Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи лайăххисене палăртнă

20 ноября 2004 г.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕн кăçалхи июлĕн 7-мĕшĕнчи 533-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, июлĕн 1-мĕшĕ – сентябрĕн 1-мĕшĕсенче районта ялсене тирпей-илем кĕртес, çуркуннехи санитари тĕлĕшĕнчен тасатас тата шывпа тивĕçтермелли çăлкуçсене тирпейлĕ тытса тăрас тĕлĕшпе ик уйăхлăх ирттернĕ. Ноябрĕн 10-мĕшĕнче ик уйăхлăх ирттерме çирĕплетнĕ комисси ларăвĕ пулса иртнĕ. Унăн протоколне пăхса тухса, район администрацийĕн пуçлăхĕ кăçалхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче 767-мĕш номерлĕ йышăну кăларнă.

«Чи лайăх ял» смотр-конкурс условийĕсемпе килĕшÿллĕн, призлă вырăнсене çаксене панă:

- пĕрремĕш вырăна – накама та;

- иккĕмĕш вырăна – Хорнуй ял администрацийĕнчи Тойкилтĕ Тата Шетмĕпуç ял администрацийĕнчи Автанкасси ялĕсене (3-шер пин тенкĕ укçан преми парса);

- виççĕмĕш вырăна – Турай ял администрацийĕнчи Çĕн Хресчен тата Юнкă ял администрацийĕнчи Юнкă ялĕн Улăх урамне (2-шер пин тенкĕ укçан преми парса).

«Чи лайăх килти хуçалăх» смотр-конкурс условийĕсемпе килĕшÿллĕн, çĕнтерÿçĕсем çаксем пулса тăнă, вĕсене 500-шер тенкĕ укçан преми панă:

Иллирий Гаврилович Кудашов – Шурча ял администрацийĕнчи Шурча сали, Мир урамĕ, 28-мĕш çурт;

Леонид Николаевич Петров – Ваçкасси ял администрацийĕнчи  Ваçкасси ялĕ, Октябре 70 çул урам, 7-мĕш çурт;

Виталий Алексеевич Акчурин – Мăн Хураçка ял администрацийĕнчи Ишмула ялĕ;

Вячеслав Васильевич Семенов – Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕнчи Шупуç ялĕ;

Алексей Петрович Огнев – Ильинка ял администрацийĕнчи Хопкĕпер ялĕ;

Валерий Семенович Кондратьев – Катькас ял администрацийĕнчи Чурикасси ялĕ, Школьная урам, 8-мĕш çурт;

Олег Иванович Тимофеев – Муркаш ял администрацийĕнчи Шаптак ялĕ, В. Егорова ячĕллĕ урам, 9-мĕш çурт;

Вячеслав Павлович Виноградов – Москакасси ял администрацийĕнчи Мăрсак ялĕ;

Алексей Антипович Бычков – Оринин ял администрацийĕнчи Мулкачкасси ялĕ;

Владимир Ильич Яриков - Çатракасси ял администрацийĕнчи Кашмаш ялĕ;

Георгий Алексеевич Степанов – Турай ял администрацийĕнчи Çĕн Хресчен ялĕ;

Виссарион Михайлович Михайлов – Хорнуй ял администрацийĕнчи Хорнуй ялĕ, Первомайская урам, 19-мĕш çурт;

Пимен Николаевич Николаев – Чуманкасси ял администрацийĕнчи Отарккă ялĕ;

Дарья Петровна Петрова – Шетмĕпуç ял администрацийĕнчи Автанкасси ялĕ, Комсомольская урам, 7-мĕш çурт;

Евгений Алексеевич Волков – Шашкар ял администрацийĕнчи Вăрманкасси ялĕ;

Раиса Степановна Яргунькина – Юнкă ял администрацийĕнчи Юнкă сали, Яргунеки урамĕ, 45-мĕш çурт;

Иван Тихонович Тихонов – Йÿçкасси ял администрацийĕнчи Тури Панкли ялĕ;

Нина Алексеевна Пайкова – Ярапайкасси ял администрацийĕнчи Ермак ялĕ;

Зинаида Ивановна Егорова – Ярославка ял администрацийĕнчи Ярославка ялĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕнче ялсене тирпей-илем кĕртес енĕпе Шурча, Ильинка, Çатракасси, Шашкар, Йÿçкасси, Ярапайкасси ял администрацийĕсем çителĕксĕр ĕçленине палăртнă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика