Африка страусĕ пирĕн тăрăхра та аванах пурăннине çирĕплетет Муркаш районĕнчи Виктор Мальчихин фермер.
Ильинка ял тăрăхне кĕрекен Тренккă
ял çывăхĕнче вырнаçнă хуçалăхра вăл
страус, павлин, фазан, цесарка, тăр-
на, акăш-шипун, кăвакал-мандаринка
тата ытти кайăк-кĕшĕк усрать. Страус
— 20 пуç. Хĕлĕн-çăвĕн вĕсем картара
пурăнаççĕ. 40 градус сивве, 50 градус
шăрăха чăтăмлă.
Мальчихинсем Чăваш Ене Екатерин-
бургран килсе вырнаçнă. Кунти уçă сыв-
лăша, асăннă вырăнсене тÿрех кăмăл-
ланă вĕсем. Çапла вара арендăна çĕр
илсе страус ĕрчетмешкĕн ферма тума
шухăшланă. Виктор Дмитриевич çак-
нашкал страуссене пĕрремĕш хут Чул-
хула облаçĕнчи Макарьево ялĕнчи мă-
настирте курнă. Анчах та кайăк-кĕшĕк
çинчен лайăхрах пĕлмешкĕн вĕренме
шут тытнă. Украинăра ятарлă пĕлÿ илнĕ,
страус ĕрчетекен пулса тăнă.
Вăрăм ураллă кайăксем апата
тиркемеççĕ иккен. Курăка, йывăç-тĕм
çулçине, вăррине, хăш-пĕр ÿсен-тăран
тымарне те юратса çиеççĕ. Паллах, кил-
ти ытти кайăк-кĕшĕк пекех вĕсене каш-
ни кунах витаминсемпе, минерал япа-
лисемпе тивĕçтермелле. Рациона тĕрĕс
йĕркелесен çăмартапа аш-какай паха-
лăхĕ те ÿсет. Страус шăрăха чăтăмлă
пулсан та шыв аванах ĕçет. Фермăра
вĕсене çулса авăртнă курăкпа комби-
корм параççĕ. Çитĕннĕскере 1 кг апат
пĕр талăк пурăнма çитет. Хуçалăхра
кайăк-кĕшĕк валли тыр-пул та туса
илеççĕ.
Страус тупăш кÿрет-ши? Ашĕ диета
апачĕ шутланать, çăмартине те çиеççĕ.
Унсăр пуçне тирĕпе, тĕкĕпе усă кураççĕ.
Тирĕ пахалăх тĕлĕшпе уйрăлса тăрать:
вăл питĕ çирĕп, часах йĕпенмест, нумай
çул упранать. Страус çăвĕпе шăнса пă-
сăлсан усă кураççĕ. Вăл сурчăка шĕвет-
се лайăх тухма пулăшать. Тĕкĕпе вара
хуçалăхри дизайнерсем брошка, бре-
лок хатĕрлеççĕ, тумтире хитрелетеççĕ.
Вĕсем ачасемпе ăсталăх класĕсем те
ирттереççĕ. Нумаях пулмасть Екатерин-
бургра иртнĕ мода эрнинчен диплом-
семпе таврăннă.
Фермер хуçалăхне курма киле-
кен чылай. Туристсемпе кунта экскур-
си ирттереççĕ. Страуссем хăнасене
яланах хапăл туса йышăнманни пирки
асăрхаттараççĕ ĕçченсем. Сăмахран,
вĕсем хытă тапаççĕ. Çирĕп урипе тапса
арăслана вĕлерме те пултараççĕ. Ури
вĕсемшĕн хĕç-пăшал вырăнĕнче шутла-
нать. Унсăр пуçне йăлтăркка, çутатакан
япалана — сехете, алкана, телефона…
— сăхма та кăмăллать