Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район экономикипе социаллă аталанăвĕ кăçалхи вунă уйăхра

13 ноября 2004 г.

 

Кăçалхи январь-октябрь уйăхĕсенче районти промышленность предприятийĕсем танлаштаруллă хаксемпе 196791,0 пин тенкĕлĕх, паянхи хаксемпе 207508,6 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Пĕлтĕрхи тапхăртипе танлаштарсан, ÿсĕм 41,7 тата 50,6 процент чухлĕ. «Сĕнтĕрти юсавпа техника предприятийĕ» ОАО, «Сеспель» ООО хатĕрлев калăпăшне уйрăмах нумай пысăклатнă. «Муркашри кирпĕч завочĕ» ЗАО, «Муркашри сĕт завочĕ» ОАО вара продукци хатĕрлессин калăпăшне иртнĕ çулхи шайăн 87,7-96,2 проценчĕ чухлĕ кăна çитернĕ.

Потребитель таварĕсем туса кăларассин калăпăшĕ 80042,6 пин тенкĕпе танлашнă (ÿсĕм 2,6 процент). Халăха пĕтĕмпе 22538,5 пин тенкĕлĕх (пĕлтĕрхинчен 19,4 процент нумайрах) тÿлевлĕ пулăшусем панă, çав шутра «Моргаушрайбыт» ООО 595,3 пин тенкĕлĕх, «Нежность» ООО 424,8 пин тенкĕлĕх. Ваккăн сутмалли тавар çаврăнăшĕн калăпăшĕ 19,7 процент чухлĕ ÿссе 205218,2 пин тенкĕне çитнĕ. Мăн Сĕнтĕр райповĕпе ÿсĕм 15,4 процент, Муркаш райповĕпе 23,8 процент чухлĕ. Обществăлла апатлану çаврăнăшĕн калăпăшĕ пĕтĕмпе 26904,1 пин тенкĕне çитнĕ, иртнĕ çулхинчен 11,8 процент чухлĕ пысăкланнă.

Ял хуçалăх предприятийĕсенчен тăратнă сведенисем тăрăх, кăçал районĕпе 27,9 пин тонна тĕш тырă, 14,2 пин тонна çĕр улми пухса кĕртнĕ. Тыр-пул пуçтарса илессин калăпăшĕ унчченхи çулхи шая çитеймен, çĕр улмине вара 18,7 процент нумайрах пуçтарса илнĕ. Ял хуçалăх культурисен тухăçĕ те пĕлтĕрхи виçерен пĕчĕкрех: пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем – 18,9 центнер (иртнĕ çул 22,5 центнер), çĕр улми – 108,1 центнер (109,5 центнер).

Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне январь-октябрь уйăхĕсенче ял хуçалăх предприятийĕсем 59,5 центнер аш-какай, 285,6 центнер сĕт туса илнĕ. Асăннă кăтартусем унчченхи çулхи çак шайăн 85,9-86,4 проценчĕ чухлĕ кăна. Хуçалăхсем çак тапхăрта чĕрĕ виçепе 2584,7 тонна аш-какай реализациленĕ, 12290,9 тонна сĕт суса илнĕ. Кашни ĕне çулталăк пуçланнăранпа вăтамран 2846,9 килограмм сĕт антарнă. «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикинче иртнĕ вунă уйăхра пĕтĕмпе 32196 пин штук, кашни чăхран 260,5 штук çăмарта илнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче самăртакан ĕне выльăхсем талăкра вăтамран 459 грамм, сыснасем 265 грамм ÿт хушса пынă. Çулталăк пуçланнăранпа хуçалăхсен фермисенче 3027 пăру, 23873 çура илни иртнĕ çулхи шайăн 82,1-87,2 проценчĕ чухлĕ кăна.

Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăхсем 10632 пуç, çав шутра сăвакан ĕнесем 4100 пуç, сыснасем 15408 пуç, сурăхсем 232 пуç, лашасем 710 пуç, чăх-чĕп 179,4 пин пуç пулнă. Чăх-чĕпсĕр пуçне, ытти выльăх-чĕрлĕх йышĕ пĕлтĕрхинчен катăкрах.

Январь-октябрь уйăхĕсенче строительствăра пĕтĕмпе 184504,6 пин тенкĕлĕх (иртнĕ çулхинчен 27,4 процент нумайрах) инвестицисемпе усă курнă, çав шутра харпăр хăй тĕллĕн çурт-йĕр çавăрма – 98802 пин тенкĕлĕх. Çак тапхăрта 63,2 километр тăршшĕ газ пăрăхĕсем хывнă. 4,37 километр чухлĕ автоçулсем тунă, çав шутра çĕнĕ çулсем 1,9 километр, юсатса çĕнетнисем 2,47 километр. Районти 114 çемье (пĕтĕмпе 14970 тăваткал метр чухлĕ) харпăр хăй  вăйĕпе çĕнĕ çурт-йĕр тунă.

Ĕçсĕррисен шучĕ районта ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 97 çынпа (пĕлтĕр 105) танлашнă. Кăçалхи вунă уйăхра районта 304 ача çуралнă, 603 çын вилнĕ. Çуралнă ачасен хисепĕ пĕлтĕрхинчен 55 нумайрах, вилнисен хисепĕ 37 çын пысăкрах.

Хальхи вăхăтра район администрацийĕ çитес çулхи бюджетăн тĕп кăтартăвĕсене хатĕрлесе çитерес, вĕсене çирĕплетмешкĕн депутатсен районти Пухăвне тăратмашкăн хатĕрленет. Çавăнпа та вырăнти ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен хăйсен территорийĕсенче мĕнле ĕçсем туса ирттермелли, çакна валли мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ кирли пирки вăхăта тăсмасăр район администрацине тĕплĕ никĕсленĕ кăтартусемпе информаци тăратмалла.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика