Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр ĕмĕрлесси урам урлă каçасси мар

04 февраля 2016 г.

Нумаях пулмасть Муркаш районĕнчи Исетерккă ялĕнчи Раиса Максимова сумлă юбилейне анлăн паллă турĕ. Уяв сĕтелĕ хушшине ларма сăлтавĕ те пĕчĕк мар: хыçалта - 80 çул. Вăл вара 80 кун çеç мар. Темĕн те курма тивнĕ çак вăхăтра: япăххи те, лайăххи те. Раиса Ивановнăна çуралнă кун ячĕпе саламлама хăнасем чылайăн пуçтарăнчĕç: ачисем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем, кÿршĕ-аршă, тăванĕсем.

Çамрăклах пилĕк авнă

Пухăннă хăнасене техĕмлĕ апат-çимĕçпе, кăпăклă сăрапа сăйланă май аса илмелли те чылай унăн. Вăл Шарпаш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ - конюхра, амăшĕ вара колхозра тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Тăватă пĕртăванран чире пула иккĕшĕ çеç ырă-сывă çитĕннĕ. Йăмăкĕпе Юлия Ивановнăпа паянхи кунччен туслă пурăнаççĕ вĕсем.

Ялти ытти ача-пăча пекех ĕçпе пиçĕхнĕ вĕсем. Пĕчĕклех хуçалăх уй-хирĕнче тăрăшнă. 13 çултах çулма вĕреннĕ, 14-ра Муркаш çулне тума лашапа çырмаран чул турттарнă, 15 çулта Етĕрнене лашапа тырă леçнĕ. «Кашни лава вуншар михĕ тиеттĕмĕр, - аса илет иртнине ватă. - Ăна хамăрах пушататтăмăр. Хăшĕ-пĕри миххе йăтаймастчĕ. Эпĕ вара шăла çыртса çурăм çине çавăрса хураттăм».

7-мĕш класран вĕренсе тухсан аслисемпе тан тырă вырма кайнине, çĕрулми кăларнине куç умне кăларать Раиса Ивановна. «Çын пуçне пилĕкшер «шагалка» ?пĕр «шагалкăра» 2-шер метр% виçсе паратчĕç. Кăнтăрлана чей вĕретсе килетчĕç. Апат вăхăтĕнче кăштах та пулин канатпăр тесе чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр пичĕке тиенĕ лава. Чей ĕçме ытларах чух сахăр та пулман. Пĕр уя пĕтерсен кĕлтесене лашапа йĕтем çине турттараттăмăр. Кайран вара авăн çапаттăмăр. Çĕрулми кăларнă çĕрте те аслисемпе тан ĕçленĕ. 1-2-шер гектар кăларнă», - малаллах сÿтĕлет сăмах çăмхи.

Хĕлле те канăç пулман. Атăл леш енне Йăлăма тата Чулхула облаçĕнчи Михайловка ялĕ таврашне вăрман касма çÿренĕ çамрăксем. Ĕç норми хĕрачасен арçынсеннинчен пĕрре те кая мар. Кашни çын пуçне пĕр кунра пилĕкшер кубла метр тирпейлемелле пулнă. Вăл вăхăтра пăчăкăпа çеç ĕçленĕ. Çи-пуç та пулман: сăхман, килте тĕртнĕ пиртен çĕлетнĕ кăвакартнă йĕм ?вăл та пĕр хутлă çеç%, çăпата. Вăрман касма кайсан йывăç тăррисене вутăлăх киле илсе килме чарман. «Пĕррехинче манăн «Борец» ятлă лашапа кайма тиврĕ, - терĕ ватă. - Тĕрĕссипе, лаша мар, кÿлме вĕрентнĕ тиха çеçчĕ вăл. Каялла килнĕ чух яланхи пекех вутă тиерĕм. Ильинка, Треньккă ялĕсем витĕр чиперех тухрăм. Анчах Мăн Сĕнтĕр таврашне çитсен лаша утма пăрахрĕ. Çамрăкскерĕн вăйĕ те хавшарĕ пулас, хăть ларса макăр. Çанталăк та сивĕ. Лава пушатса хăварас - килте вутă çук. Ваттисене асăнса пулăшма ыйтатăп. Кукаçие те аса илтĕм. Хама килтен парса янă çăкăр чĕллине Бореца хыптартăм. Кăшт тăхтасан чиперех тапранса кайрăмăр. Ытти лавран чылай кая юлнă эпĕ. Çапах та киле аванах çитрĕм. Эпĕ çитнĕ çĕре кукаçи вилсе кайнă. Куççуль шапăртатса анчĕ. Мана питĕ юрататчĕ вăл. Киле тĕрĕс-тĕкел çитме кукаçиех пулăшрĕ пулĕ мана».

 

Куç тулли илем - мăнукĕсем

Вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи çулсенче йывăр пулнине калать Раиса Ивановна. Вăйпитти арçынсем фронта кайнă, тылра вара ачасемпе хĕрарăмсен, мучисемпе кинемейсен чăтма тивнĕ.

1960 çулта вăл Исетерккă каччипе Николай Максимовпа çемье чăмăртанă. Николай Максимович , Канашри училищĕре тракторист профессине алла илнĕскер, хуçалăхра механизаторта вăй хунă. Унсăр пуçне вăл ăста платник, чаплă кăмакаçă, пултаруллă слесарьччĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсем ял çыннишĕн çăмăл пулман. Ĕçсене ытларах алă вĕççĕн пурнăçланă: çулнă, вырнă, çапнă... «Паянхи пек ас тăватăп: мана, çие юлнă хĕрарăма, бригадир сухапуçпа çĕрулми анине чĕрме илсе кайрĕ. Ĕçе вĕçличченех тăрăшрăм. Юрать-ха, куна чиперех ирттертĕм. Ĕçшĕн тÿлесси вара ячĕшĕн çеç пулнă. Пурăнмалăх мар, чуна усрамалăх кăштах тырă, улăм паратчĕç. Тепĕр чух çăва тухма çитместчĕ. Выльăх апачĕ çитменрен сарай тăрринчен улăм антарса çитерме тиветчĕ», - чунне уçать ватă.

70-80-мĕш çулсенче пурнăç çăмăлланнине калать Раиса Максимова. Ĕçленине кура ял çыннине укçа-тенкĕ те, тыр-пул та пама тытăннă. Çавна май Максимовсем кирпĕч çурт хăпартнă. Хăйсене пулăшнăшăн тăванĕсене, ял-йыша паянхи кунччен тав тăвать ĕç ветеранĕ.

Мăшăрĕпе 6 ача çуратса ÿстернĕ вĕсем. Шел, Николай Максимович 2008 çулта чире пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ. Ачисем ашшĕ-амăшĕ пекех маттур, пултаруллă. Хĕрĕ Светлана та амăшĕн юбилейĕ тĕлне пурăнса çитеймерĕ, 2012 çулта вилчĕ.

Хисеплĕ ватă паян 16 мăнукĕпе тата 5 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать. Вĕсем - кил-çурт илемĕ. Ача-пăчана чупма вара çурчĕ аслă та хăтлă.

Александр МАКАРОВ.

Источник: "Хресчен сасси"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика