕ боксер кĕрешрĕç. Пĕтĕм Раççейран 220 боксер хутшăннă ăмăртуран Шупашкарти Олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕре вĕренекен Сергей Черкашин çĕнтерÿпе таврăнчĕ: 46 килограмлă виçе категорийĕнче. Алли  ыратнине (кĕрешÿ вăхăтĕнче сусăртрĕ) пăхмасăр, финалти çапăхăва ăнăçлăн вĕçлерĕ: Чечен республикинчи боксера çĕнтерчĕ. Çапла майпа С. Черкашин Европăра мала тухассишĕн ирттерекен ăмăртăва кайма Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕме тивĕç пулчĕ. Шел, аллин пÿрни хуçăлнине пула  çав çÿллĕ шайри ăмăртăва хутшăнаймасть.

Сăн ÿкерчĕкре: С. Черкашин ăмăрту вăхăтĕнче.

Кире пуканĕ йăтассипе

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче Кÿкеçре кире пуканĕ йăтассипе «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ăмăрту иртрĕ. Унта Самара, Ульяновск облаçĕсенчен, Тутарстанран, хамăр республикăри Канаш, Хĕрлĕ чутай, Елчĕк районĕсенчен командăсем килчĕç. Пирĕн районти  кире пуканĕ йăтакансем Виталий Степановпа Геннадий Кондратьев (Муркашри кирпĕч заводĕнчи водительсем) 90 килограмран иртекен виçе категорийĕсенче 4 вырăн йышăнчĕç.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика