Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çамрăксем – наркотика хирĕç» акци пырать

17 ноября 2004 г.

 

Наркомани. Çул юппинче – тĕрме тата вилĕм

Ку акци октябрĕн 1-мĕшĕнче пуçланчĕ, декабрĕн 25-мĕшĕччен пырать. Кашни çулах вăл пире наркомани мĕн тери хăрушă инкек иккенни пирки асилтерет. Вăл пирĕн пата килсе çитейми пулăм та мар. Районти тĕп больницăра паян нарколог патĕнче 7ĕн учетра тăраççĕ.  Вĕсенчен пĕри – наркоман, тепри – токсикоман, тепĕр 5шĕ – наркотикпа усă куракансем. 30 çула çитичченхи тата 30 çулхи çамрăксем вĕсем. Наркотик çамрăк ĕмĕре татнĕ тĕслĕхсем те пирĕн районта пулчĕç ĕнтĕ.

Наркомани серепинчен хăтăлма пулать-и; Çак ыйту кашнинех хумхантармалла. Ун çине вара районти тĕп больницăри М.И. Касьянова нарколог çапла хуравларĕ:

- Наркотика пĕрре тутанса пăхсан, унран хăтăлма йывăр. Икĕ-виçĕ укол хыççăнах çын унсăр пурăнайми пулать.  Наркотика алла тытассинчен сыхланмалла. Çакă наркоманинчен сывалассинчен темиçе хут çăмăлтарах.

Пĕр тĕслĕх çеç илсе кăтартам. Икĕ çул каялла пÿлĕме çамрăк кĕрсе тăчĕ. Ун чух вăл шăп алла пĕр-ик хутчен наркотик илнĕччĕ. Паян вара çав хитре каччăран нимĕн те юлман: начарланнă, куçĕсем сÿрĕк, унăн нимĕнле интерес та çук. Ним патне те. «Манăн çавах пурăнасси нумай юлмарĕ» - тет вăл.

- Çакă хăех наркотик – ача вăййи марри иккенне çирĕплетет. Ăна алла тытни, хăвни валли хăвах приговор çырни пулать.

- Наркотикра нимĕн ырри те çук. Унпа пĕрремĕш хут усă курнă чухнехи «кайф» часах пĕтет. Вăл чăтмалла мар ыратупа - «ломкăпа» улшăнать. Пыра-киле малтанхи доза çитми пулать. Ытлашши доза вилĕм патне илсе пырать. Наркоманăн юлташсем те, пуласлăх та çук. СПИД, депресси, хăйсем çине хăйсем алă хуни, преступлени, вилĕм – акă, мĕн кĕтет вĕсене малта.

- Çамрăк çын наркотикпа усă курнине мĕнле уйăрма пулать:

- Паллах, вĕсем хăйсем «йĕп çинче» иккенне кăтартасшăн мар тăрăшаççĕ. Анчах та çак паллăсем пулни вăл наркотикпа усă курнине çирĕплетет: хăйне ăнланмалла мар тытать, анчах хăйĕнчен спирт шăрши кĕмест, вăл час-час суйма пуçлать, доза илме май пур çынсемпе хутшăнма тăрăшать, малтанхи юлташсемпе çÿреме пăрахать, спортпа вĕренÿ те ăна интереслентермест, пĕтĕм «савнăçа» наркотикра курать: çав тери ывăннăн курăнать, хăйне пăхма пăрахать, вăл хăйне сапалнчăк тытать, куçĕсем хĕрлĕ, сăмса юхать (шăнса пăсăлнипе е аллергипе çыхăнман): ыттисене наркотик сĕнет* мĕн каланине-курнине япăх астума пуçлать, ыттисемшĕн тăрăшмасть, милиципе проблема пуçланать, ÿсĕрле руль умне ларать.

- Пулăшма пулать-и ăна çав лачакаран тухма?

- Пулăшма пулать. Анчах та чи малтан унăн хăйĕн çак хăрушă сереперен тухас кăмăл пулмалла. Çилленме пултарать, мĕн те пулин каласан, тесе шухăшламалла мар. Мĕншĕн тесен, мĕнле пулсан та ун пурнăçĕ хăрушлăхра, ăна туслăхран мала хурăр. Унпа калаçмалли майне тупма тăрăшăр, енчен те сирĕн калаçун усси пулмарĕ пулсан, хăвăра ан айăплăр, эсир хăвăртан килнине турăр.

- Мĕнле пулăшмалла ăна?

- Тен, ун пирки аслă çынсемпе те калаçмалли пулать, ун пек чух наркотикпа усă кураканăн ятне-шывне ан асăнăр. Калаçу валли меллĕ вăхăт кирлĕ. Юлташăр «кайфра» чухне унпа калаçнин усси çук. Хăвăр уншăн хумханни пирки, вăл тĕрĕс мар çул çине тăни пирки ăнланни çинчен калăр: наркотикпа усă курнăшăн айăплама кирлĕ мар ăна, хăвăр ăна пулăшас кăмăллă пулни пирки калăр. Эсир вăл наркотикпа усă курнине асăрханă пирки пĕлтерĕр, мĕншĕн тесен вăл «усă курмастăп», теме пултарать. Ăна вĕрентме ан шутлăр: вăл тÿрех тарăхса кайнинчен те ан тĕлĕнĕр, наркомансем час-часах хăйсене çапла тытаççĕ. Унпа калаçиччен малтанах ăçта сиплеме май пуррипе интереслен, сăмахпа çеç мар, ĕçпе пулăшма хатĕр пулнине пĕлтĕр вăл. Тепĕр хут асилтеретĕп, сирĕн калаçăвăн усси пулмасан та, хăвăра ан айăплăр. Вăл тĕрĕс çул çине тухма шутламаннинче сирĕн айăп çук.

- Мĕншĕн наркотика алла илеççĕ çамрăксем?

- Çапла майпа вĕсем вăл е ку проблемăна татса парасшăн, вĕсем çинчен манасшăн. Вĕсем çав йывăрлăхсене çăмăллăн татса парасшăн. Анчах çав «телейлĕ юмах» хăрушла ыратупа вĕçленет. Терисем «тутанса çеç пăхатăп»- теççĕ. Анчах ку апла мар. «Эп наркотика хăнăхмастăп» - тесе экспериментлама кирлĕ мар. Ку вăл хăрушă опыт, мĕншĕн тесен часах наркомани серепине çакланатăн.

- Хăрушă мар наркотиксем те пур текенсене эсир мĕн хуравланă пулăттăр?

- Сывлăхшăн, пурнăçшăн хăрушă мар наркотиксем çук. Гашиш туртни хăнăхасси патне илсе пымасть, теççĕ. Тĕрĕс мар ку. Пур наркотикăн та вĕçĕ пĕрре: вăл тĕрлĕрен психоз патне, вилĕм патне илсе пырать.

Кама кирлĕ çакă? Сана-и, çамрăк çын? Çак çĕр çинче никам та икĕ хут çуралмасть вĕт. Çак хăрушă пулăмăн çулĕ икĕ еннелле çеç выртать: пĕр енче тĕрме (наркотик валли укçа шырани преступлени çулĕ çине тăратать), тепĕр енче вара – вилĕм. Мĕншĕн 40-50 çул малтан ун алăкне уçмалла вара?

Пăхăр-ха, шур юр пĕрчисем ÿккелеççĕ. Хĕл çитесшĕн пулмалла. Çак илемпе вăхăтра савăнмасан, кайран сая кайнă пĕр куна та каялла тавăраймăн. Эппин, мал ĕмĕтпех, ырă сывах пурăнасчĕ.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика