Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район сучĕ çапла пуçланнă

24 ноября 2004 г.

 

Кăçал пирĕн районшăн паллă çул: 60 çул тултарчĕ вăл. Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн 1944 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнчи постановленийĕпе килĕшÿллĕн Муркаш районне туса хураççĕ. Шăпах çак çултан çырма пулать те ĕнтĕ хăйĕн историне Чăваш Республикинчи Муркаш район сучĕ те.

Ку вăхăтчен вара паянхи Муркаш районĕн территорийĕнче Тутаркасси, кайран Мăн Сĕнтĕр халăх сучĕсем пулнă. Айтăр-ха, истори странцине каялла уçса пăхар. Мĕн калаççĕ çав вăхăт çинчен архив материалĕсем;

Халăх Комиссарĕсен Совечĕпе Тĕп ĕç тăвакан комитетăн, Министрсен Совечĕн, Верховнăй Совет Президиумĕн, Чăваш Республикин юстицин Халăх Комиссариачĕн архив фончĕсен 1926-1944 çулсенчи докуменчĕсенче Муркаш (Тутаркасси, Сĕнтĕр) район сучĕ пуçланса кайни пирки çакăн пек сведенисем пур.

ЧАССР Тĕп ĕç тăвакан комитет Президиумĕпе Халăх Комиссарĕсен Совечĕ 1926 çулхи октябрьти (миçемĕш числоне кăтартман) постановлени проектĕнче çакна кăтартнă: «ЧАССР халăх сучĕсен участокĕсене районлани çинчен. ЧАССРче вулăссен чиккисене улăштарнă май тата халăх сучĕсене халăх патнерех çывхартас тесе ЧАССР Тĕп ĕç тăвакан комитечĕпе Халăх комиссарĕсен Совечĕ çапла йышăнаççĕ: Чăваш Автономла Социализмла Совет Республикинче халăх сучĕсен участокĕсене çапла пайласа çирĕплетес. Шупашкар уезчĕ: 111-мĕш участок: Тутаркасси (документра çапла çырнă), Шурча тата Сĕнтĕр вулăсĕсем, камера Ишлей-Покровскинче вырнаçнă». (ЧР Патшалăх тĕп архивĕ Ф. Р-203. Оп. 2. Д. 24. Л. 142.).

«1927 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлнехи Чăваш Республикинчи суд ĕçченĕсен списокĕнче» Шупашкар уесĕнчи 3-мĕш участокри халăх судйи Александр Романович Симонов шутланса тăрать. (ПТА. Ф. Р.-661. Оп. 2. Д. 4. Л. 6.).

«1934 çулхи Чăваш Республикинчи халăх сулдийсен списокĕнче» Тутаркасси районĕ тăрăх шутланса тăраççĕ: Порфирьев. Савельев. (ЧР ПТА Ф. Р.-661. Оп.1. Д. 50. Л. 21.).

РСФСР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн 1938 çулхи январĕн  16-мĕшĕнчи 650-57-мĕш номерлĕ Постановленийĕпе  Тутаркасси районĕнчен Сĕнтĕр районĕ туса хунă. (ЧР ПТА. Ф. Р. –1041. Оп. 1. Д. 71. Л. 142.).

Чăваш АССР халăх Комиссарĕсен Совечĕн постановленийĕнче çапла çырса хунă: «1939 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 1-мĕшĕччен нумай ĕçсем килнине кура тата халăх сучĕсене ĕçлеме йĕркеллĕ условисем туса парас  тĕллевпе... халăх ыйтăвĕсене туллинрех тивĕçтерес тесе, çавăн пекех çĕнĕ районсем туса хунине шута илсе, СССР, союзла тата автономлă республикăсен суд ĕçĕсем çинчен калакан саккунĕн 26-мĕш статйипе килĕшÿллĕн Чăваш АССР Халăх Комиссарĕсен Совечĕн 1938 çулхи декабрĕн 7-мĕшĕнчи 1258-мĕш номерлĕ тата 1939 çулхи июнĕн 28-мĕшĕнчи 856-мĕш номерлĕ постановленийĕсене улăштарса, Чăваш АССР Халăх Комиссарĕсен Совечĕ çапла йышăнать:

1939 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа халăх сучĕсен сетьне приложенипе килĕшÿллĕн 56 суд участокĕнчен йĕркелес.

Сĕнтĕр районĕ – Сĕнтĕр районĕн 1-мĕш участокри халăх сучĕ. Сĕнтĕр районĕн 2-мĕш участокри халăх сучĕ». (ЧР. ПТА. Ф. Р.-203. Оп. 1. Д. 787. ЛЛ. 43. 44.).

Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн 1944 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн Чăваш АССР составĕнче Муркаш районне Муркаш центрĕпе туса хунă. (ЧР.ПТА. Ф. Р-1041. Оп. 1. Д. 675. ЛЛ. 24. 37.).

Чăваш АССР Халăх Комиссарĕн Совечĕн 1944 çулхи мартăн 15-мĕшĕнчи Постановленийĕпе ССР Союзĕн, союзла тата автономлă республикăсен суд ĕçĕсем çинчен калакан 1936 çулхи августăн 16-мĕшĕнче тухнă саккунăн статйипе килĕшÿллĕн Чăваш АССР Халăх Комиссарĕсен Совечĕ 1944  çул валли ЧАССР халăх сучĕсен сетьне туса хунă. Вĕсен хушшинче Муркаш районĕн халăх судне те кăтартнă. (ЧР. ПТА. Ф. Р.-661. Оп. 1. Д. 157. Л. 12.).

Чăваш АССР Муркаш районĕнчи ĕççиннисен депутачĕсен Совечĕн ĕç тăвакан комитечĕн 1944 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе Е.Я. Сергеевана Муркаш район сучĕн халăх судйисене çирĕплетнĕ. (ЧР. ПТА. Ф. Р.–1930. Оп. 1. Д. 2. Л. 1.).

Шел пулин те Чăваш Республикин Патшалăх тĕп архивĕн директорĕ Г.В. Ертмакова тата тĕп специалисчĕ И.М. Роньжина (çак архив материалĕсем тĕрĕссине вĕсем алă пусса çирĕплетнĕ) пĕлтернĕ тăрăх, Муркаш районĕн халăх сучĕн докуменчĕсене  Патшалăх тĕп архивне упрама ярса паман.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика