Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Смотр-конкурса хутшăнăр

24 ноября 2004 г.

 

Кăçал - Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ. Ачасен пурнăçне, сывлăхне мĕн пĕчĕкрен упрас, вĕсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тĕллевпе республикăра «Ача садне – сывлăх патне» ятпа смотр-конкурс ирттереççĕ. Вăл ноябрĕн 15-мĕшĕнче пуçласа мартăн 30-мĕшĕччен пырать.

Смотр-конкурсра ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин, ЧР Сывлăха сыхлас ĕç министерствисем тата ЧР Патшалăх санэпиднадзор центрĕ ирттереççĕ. Унта шкул çулне çитмен ачасен учрежденисем тата садик ушкăнĕсем пур шкулсем хутшăнаççĕ.

Смотр-конкурс икĕ тапхăрпа, 4 номинаципе иртет, малтан – районсенче, хыççăн – республикăра. Унта – «Чи лайăх ача сачĕ», «Чи лайăх воспитатель», «Чи лайăх медсестра», «Ача сачĕ Урлă – сывă çемье патне» номинацисемпе çĕнтерÿçĕсене палăртаççĕ. Пирĕн районта та смотр-конкурса ирттерме тата хутшăнма район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕ, районти тĕп больница тата патшалăх санэпиднадзор центрĕ пĕрле приказ кăларнă, йĕркелÿ комитетне çирĕплетнĕ.

«Ача садне – сывлăх патне» смотр-конкурсăн положенийĕнче унăн условийĕсене кашни номинаципе тĕплĕн палăртнă. Иртнĕ çул çак смотрçконкусра пирĕн район представителĕсем лайăх вырăнта пулнăччĕ. Кăçал та ăнăçу сунар вĕсене çĕнтерÿсем тума.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика