Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек çири кĕперен те çывăхрах

04 февраля 2016 г.

Кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче çĕрле Тутарстанра пушарнăйсен пульчĕ çине хăрушă хыпар килнĕ: Лениногорск районĕнчи Кивĕ Кувак салинче пÿрт çунать. Пушарнăйсене кÿршисем чĕннĕ. Çулăмпа ултă сехет кĕрешнĕ. Кăмрăк айĕнче амăшĕн тата пилĕк ачин виллине тупнă. Çемье пуçĕ Сергей, ÿсĕрскер, çăфлăнса юлнă. Улттăмĕш ачи кипкепе çуралнă темелле-ши - вăл ун чухне тăванĕсем патĕнче пулнă. Нумай ачаллă çемье 2015 çулхи авăн уйăхĕччен шутра тăнă. Коммуналлă тăкаксемшĕн тÿлеменрен газа чарнă, çавăнпа çурта кăмака хутса ăшăтнă, электрохатĕр те çутнă. Çемьере Сергей çеç ĕçленĕ. Кÿршисем каланă тăрăх, вăл эрех-сăрапа иртĕхмен, уявсенче кăна сыпкаланă. Пушарта амăшĕн тата çул çитмен 5 ачин пурнăçĕ вăхăтсăр татăлни - ытла та хăрушă. Ку хыпар çĕршыва кисретрĕ. Пирĕн республикăра пурăнакансем те телекуравпа кăтартнă сюжета куççульсĕр пăхайман ахăртнех. «Сыхланакана Турă сыхлать», - тесе тĕрĕсех каланă, хамăра упрамаллах, сыхă пулмаллах. Муркаш район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси, опекăпа попечительлĕх органĕсен специалисчĕсем кăмака хутса пурăнакан çемьесене асăрхаттарма çула тухрĕç. Шутра тăракан, опекăпа попечительлĕх органĕ сăнакан çемьесен, пĕччен кун кунлакан ватăсен çурчĕсене çитрĕç вĕсем.

Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"

Первоисточник: http://firms.city/iframe/samraksen-hasache-gazeta

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика