Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнăçлă тĕл пулу

24 ноября 2004 г.

 

 

Шкул – пирĕн иккĕмĕш кил. Кунта эпир хамăр вăхăтăн ытларах пайне ирттеретпĕр. Шкулта эпир пĕлÿ илетпĕр, вылятпăр, савăнатпăр. Пирĕн шкулта час-часах тĕрлĕ интереслĕ мероприятисем пулса иртеççĕ. Акă, ноябрĕн вун тăххăрмĕш кунне шкул ачисем те, учительсем те чăтăмсăррăн кĕтсе илчĕç. Мĕншĕн тесен çак кун Чуманкасси шкулне Шупашкар артисчĕсем килчĕç, концерт лартса пачĕç.

Сцена çине чăваш халăхĕн тава тивĕçлĕ артисчĕсем Виталий Гордеевпа Елена Соловьева тата ытти хăнасем. Геннадий Кержемятин композитор-баянист тухсан, зал тăвăллăн алă çупрĕ. Виталий Гордеев – пирĕн ентеш. Вăл пирĕн шкулта иккĕмĕш хут ĕнтĕ хăнара. Акă кĕвĕ янăраса кайрĕ. В. Гордеевпа Е. Соловьевăн илемлĕ те çепĕç сассисем ачасене тыткăна илчĕç. Залра вырăс тата чăваш юррисем те янăрарĕç. В. Гордеев юрлакан «Сар кайăк», «Эпĕ юратса курманччĕ халиччен», «Çĕмĕрт», «Пиво», Е. Соловьева шăрантаракан «Юрату юрри», «Çурхи вăрманта», «Колокольчик», «Старый клен» юрăсем куракансен кăмăлне кайрĕç. Залра ларакансем артистсемпе пĕрле юрларĕç, ташларĕç.

В. Гордеев хăйĕн юррисем чылайăшĕ çĕнĕ пулнине пĕлтерчĕ. Çав юрăсене кĕвĕ хываканĕ Юрий Жуков пулни ачасене татах та савăнтарчĕ.

«Эсир пире çапла ăшшăн кĕтсе илни пире питĕ хавхалантарать. Пирĕн тĕл пулу сирĕнпе юлашки мар-ха. Сирĕн хушăран та чăваш шăпчăкĕсем тухасса шанатпăр», - терĕç артистсем концерт вĕçленнĕ май. Шкул ачисем те артистсене тав сăмахĕ каларĕç, вĕсенчен асăнмалăх автографсем илчĕç.

Пире пурне те çак тĕл пулу килĕшрĕ. Эпир çак концерт хыççăн чăваш халăхĕн чăнахах та талантлă çыннисем пуррине курса ĕнентĕмĕр, пĕрле савăнтăмăр, чăваш юррисем тĕлĕнмелле илемлĕ те тарăн шухăшлă пулнине чĕресемпе туйрăмăр.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика