Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пурнăç йĕркине юратма вĕрентеççĕ

17 ноября 2004 г.

 

Çитĕнекен ăрăва физкультурăпа тата спортпа çывăхрах туслаштарас, сывă пурнăç йĕркине юратма вĕрентес тĕлĕшпе спорт шкулĕсем палăрăмлă та пĕлтерĕшлĕ ĕç тăваççĕ. Районта вĕсем иккĕ: ачасемпе çамрăксен В. Егорова ячĕпе хисепленекен Муркашри тата район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ çумĕнчи спорт шкулĕсем. Пĕрремĕшĕ вăтăр урлă каçрĕ пулсан, иккĕмĕшĕ кăçал çирĕм çулхи юбилейне паллă тăвать.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Муркаш районĕ хăйĕн маттур йĕлтĕрçисемпе республикăра кăна мар, çĕршыв шайĕнче те палăрма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Çак çитĕнÿ патне хывăннă çул ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕсем хăйсен ĕçне чунтан парăннипе, вĕрентÿпе тренировка процесне тивĕçлĕ шайра йĕркеленнипе пулса пынă. Анчах та районта çĕнĕ шкулсен çурчĕсем (спортзалсемпе пĕрле) уçăлни, çитĕнекен ăру çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те спортăн ытти енĕсенче вăй виçмешкĕн ытларах та ытларах туртăнни вĕсене район шайĕнче те лайăхрах аталантарма хистенĕ.

Республика вĕрентÿ министерствин 1984 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнчи приказĕпе  Москакассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул никĕсĕ çинче районта ачасемпе çамрăксен тепĕр спорт шкулĕ уçăлни çавăнпах ĕнтĕ пĕртте ăнсăртран мар. Малтанлăха ăна яшсемпе хĕрсене биатлонпа тата волейболпа çывăхрах туслаштарас, спортăн çак енĕсемпе çамрăксене ытларах явăçтарас тĕллевпе уçнă. Çамрăк спортсменсемпе ĕçлемешкĕн штатра 12 тренер-преподавателе çирĕплетнĕ. Биатлон енĕпе ăсталăх пухма пулăшакан пĕрремĕш тренер-преподавательсем С.Р. Кириллов, Г.Ф. Гаврилова (Москакасси), В.В. Фомин, В.В. Крылов (Юнкă), В.В. Шишкин (Оринин), Н.А. Кондратьев (Мăн Сĕнтĕр), В.В. Люцев (Калайкасси) пулнă. Волейбол вăййине кăмăллакансемпе Ю.С. Лукоянов (Муркаш), И.И. Кабуркин, Г.Г. Григорьев (Ильинка), В.Н. Семенов (Чуманкасси), О.В. Шаркова (Москакасси) çанна тавăрса ĕçе кÿлĕннĕ. Спорт шкулĕн пĕрремĕш директорĕ пулмашкăн физкультурăпа спорт ĕçне чунтан парăннă Валерий Гаврилович Гаврилова çирĕплетнĕ, биатлонра усă куракан пăшалсене пăхса тăракан маçтăра – Н.И. Ершова.

Спорт шкулĕ ура çине çирĕппĕн тăрасси тата аталанасси çăмăллăн иртмен. Пĕр çулталăк иртнĕ хыççăнах çитĕнекен ăрупа ĕçлемешкĕн çĕнĕ кадрсене явăçтарнă. Вĕсен йышĕнче волейболистсемпе ĕçлеме кăмăл тунă А.И. Игнатьев, В.М. Ляченков, Э.П. Степанов, О.Ю. Корольков, Н.В. Иванов, В.П. Петров, биатлонистсемпе – Г.И. Иванов пулнă. Тĕрлĕ сăлтавсене пула малтанхи пилĕк çулта тренер-преподавательсен йышĕ сахал мар улшăннă, çапах та вĕсен тĕп шăнăрĕ хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа туса пынă. Çавсенчен чи малтанах В.П. Терентьевпа Г.А. Столбова (биатлон), Б.Н. Васильевпа А.В. Васильева (волейбол) палăртса хăварни вырăнлах.

Аталану çулĕпе малаллах утнă спорт шкулĕ. 1988 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен кунта çăмăл атлетика уйрăмĕ уçăлнă. Çак енĕпе маттур спортсменсем хатĕрлес ĕçе чи малтан кÿлĕннисем А.В. Васильевпа П.В. Михайлова (Чуманкасси), В.В. Люцев (Калайкасси), В.И. Семенов (Тивĕш) пулнă. 1989 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вара Москакассинчи  тата Йÿçкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен никĕсĕ çинче спорт шкулĕн пĕрремĕш воспитанникĕсем хăйсен ăсталăхне ирĕклĕ майпа кĕрешессинче туптама тытăннă. Хăйсен наставникĕсенчен – аслă тренер-преподавательтен, СССР спорт мастерĕнчен Юрий Антонович Петровран тата ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спорт мастерĕн кандидатĕнчен Анатолий Иванович Федоров тренер-преподавательтен – кавир çине пуçласа тухакан çамрăк кĕрешÿçĕсен тĕслĕх илмелли тата ăша хывмалли пулман мар ĕнтĕ.

1996 çултанпа спорт шкулĕнче пултаруллă çамрăк боксерсем хатĕрлес енĕпе те (аслă тренер-преподаватель спорт мастерĕн кандидачĕ Сергей Васильевич Черкашин) ĕç-пуç тивĕçлĕ шайра пырать.

Хальхи вăхăтра вĕрентÿ пайĕ çумĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тăхăр филиалĕнче çитĕнекен ăру спортăн ултă енĕпе хăйĕн ăсталăхне туптать. 31 вĕренÿпе тренировка ушкăнне 438 яшпа хĕр кăмăл туртнипе çÿрет, хăйсен наставникĕсен кирлĕ те вырăнлă сĕнĕвĕсемпе канашĕсене чун çывăхне илет. Ан тив, вĕсенчен пысăк спорт çулĕпе утакансем, тен, нумаях та пулмĕç, анчах спортăн хăйне килĕшнĕ енĕпе ăш-пиллĕх тупни вара никамшăн та ытлашши мар. Çакна çамрăк спортсменсем те, вĕсен наставникĕсем те лайăх курса-ăнланса тăраççĕ. Ку тĕлĕшпе камран тĕслĕх илмелли спорт шкулăн кăтартăвĕсенчен çителĕклĕ.

80-мĕш çулсен вĕçнелле Ирина Гаврилова, Алевтина Лобастова, Сергей Михайлов, Сергей Лобастов т. ыт. те биатлон енĕпе республика чемпионачĕсенче малти вырăнсене йышăннă, республика чысне çÿллĕрех шайри ăмăртусенче те ăнăçлă хÿтĕленĕ. Елена Лобастова, Любим Любимов, Анатолий Гаврилов (кайрантарах спорт мастерĕн кандидачĕ, çăмăл атлетикăпа тата йĕлтĕр спорчĕпе Атăлçи тăрăхĕнчи çар округĕн призерĕ), Андрей Буронов, Галина Алексеева, Альбина Морозова т. ыт. те йĕлтĕрçĕсен кăтартăвĕсем те тĕрлĕ шайри ăмăртусенче япăх пулман. Юлашки çулсенче Э.А. Гордеев (Ярапайкасси) тренер-преподавателĕн вĕренекенĕсем Наташа Алексеевапа Наташа Жирнова спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă, Люда Петровапа Олимпиада Ядыкова кăтартнă тата кăтартакан результатсем те пĕртте япăх мар.

Ирĕклĕ майпа спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă Сергейпе Алексей Крыловсем, Андрей Столяров, Григорий Сорокин, Ольга Смирнова, Елена Адамова, Валентина Блинова, Таня Тепеева, Ирина Живойкина т. ыт. те кĕрешÿçĕсем паянхи çамрăк спортсменсемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Олег Сютруков, Сергей Черкашин, Андрей Тимофеев, Александр Никитин т. ыт. те боксерсене республикăра кăна мар, Раççей шайĕнчи тĕрлĕ ăмăртусенче пысăк ăсталăхпа палăрнăран лайăх пĕлеççĕ. Спорт шкулĕн пĕрлештернĕ команди иртнĕ çул волейбол енĕпе республика чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Спорт шкулĕн паянхи ертÿçи Ф.А. Рылин паян ăсталăх пухакан çамрăк спортсменсем хушшинчен маттур спортсменсем тухасси пирки иккĕленмест, çак тĕллевпе куллен тухса тăракан çивĕч ыйтусене тренерсен канашĕсенче тăтăшах сÿтсе явса пĕтĕмлетеççĕ. Тĕп вырăнта тăраканнисем – спорт шкулĕн пурлăхпа техника базине çирĕплетесси, спорт сооруженийĕсемпе эффективлă усă курасси, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетессишĕн яваплăха пур енлĕн ÿстересси т. ыт. те. Эппин, ăнăçусем малашне те аталанччăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика