Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр тĕллевпе, аталанушăн ĕçлемелле

10 ноября 2004 г.

 

Шурча тата Ярапайкасси ял администрацийĕсенче ирттернĕ район администрацийĕн кунĕнчен

Пурнăç улшăнни, рынок хутшăнăвĕсен тапхăрĕнче пурăнни çынсен психологийĕ, вĕсем ĕç çине мĕнле пăхни çине те витĕм кÿрет. Çакна районти хуçалăхсенче пулса вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашни те лайăх çирĕплетет.

Ноябрĕн 4-мĕшĕнче Шурча тата Ярапайкасси ял администрацийĕсен территорийĕсенче район администрацийĕн кунĕ иртрĕ. Яланхи пекех малтан унта хутшăннисем виçĕ ушкăна пайланса «Герой» хуçалăхăн объекчĕсене, бюджет сферинчи учрежденисене, ăнăçсăр çемьесене çитсе курчĕç, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç.

Ку ял администрацийĕн территорийĕнче те татса памалли ыйтусем, пурнăçламалли ĕçсем сахал мар. Территоринчи ялсен аталанăвĕ хуçалăхри производство аталанăвĕпе тÿреммĕнех çыхăннă. Район бюджетне налуксем мĕн чухлĕ ытларах пырса кĕреççĕ, ялсенчи социаллă пурнăçа аталантарма çавăн чухлĕ ытларах укçа-тенкĕ пулать.

«Герой» хуçалăх районта япăххисен шутĕнче мар. Тыр-пул та, çĕр улми те çулсеренех тухăçпа савăнтараççĕ, техникăна управа лартнă. Выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхĕ те япăх тесе каламалла мар. Анчах та вăхăтлăха хуçалăх ертÿçин ĕçĕсене туса пыракан Г.С. Пискарев инженер-строитель палăртнă тăрăх, кунта ĕç дисциплини хавшасах пырать. Ĕç укçин парăмĕ те 700 пин тенкĕ ытла. Укçа тÿлемесĕр çынсене ĕçлеттерейместĕн, ĕçлемесен укçи те пулмасть, пĕри тепринпе таччăн çыхăннă.

Ытти çĕрти пекех, ку тăрăхри ялсенче те çĕнĕ урамсем пур. Кÿстерекре, Çĕньял Шурчара, Вăрăмойра çĕнĕ урамсенчи çуртсене электричество кĕртмелле, хăш-пĕр çĕнĕ урамсене газ та кĕртмелле.

Шывпа тивĕçтерессипе те ыйтусем пур. Шыв пăрăхĕсем кивĕ пирки шăтса пыраççĕ. Проект хатĕрлесе, договор туса вĕсене юсаса çĕнетме тытăнмалла. Шыв колонкисене ял çыннисенчен укçа пухса юсаса тăраççĕ. Нумай ялсен урамĕсенче хытарнă çулсем çук пирки пушар тухсан та пĕве патне шыв илме каяймастăн. Шурчари Культура çуртĕнче тивĕçлĕ аппаратура çук, çивиттийĕ юхса ларать. Çамрăксем Шуркасси клубне пухăнаççĕ. Шурчари тĕп шкулăн спорт залне те васкавлăн юсамалла. Çĕнĕ урамсенче çурт лартма 30 ытла участок уйăрса панă. Анчах та çынсем çурт лартма васкаманни электричество, газ, шыв кĕртме проектсем хатĕрлес тĕлĕшпе чăрмав кăларса тăратать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов хăйĕн сăмахĕнче мĕн пур ыйтусене пĕтĕмлетрĕ. вăл çакна палăртрĕ. Пурнăç малаллах каять пулин те ыйтусем çивĕчленсех пыраççĕ. Çав вăхăтра çынсен ĕçлес кăмăлĕ ÿрĕк-сÿрĕкленсе пырать. «Герой» хуçалăхра çынсем ĕçлеме пултарнипе палăрса тăнă пулсан, халĕ вара нумайăшĕ, уйрăмах çамрăксем, сахал ĕçлесе нумайрах илесшĕн. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çине ытларах тимлĕх уйăрни кирлĕ. Зооветспециалистсен мĕн вĕреннине пурнăçа кĕртмелле, çĕнĕ технологисемпе усă курса ÿт хушаслăха ÿстерсе пымалла. Хакли хăйĕн хакне кăларать. Вăл ялсенчи социаллă пурнăçа аталантарасси, çитес çулхи задачăсем çинче те чар1нчĕ.

Ярапайкассинчи ял администрацийĕн территорийĕнче пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Ытти çĕрти пекех кунта та çĕнĕ урамсене электричество, газ кĕртес, шыв пăрăхĕсене улăштарас, çулсем тăвас ыйтусем тăраççĕ. Вĕсене 2,2 км тăршшĕгаз пăрăхĕсем хунă, çĕнĕ çулччен 18 киле газ ямалла. Электричество кĕртме проект хатĕрлеме пулăшма спонсор тупнă. Иштерек ялĕнче çулпа плотина тумалла. Милютакасси ялне çул тума проектпа смета документацийĕ пур, программăна кĕрсе юлмалла. Кунти Культура çуртне, вăтам шкула, ясли-сада капиталлă юсамалла.

«Дружба» хуçалăха февраль уйăхĕнче Э.В. Мочалов ертсе пыма пуçланă. Ун хыççăн ырă еннелле улшăнусем пур, малалла туртăнни сисĕнет. Анчах кунта та вăйсене пĕрлештерни кирлĕ. Специалистсен те, ытти ĕçченсен те пĕр-пĕрне  ăнланса тимлемелле, ĕçлес кăмăла ÿстермелле.

Икĕ ял администрацийĕнче те тирпей-илем, тасалăх çине пысăк тимлĕх уйăрмалла, çынсен культура шайне ÿстермелле.

Район бюджетĕнче вырăнти укçа тÿпи 14 процент кăна. Ялсене аталантарас, пурнăç условийĕсене лайăхлатас тесен, пур çĕрте те производствăна çĕклемелле. Ял администрацийĕсен те, мĕн палăртнине пурнăçлас тесен, проектсене вăхăтра хатĕрлесе титула кĕрсе юлма тăрăшмалла, бюджета йышăннă чухне те активлăх кăтартмалла. Нцмай ĕçсене вырăнти вăйпах тума пулать, «ку – сан ĕç, ку – ман ĕç» тесе уйăрса-пайласа лармалла мар. Бюджет укçипе мĕн пур ĕçе пĕр харăс ниепле те пурнăçлама май çук. Çакна ăнланма вăхăт.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика