20 ноября 2004 г.
Пĕр канмалли кун пĕр ушкăн ача шкулта пухăнчĕç те автобус çине ларса тухса кайрĕç. Ăçта кайрĕç, мĕн тĕллевпе; «Шкул пурнăçне хастар хутшăннăшăн, олимпиадăсенче шкул чысне хÿтĕленĕшĕн пире учительсем Шупашкара экскурсие илсе кайрĕç. Ăçта кăна пулмарăмăр пуль эпир;!
Чи малтанах тинĕс пуянлăхĕн музейне кĕтĕмĕр. Епле асамлă кунта! Сăмахпа каласа пĕтерес те çук. Унтан эпир музей çумĕнчех вырнаçнă авалхи хатĕрсен лавккине кĕрсе тухрăмăр. Кунта чăваш хĕрарăмĕн тумĕсем те, чиркÿ хатĕрĕсем те, авалхи чашăк-тирĕк те – тем те пур. Пире чи малтанах чăваш халăхĕ хăйĕн авалхи йăли-йĕркисене манманни, вĕсене тытса пырас туртăмпа пурăнни куçа курăнчĕ. Ку вăл – эпир хамăрăн ват асаттесене, вĕсен йăли-йĕркине хисепленине пĕлтерет. Шупашкара килсен чăваш амăшĕн палăкĕ патне епле каймăн-ха; Эпир пурте унта темиçе хутчен пулнă пулсан та, никам та палăк патне кайса килмесĕр киле кайма килĕшмерĕ, мĕншĕн тесен вăл - пирĕн республикăн мухтавĕ.
Шкул ачисен, паллах, кĕнекесем ăçта сутнине те пĕлмелле, çавăнпа эпир кĕнеке лавккисене те кĕрсе тухрăмăр. Нумайăшĕ хăйсене кирлĕ кĕнекесене туянчĕç. Пуринчен те ытла пире пурне те тинĕс пуллисен лавккинче килĕшрĕ. Мĕн тĕрлĕ пулă çук пулĕ кунта! Пĕрисем пĕчĕк, теприсем пысăк... Кашни пулă хăй майлă хитре. Унсăр пуçне кунта крокодил, çĕлен, пакша, тăмана, тимĕр шапа тата ытти чĕр чунсем куçа илĕртеççĕ. Тинĕс пире хăйĕн илемĕпе савăнтарать. Тĕрлĕ пулăсене, вĕсен тыткаларăшне сăнаса эсир тинĕс чăнах та питĕ пуян та хутре пулнине ĕнентĕмĕр. Пĕтĕмĕшле илсен, экскурси пире питĕ килĕшрĕ. Çакăн пек, ачасемпе тепĕр хут Шупашкара кайса килме май пулнă пулсан, эпир питĕ савăннă пулăттăмăр.
Чăн та, çакнашкал экскурсисене илсе кайни питĕ лайăх. Вăл ытти ачасене те лайăхрах вĕренме, шкул пурнăçне хастартарах хутшăнма хистет.
Кун пек экскурсие ыттисем те кайса курма пултараççĕ, тăрăшулăх кăна кирлĕ. Шкул пурнăçĕнчен айккинче тăмасан, таçта та кайса курма пулать иккен. Çакăн пек пĕтĕмлетÿ турăм эпĕ те. Апла пулсан ачасене ăнăçу сунмалли кăна юлчĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"