10 ноября 2004 г.
Хисеплĕ вулаканăм, йĕри-тавралла пăхса ил-ха: нумай-и пирĕн хушăра хĕрарăм ертÿçĕсем? Пур вĕсем. нумаях мар. Анчах вĕсем ертсе пыракан коллективра яланах йĕркелĕх хуçаланать. РФ Перекет банкĕн Муркашри 7034-мĕш номерлĕ уйрăмне илер-ха. Унăн управляющине Х.М. Тимофеевăна районĕпе пĕлмен çын çук та пулĕ. Районĕпе кăна-и; Республикăри ĕçтешĕсем хушшинче те вăл чи сумлă, хисеплĕ çын. Иртнĕ çул РФ Перекет банкĕ 162 çул тултарнă ятпа Раççей Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕн управляющийĕ Вячеслав Александров хаваслă лару-тăрура Харитина Мироновнăна пысăк наградăпа чысларĕ: унăн кăкăрĕ çине «За верную службу» медале çакса ячĕ.
Çакна палăртма иртме çук. Асăннă медале темиçе çул каялла çеç çирĕплетнĕ. Раççей Перекет банкĕ Чăваш Республикинче çак медале чи пĕрремĕш илекенĕ Х.М. Тимофеева пулчĕ. Хастар ĕçĕшĕн тивĕçрĕ çак пысăк наградăна Харитина Мироновна: 21 çул ертсе пырать çак коллектива. Питĕ ăста ертсе пырать.
Хушса калани: Х.М. Тимофееван ĕç биографийĕ 1968 çултан пуçланать: Муркашри ялпора статистик пулса ĕçлеме пуçлать. Перекет банкĕн Муркашри уйрăмĕнче кредит инспекторĕ, «Сельхозтехникăра» кадрсемпе ĕçлекен инженер, районти финанс пайĕнче аслă экономист, аслă ревизор-инспектор. Х.М. Тимофеева пурнăçоланă тивĕçсем çаксем йăлтах 1983 çулхи декабрĕн 13-мĕшĕнче вара ăна районти 7034-мĕш номерлĕ тĕп перекет кассин заведующине лартаççĕ, тепĕр 4 çултан - Раççей Перекет банкĕн Муркашри 7034-мĕш номерлĕ уйрăмĕн управляющийĕ.
Харитина Мироновна Муркаш районĕнче перекет ĕçне аталантарнăшăн тивĕçнĕ тепĕр пысăк награда вăл – ылтăн укçа. Хăйĕн юбилейĕнче çакна чысларĕç ăна Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕнче.
Çĕнĕ, хăтлă, район центрне илем кÿрекен çуртра (Харитини Мироновна тăрăшнипе, çине тăнипе çĕкленчĕ темиçе çул каялла РФ Перекет банкĕн Муркашри уйрăмĕн çурчĕ) вăй хурать паян Х.М. Тимофеева ертсе пыракан пултаруллă коллектив. Юлашки çулсенче кăмăллах мар улшăнусем Перекет банкĕн системине те пырса çакрĕç: чылай районсенче Перекет банкĕн уйрăмĕсене пĕрлештернипе филиалсем çеç юлчĕç. Муркашсене тĕкĕнмерĕç. Ку мĕн çинчен калать тетĕр; Х.М. Тимофееван авторитечĕ республикăра пысăк пулни, вăл ертсе пыракан коллектив тĕрĕс çул-йĕрпе пыни пирки. Мĕнле кăна операцисем ирттермест пулĕ вăл паян. Чим-ха, коллектив çитĕнĕвĕпе малалла паллашнинчен РФ Перекет банкĕ 163 çул тултарас умĕн истори страницисене каялла уçса пăхар-ха.
Кăштах историрен
Пĕрремĕш Перекет учрежденийĕсене Пĕрремĕш Николай патшан 1841 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнчи (çĕнĕ стильпе ноябрĕн 12-мĕшĕнче) Указĕпе килĕшÿллĕн уçма йышăннă. 1917 çул хыççăн çак куна манаççĕ, Совет саманинчи перекет кассине 1923 çулхи июлĕн 16-мĕшĕнче йĕркеленнĕ тесе шутлаççĕ. Ун чух патшалăх перекет кассисен управленине туса хунă.
Иккĕмĕш Кĕтерин патша упракан кассăсем уçать: кăмăл пуррисенчен вкладсем йышăннă, ссуда панă. Анчах 10 тенкĕрен (ун чух пысăк укçа пулнă) кая йышăнман.
Раççейри пирвайхи кассăсем Мускавпа Петербургри упракан хыснасенче ĕçлеме пуçланă: эрнере пĕр кун ĕçленĕ. Клиентсене пырса иличченхи вкладсемпе çулталăкри тупăшăн 4 проценчĕ чухлĕ тÿленĕ.
1862 çулта Раççей Патшалăх банкне туса хураççĕ. 1884 çулта кĕпĕрнепе вулас казначействисенче, 1989 çулта почтăна телеграф учрежденийĕсенче, фабрикăпа завод предприятийĕсенче кассăсем уçăлаççĕ.
Перекет ĕçне çунат параканĕ Вара 1892-1903 çулсенчи Финанс министрĕ С.Ю. Витте пулать. 1895 çулта устав йышăнаççĕ. «Государственный» тесе ят параççĕ ăна, мĕншĕн тесен хывнă укçа-тенкĕшĕн патшалăх яваплине палăртасшăн пулнă.
Чăваш енте Перекет ĕçне 1923 çулта йĕркелесе яраççĕ. Августăн 10-мĕшĕнче Шупашкарпа облаçри финанс пайĕ çумĕнче 60-мĕш номерлĕ перекет касси уçăлать, 1935-36 çулсенче Тутаркасси районĕнчи 4428çмĕш номерлĕ перекет касси пулса каять. Сĕнтĕр районĕ туса хурсан, ăна Сĕнтĕр районĕн перекет касси, теççĕ.
1944 çулта Муркаш районне туса хурсан апрелĕн 15-мĕшĕнче 7034-мĕш номерлĕ перекет кассине йĕркелеççĕ. Унăн пĕрремĕш заведующийĕ В.П. Петров (тĕп бухгалтерĕ М.И. Образцова). Муркашпа Шупашкар районĕсем пĕрлешсен (центр Кÿкеçре) Шупашкар районĕнчи Сĕнтĕрти 4428-014-мĕш номерлĕ перекет касси пулса каять.
1964 çулта çĕнĕрен Муркаш районне туса хурсан, Муркашри 7034-мĕш номерлĕ Перекет касси, Мăн Сĕнтĕрте 1 разрядлă перекет касси уçаççĕ. Муркашри перекет кассине А.А. Гурьев (тĕп бухгалтерĕ Е.Е. Рыжкова) ертсе пырать. 1971 çулта Н.А. Савельев ертсе пырать. Тепĕр çулхине вăл çара кайсан М.Т. Тихонов ертсе пыма пуçлать. 1974 çулта çартан таврăнсан Н.А. Савельев ертсе пырать. 1978 çулте перекет кассин заведующийĕнче К.И. Афанасьева вăй хурать. Йывăр лав тилхепине Х.М. Тимофеева йышăнать.
«Ак, çапла вăй хуратпăр паян»
Паян вара Раççей Перекет банкĕн Муркашри уйрăмĕ хăйĕн клиенчĕсене мĕн тĕрлĕ кăна операци сĕнмест пулĕ. Тем тĕрлĕ суммăлăх та, темĕн чухлĕ вăхăтлăх та. Корпоративлă тата уйрăм клиентсемшĕн те паян хăйсен укçи-тенкипе хаклă метталла хывма тем тĕрлĕ майсем пур: ылтăна, кĕмĕле, платинăна тата палладие куçарма счет уçма пултараççĕ.
Раççей Перекет банкĕн системинче хутшăнтарнă укçа-тенкĕн тĕп никĕсĕ вăл – уйрăм çынсен укçи-тенки. 2002-2003 çулсенче халăхăн перекет тĕлĕшĕнчи активлăхĕ ÿсрĕ, мĕншĕн тесен юлашки çулсенче çĕршывра та, республикăра та, çавăн пекех хамăр районта та экономика тĕлĕшĕнчи лару-тăру лайăхланчĕ: граждансен тупăшĕ ÿсрĕ. Халăх Перекет банкне ытларах шанма пуçларĕ. Кунта, паллах, Раççей Перекет банкĕн халăхăн тĕрлĕ социаллă тата ÿсĕм уйрăмлăхĕсене тивĕçтерекенçирĕпленнĕ процент политики пысăк пĕлтерĕшлине палăртмалла. Çынсем тĕрлĕ вкладсемпе счетсем ытларах уçма пуçларĕç.
Çапла вара 2002 çулта халăх вклачĕсен калăпăшĕ 11,4 миллион тенкĕлĕх чухлĕ (е 59,1 процент) ÿсрĕ, 2003 çулта – 18,4 миллион тенкĕ чухлĕ (е 59,8 процент0, кăçалхи 9 уйăхра – 10,6 миллион тенкĕ чухлĕ (21,66 процент). Вкладчиксен счечĕсен шучĕ çеç 4384 единица чухлĕ нумайланчĕ. Нумай çул упранакан вкладсем те йышлă.
Çакна палăртмасăр иртме çук. Перекет банкĕн Муркашри уйрăмĕн клиенчĕсем хушшинче пенсионерсем те сахал мар: пурĕ 2837ĕн. Пенси ÿсĕмĕнчи граждансемшĕн вкладсен приоритетлă хак условийĕсене сыхласа хăварчĕ банк.
Хисеплĕ пенсионер! Килти бюджета ÿстерес килет-и; Эппин, çак вкладсемпе счетсем уçма пĕрре те ан иккĕлен.
«Пенсионный плюс Сбербанка России» 5 çуллăха, «Срочный пенсионный Сбербанка России на 2 года», «Пенсионный депозит Сбебанка России на 2 года» Граждансене ытти категорийĕсемпе танлаштарсан, эсир чи пысăк процент ставкисемпе хушма тупăш тума пултаратăр.
Каласа хăвармалла, çак виçĕ тĕрлĕ вклад 2004 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне хутшăнтарнă халăх укçи-тенкин калăпăшĕн 37,4 проценчĕ чухлĕ пулать.
Паян Перекет банкĕн учрежденийĕсем урлă ĕç укçи илсе тăракансен йышĕ те ÿссех пырать. Çакă та халăх Перекет банкне шанни çинчен калать. Кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсен йышĕ 2857 çынна çитрĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 1345 çын хушăнчĕ. Вĕсем районти ĕçлесе илме пултаракан халăх йышĕн 25 проценчĕ пулаççĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен ку кăтарту 5,8 процент чухлĕ ÿсрĕ.
Перекет банкĕн уйрăмĕ районти предприятисемпе те, организацисемпе те килĕштерсе ĕçлет. Кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне юридически лицосен ĕçлекен расчет счечĕсем 194 çитрĕç. Клиентсен бази ÿснĕ май, юридически лицосем хăваракан укçа-тенкĕ шучĕ те пысăкланса пырать. Акă, юридически лицосен расчет, бюджет, кулленхи счетсене хутшăнтарнă укçа-тенкин пайĕ иртнĕ çул 10,5 процентпа танлашнă, кăçалхи 9 уйăхра кăна ку кăтарту 14 процента çитрĕ.
Операцисен пахалăхне лайăхлатас, хăвăртлăхне ÿстерес тĕллевпе расчет-касси операцийĕсемпе çĕнĕ техналоги малалла вăя кĕртсе пырать. Çакăн пек çĕнĕлĕх шутне кĕрет те ĕнтĕ «Клиент-Сбербанк» система. Банкпа клиент ку системăра электронлă майпа документсене улăштараççĕ. Çак система мĕн тери меллине Перекет банкĕн уйрăмĕн клиенчĕсем туйса илчĕç ĕнтĕ. Çак йĕркепе паян кунта 14 расчет счечĕпе ĕçлеççĕ. Клиент счечĕ çинчен калакан хыпар кашни 20 минутра улшăнса пырать. Пĕтĕм операцисене расчет счечĕпе пĕр кунта вĕçлеççĕ.
Валютăпа ылмаштару операцийĕсене тăвакан операци кассисен сечĕ те сарăлчĕ кунта. Çакă Перекет банкĕн уйрăмне алăри ют çĕршыв валютин ваккăн сутмалли рынокĕнче хăйĕн вырăнне çирĕплетме май пачĕ. Пуш сăмахсем мар кусем те: 2003 çулта ирттернĕ валютăпа ылмаштару операцийĕсен пĕрлехи калăпăшĕпе виçĕмçулхи шайран 55 процент чухлĕ пысăкрах пулчĕ. США долларĕпе те, европа та улăштарать районти халăх паян укçи-тенкине: курспа килĕшÿллĕн туянать те, сутать те.
Перекет банкĕн уйрăмĕ яланхи пекех вексельсемпе сертификатсен пысăк эмитанчĕ шутланать. Раççей Перекет банкĕ кăларакан хаклă хутсемпе (вексельсем, депозит сертификачĕсем) предприятисемпе организацисем тÿлев операцийĕсене те ирттереççĕ, хушма тупăш илмелли мел те пулса тăраççĕ вĕсем. 2004 çулхи 9 уйăхра кăна вексельсемпе тата сертификатсемпе хутшăнтарнă укçа-тенкĕ 5,6 процентпа танлашать.
Çакна палăртмалла. 2005 çулчченхи тапхăрăн аталану концепцийĕпе килĕшÿллĕн укçа-тенкĕне вырнаçтармалли тĕп ен вăл – кредит операцийĕсем. Перекет банкĕн уйрăмĕ малалла та Чăваш Республикин социаллă пĕлтерĕшлĕ программăсене укçа-тенкĕ хывассине ÿстерсе пырать. Çакна тума ăна бизнес калăпăшне пăхмасăр, корпоративлă клиентсен пур категорийĕсене пĕчĕк предпринимательствăн субъекчĕсене тата уйрăм клиентсене кредит пулăшăвне парассине ÿстерсе пыни пулăшать.
Юридически лицосемпе кредит операцийĕсен спектрĕпе пахалăхне анлăлатас тĕллевпе банк пĕр вĕçĕм продуктсен ретне çĕнетсе тăрать: универсаллă продуктсене те, клиентсен уйрăм ушкăнĕсен спецификине шути илекеннисене те.
Универсаллă кредит продукчĕсем çаксем:
- коммерци тата производство программисене кредитлани*
- тулаш суту-илÿ операцийĕсене кредитлани, çав шутра расчетсен аккредетивлă формисене усă курса та*
- Раççей Перекет банкĕн векселĕсемпе усă курса кредитлани*
- клиент счетне авердрафтлă кредитлани*
- банк гарантийĕсене пани*
Клиентсен уйрăм ушкăнĕсен спецификине шута илекен кредит продукчĕсем вара çаксем:
- çĕр айĕнчи пурлăхпа усă куракан предприятисене вĕсенчен тăратнă хаклă йышши металсене туяннă чух кредитлани*
- ВТС сферинчи предприятисене экспертиза витĕр тухиччен финанслани*
- Раççе йФедерацийĕн субъекчĕсемпе муниципаллă йĕркелÿсене кредитлани*
- регламентсене усă курмалли уйрăм условисене шута илсе пĕчĕк бизнеса кредитлани.
Çавăн пекех инвестици кредичĕ, проекта финанслани тата строительство проекчĕсене финансланин пайĕнче тупăш вăхăтлăх кредит парасси анлăн сарăлчĕ.
Хутшăнтарнă ресурссен тĕп калăпăшне Перекет банкĕн уйрăмĕ кредит рынокĕнче вырнаçтарать. 2003 çулхи кредит портфелĕ, 2002 çулхипе танлаштарсан, 1,7 хут ÿсрĕ. Кăçалхи 9 уйăхра, 2003 çулхипе танлаштарсан, 1,6 хут. 2003 çул вĕçне банкăн вĕçлекен активсен структуринче вăхăтлăх ссуда парăмĕсен пайĕ 62 процентпа танлашрĕ, 2004 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 97,2 процента çитрĕ.
2004 çул пуçламăшĕнчен вара Перекет банкĕн уйрăмĕ пĕтĕмпе 61,7 миллион тенкĕлĕх ссуда панă. Çав шутран юиридически лицосене – 27,5 минллион тенкĕ, уйрăм çынсене (районти халăха) – 34,01 миллион тенкĕ. Çав шутран, агропромышленность комплексĕн предприятийĕсемпе организацийĕсене ял хуçалăхĕнчи тавар туса илекенсене тата фермер хуçалăхĕсене пулăшма – 23,05 миллион тенкĕ. Потенциаллă заемщиксем тÿлесе татнă кредитсем – 34,35 миллион тенкĕ.
2004 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăхăтлăх ссуда парăмĕн тÿлесе татман сумми 74,1 миллион тенкĕпе танлашать. Çав шутран юридически лицосен кредичĕсемпе – 17,4 миллион тенкĕ, уйрăм çынсен кредичĕсемпе – 56,7 миллион тенкĕ.
Социаллă пĕлтерĕшлĕ республика программисемпе халăха çакăн пек çăмăллатнă кредитсем панă:
- «Çамрăк çемье» - 42 кредит 7,33 миллион тенкĕлĕх.
- «Çурт-йĕре газификацилесси» - 439 кредит 6,9 миллион тенкĕлĕх.
- Халăха паракан ытти банк кредичĕсем, çурт лартма тата туянма нумай вăхăтлăха 15 çуллăха паракан кредит – 35 кредит 4,1 миллион тенкĕлĕх.
Вăтам вăхăта паракан кредитсене çакăн чухлех илнĕ:
- харпăр хăй пĕлнĕ пек усă курмалли 3 çултан ытларах вăхăта паракан кредит – 2048 кредит 36,4 миллион тенкĕлĕх*
- харпăр хăй пĕлнĕ пек усă курма паракан 1 çултан пуçласа 3 çул таранчченхи вăхăта паракан кредит – 14 кредит 0,43 миллион тенкĕлĕх.
2004 çулхи 9 уйăхра халăх çак кредитсене ытларах илме пуçларĕ:
- «Вĕрентÿ кредичĕ» - 56,7 пин тенкĕлĕх*
- «Автокредит» - 5 кредит 533,7 пин тенкĕлĕх*
- «Пенси кредичĕ» - 2 кредит 34,5 пин тенкĕлĕх*
- «Корпоративлă кредит» - 7 крелит 444,1 пин тенкĕлĕх*
- «Пĕр хутчен паракан кредит» - 3 кредит 145 пин тенкĕлĕх*
- «Шанăç кредичĕ» - 10 кредит 158,7 пин тенкĕлĕх*
- «Тавар кредичĕ» - 7 кредит 58,7 пин тенкĕлĕх.
Çавăн пекех «Çĕнĕлекен кредит» тата хаклă хутсемпе паракан хăвăрт паракан кредит.
Перекет банкĕн Муркашри уйрăмĕ çавăн пекех пĕчĕк бизнеса аталантарма та пулăшать. Кăçалхи 10 уйăхра пĕтĕмпе çакнашкал 6 кредит панă, 2748 пин тенкĕлĕх.
Операцисене пысăк эффективлăхпа ирттерни финанс тĕлĕшĕнчен пысăк результатсем тума пулăшрĕ. Ку вăл социаллă миссине пурнăçланă чухнехи тăкаксене пăхмасăр.
Социаллă мисси пурнăçланни çакă пулать:
- халăхăн хÿтлĕхсĕр пайĕн интересĕсене (пенси вклачĕсем) шута илсе, халăхăн вклачĕсене процент политикине ирттерни*
- банк операцийĕсене, пулăшусене нумайăшне тÿлевсĕр майпа ирттерни (бюджет организацийĕсем), çавăн пекех тавăрса памалла мар йĕркепе тĕрлĕ фондсемпе организацисем валли бюджета укçа йышăнни*
- пĕтĕм шайри бюджетсенчен тата бюджет тулашĕнчи фондсенчен трансферт формипе (субсиди) куçарнă укçа-тенкĕне уйрăм çынсене пани*
- банкоматсемпе дефектлă укçасене ылмаштармалли операцисене те сахал мар ирттереççĕ*
- 1991 çулхи июлĕн 20-мĕшĕчченхи вкладсемпе патшалăх парăмне татассипе ĕçлени, çавăн пекех патшалăх заемĕсемпе, тĕллевлĕ облигацисемпе, расчет чекĕсемпе ĕçлени т. ыт. те.
Паян вара Перекет банкĕн Муркашри уйрăмĕ çакăн пек тĕллевсемпе пурăнать:
- клиентсен ыйтăвне тивĕçтерессипе тата та çĕнĕрех, пысăкрах стандартсем çине тухасси*
- клиентсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерсе паянхи пурнăç ыйтакан конкурент пĕлтерĕшĕ учрежденин позицине сыхласа хăварасси*
- банка аталантарасси.
Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртме вара Муркашсене, акă, мĕнле енсене аталантарни пулăгать:
- çĕнĕ банк продукчĕсене пурнăçа кĕртни, çав шутран предприяти бизнесне пулăшакан программăсене кĕртни те*
- клиентсен ыйтăвне тивĕçтерессин культурипе пахалăхне çĕнетсе аталантарни*
- предпринимательсене тата пĕчĕк, вăтам бизнес предприятийĕсене кредитлассипе малашне те аталантарасси: кредитсен калăпăшне те, ассортиментне те ÿстересси.
Чи-чи маттуррисем
Çакна тума вара Перекет банкĕн Муркашри уйрăмĕн кăмăл та пур, вăй та çителĕклĕ. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне кунта 46 ĕçчен вăй хурать, 83 процент чухлĕ вĕсенчен аслă пĕлÿ илнĕ. Харитина Мироновна кăмăллă коллектив ĕçĕпе хăй пекех 20 ытла çак системăра вăй хуракансем татах та пур кунта. Ф.А. Николаева (28 çул) – юридически лицосемпе ĕçлекен аслă контролер, Е.И. Ярусова (28 çул) – Нискасси филиалĕнчи контролер-кассир, Л.Д. Крючкова (26 çул) – аслă инспектор, С.Е. Ершова (25 çул) – тĕп бухгалтер, В.А. Замятина (26 çул) – бухгалтер, Л.В. Николаева (22 çул) – бухгалтер, Р.Г. Воробьева (21 çул) – кладовăй заведующийĕ. Ĕç стажĕ 15-20 çулсем те чылаййăн: О.М. Жоржикова – бухгалтер, В.И. Романов – ертсе пыракан ревизор, М.Н. Ефремова – операци пайĕн аслă кассирĕ, О.Г. Филиппова – операци пайĕн контролерĕ, Л.Ю. Мясникова – операци пайĕн контролерĕ, В.В. Дашкова – Отарккă филиалĕнчи контролер-кассир, В.Н. Саватеева – Турайри филиалĕн контролер-кассирĕ, А.А. Мешков – служба автомобилĕн водителĕ. Мĕн чухлĕ ырă улшăнусем пулса иртмерĕç пулĕ вĕсен куçĕ умĕнче ĕçе анализ тума пĕлни, тĕрĕс шухăшлани – банкăн активĕпе пассивĕпе тĕрĕс ĕçлеме пулăшакан пур ен те пур вĕсенче. Коллективра вăй хуракан çамрăксем те вĕсем пек пулма тăрăшаççĕ.
Эппин, Перекет банкĕн Муркашри уйрăмĕнче çакăн пек пултаруллă коллектив ĕçленĕ чух, ăна хăй ĕçне пĕлекен ăста управляющи ертсе пынă чух кунтан çын татăлмĕ, клиентсен йышĕ хушăнсах пырĕ. Çаплах пултăрччĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"