Паян çа кун çывхарчĕ мар-и?
Мĕн пур тăван çĕршывăм тăрăх
Янрать чăваш ăс-халĕ хурçăн.
Эппин — шăтрех, сая каймарĕ
Эсир акса хăварнă вăрлăх.
Тавсси, профессор!
Тайăн пуçăм!
Петĕр ХУСАНКАЙ,
Чăваш халăх поэчĕ.
Чăваш çутлăх ĕçĕнче аслă икĕ çын пулнă: Иван Яковлев /1848-1930/ тата Николай Никольский /1878-1961/. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Иван Яковлевич çуралнăранпа 168 çул çитнине паллă турăмăр. Паян вара Николай Васильевич кун çути курнăранпа 138 çул çитрĕ.
Вăл çамрăклах историпе, чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, сăмахлăхĕпе интересленнĕ, эстет туйăмĕллĕскер сĕрме купăс калама кăмăлланă. Никольский 1913 çулта — богослови магистрĕ, тепĕр икĕ çултан — Хусан университечĕн приват-доценчĕ. 1919 çулта ун профессорĕ пулса тăнă. Вăл — анлă тавракурăмлă ăсчах, вун-вун тĕпчев ĕçĕн авторĕ, чăвашсен чи малтанхи профессионал фольклорисчĕ, этнографĕ, историкĕ, музыка тĕпчевçи, обществăпа политикăн паллă деятелĕ, пĕрремĕш «Хыпар» хаçачĕн никĕслевçи тата редакторĕ /1906/, Атăлçи вак халăхсен пĕрлĕхне пуçарса яраканĕ тата унăн пуçлăхĕ /1917-1918/, Хусан кĕпĕрне земство управин пуçлăхĕ т.ыт.те.
Муркаш районĕнчи Купăрля ялĕ хăйĕн ентешне Николай Никольские манăçа кăларман. Унăн ячĕпе парк чĕртсе тăратнă, унта бюстне вырнаçтарнă, кÿллинче ачасем катамаранпа ярăнса ырлăх кураççĕ. Музейĕ те пур. Шупашкарти пĕр проспекта, колледжа профессор ятне панă.
Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче çулленех Купăрляра хăнасем пулаççĕ, аслă ăсчаха пуç таяççĕ. Николай Васильевич хăй те тăван ялне питĕ юратнă. Пушă вăхăт тупăнсанах унта васканă. Туйне те Купăрляра /1907/ кĕрлеттернĕ: ташланă, такмакласа юрланă, сĕрме купăс каланă. Çамрăк мăшăрĕпе чăн чăваш тумĕпе асăнмалăх сăн ÿкерттернĕ. Кайран та тăван ялне час-часах килсе çÿренĕ. Çу уйăхĕсенчен пуçласа кĕрччен пурăннă кунта. Кун кĕнекинче çырса хăварнă тăрăх, акă вăл 1951 çулхи авăнăн 5-мĕшĕнче Купăрля шкулне кайнă, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн Юлия Михайловăн урокĕнче пулнă. Ăна профессор хăй 1927-1931 çулсенче Хусанти пединститутра вĕрентнĕ иккен. Çав çултах çырнă кун кĕнекинче çапла калани те пур: «Тăван яла килсе пурăнни мана мĕн парать-ха? Питĕ пысăк усă парать! Эпĕ авалхи тата хальхи чăвашсем мĕнле пурăннине ăнланни патне пырса тухатăп. Эпĕ кунта кăнтăрла та, çĕрле те, çаплах тĕлĕкре те чăвашла шухăшлатăп, чăвашла калаçатăп». Акă мĕншĕн питĕ хаклă пулнă уншăн çуралнă кĕтесĕ!
Купăрля халăхĕ кăçал та чыслăн паллă турĕ унăн черетлĕ çуралнă кунне. Савăнăçлă митинга Уйкас Янасал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Никифорова уçрĕ. Вăл ял-йыш паллă ентешĕпе мухтаннине, унăн вышкайсăр ĕçĕсем чăваш халăхĕн кун-çулĕпе тарăн çыхăннине палăртрĕ. Светлана Георгиевна ун хыççăн Муркаш районĕн пуçлăхне, Ильич ячĕллĕ ЯХПК председательне Игорь Николаева сăмах пачĕ. Игорь Васильевич каланă тăрăх — вăл Николай Никольский ĕçĕ-хĕлĕ пирки иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсем хыççăн çеç илтнĕ, маларах ун çинчен калаçман, çырман. «Халĕ вара çуллен-çул ентеше хам валли уçса, унăн ăслăлăх ĕçĕсемпе паллашнă май тăван наукăна аталантарас тĕлĕшпе вăл мĕн тери пысăк тÿпе хывнине ăнланса пыратăп», — терĕ.
«Хыпар» Издательство çур-чĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Михаил Арланов Купăрля хутлăхĕ чăваш тĕнчишĕн, уйрăмах «Хыпарçăсемшĕн» сăваплă пулнине палăртрĕ. Урăхла пулма та пултараймасть, Николай Никольский чăвашсен пĕрремĕш хаçатне «Хыпара» йĕркелесе яраканĕ-çке. «Николай Васильевич кулленех пирĕнпе: унăн портречĕ ĕç пÿлĕмĕнче çакăнса тăрать. Хăйĕн ăслă куçĕпе пирĕн ĕçе тишкерсе пăхать, эпир унăн витĕмне яланах туятпăр», — терĕ Михаил Михайлович.
Паллă таврапĕлÿçĕ, Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ÿнер академийĕн ертÿçи Евгений Ерагин пĕлтернĕ тăрăх — чăваш шурсухалĕсем Николай Никольскин çуралнă кунне — çу уйăхĕн 19-мĕшне — Чăваш гуманитари ăслăлăхĕсен кунĕ тесе йышăннă.
Сăмах илекенсем татах пулчĕç. «Хыпар» хаçата 23 çул ертсе пынă, халĕ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕçлекен Алексей Леонтьев Николай Никольскин ятне чĕртсе тăратнă çулсене аса илчĕ. Вăл çавăн пекех Никольскин энциклопедине алла тытса курма ĕмĕтленет.
ЧР Апат-çимĕç фончĕн директорĕ, Муркашсен Шупашкарти ентешлĕхĕн ертÿçи Александр Федотов ăсчахăн ĕçĕсене туллин тĕпчемеллине, пуçарнă ĕçĕсене малалла тăсмаллине палăртрĕ. «Хыпар» хаçата та аталантарса, халăхра сарса пырасчĕ, çакă — пирĕн тивĕç», — терĕ.
Мари Элти Тури Çармăс район администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Тамара Петрова ентешĕмĕрĕн çармăс халăхĕн ăс-хакăл культурине тĕпчес тĕлĕшпе тунă çитĕнĕвĕсене палăртрĕ, Николай Пантелеймонов çывăх тăванĕпе курнăçнă самантсене аса илчĕ, Виталий Станьял ăсчах Никольский пирки: «Вăл Купăрлян тĕнче умĕнчи чысĕ тата мухтавĕ», — терĕ.
Митинг хыççăн паркра юрă-кĕвĕ чылайччен янăрарĕ. Чăваш наци культурин «Сăвар» фончĕн президенчĕ Тимĕр Тяпкин «Хыпар» никĕслевçин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çамрăксем пĕлмеллине палăртрĕ.
Надежда СМИРНОВА.
Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ