Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куçăмсăр вĕренме пулать

24 ноября 2004 г.

 

Кирек епле йывăрлăха та тарăн пĕлÿпе парăнтарма пулать. Çак тĕрĕслĕх ял хуçалăхĕшĕн те ют мар. Çавăнпа пĕрлех паян йывăрлăхри ял хуçалăхĕ аталану çулĕ çине тухса çирĕп ура çине тăрасси пирки те иккĕленÿ çук. Ăна тума вара вăхăт тата ăста специалистсем кирлĕ. Специалистсем тени вара çамрăксен малашлăхĕ. Çав вăхăтрах паян аслă пĕлÿ илсе суйласа илнĕ, вĕреннĕ специальноçпа ĕç тупасси те ыйтуллă. Çакна пĕлсе тата ял хуçалăхне аслă пĕлÿллĕ специалистсем кирлине курса тăрса Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕпе юлашки çулсенче ялсемпе хуласенчи çамрăксен конституциллĕ тан прависен шайлашăвне пăхса ялти çамрăксене тĕллевлĕ аслă пĕлÿ пама çул уçма килĕшÿсем тăвать. Академие кăçал куçăмсăр (заочно) вĕренме кĕрес текенсем валли асăннă килĕшĕвĕ министерствăпа аслă вĕрентÿ заведенийĕ ноябрĕн 18-мĕшĕнче алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе тунă килĕшÿпе çамрăксем экономика, агрономи, зооинженери, механизаци факультечĕсене вĕренме кĕме пултараççĕ. Çак çулпа усă курса аслă пĕлÿ илме кăмăл тăвакансен тата хăйсем валли специалистсем хатĕрлес шутлă хуçалăх ертÿçисен çывăх кунсенчех ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕпе çыхăнмалла.

Пĕлÿ ÿстерме

Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен уй-хирĕсенче хĕле кĕнĕ май ĕç шавĕ лăпланнă вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсен специалисчĕсен пĕлĕвне ÿстерме меллĕ. Çакна шута илсе ноябрĕн 29-мĕшĕнче агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсен пĕлĕвне ÿстермелли институтра пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен техник-осеменаторĕсен 4 уйăхлăх вĕрентĕвĕ пуçланать. Унпа пĕрлешÿллĕ хуçалăх ертÿçисемпе зооветеринари службисем усă курасса шанатпăр.

Декабрĕн 6-11-мĕшĕсенче вара çав институтрах пĕрлешÿллĕ хуçалăх ертÿçисен квалификацийĕсене ÿстермелли курссем ĕçлĕç.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика