Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах ĕçшĕн çунса тăнă

06 ноября 2004 г.

 

Ял хуçалăх производствине аталантарасси уй-хир ĕçĕсен пахалăхĕнчен те нумай килет. Кашни механизатор хăйĕн тивĕçне çĕре юратса, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласан пысăк тухăç илесси куçкĕретех. Çавăн пек яваплăха туйса ĕçлекенсем ытларах пулччăр кашни хуçалăхрах тесе калас килет манăн.

Сăмахăм вара хăйĕн хастар ĕçĕпе йĕри-таврарах хисепе тивĕçнĕ хĕрарăм-механизатор, Р.И. Калинина çинчен.

Раиса Ивановна Ярапайкасси ял администрацийĕнчи Кораккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Калайкассинчи вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн вăл Етĕрнене çул тытнă. Çамрăксен кашнин хăйĕн ĕмĕчĕ ĕнтĕ: пĕри врач пуласшăн, тепри учитель ĕçне кăмăллать. Раиса Калинина вара мĕн пĕчĕкренех техникăна юратнă. Хăйĕн ĕмĕтне Етĕрнери профессипе техника училищинче пурнăçланă: унта вĕренсе тракторист пулса тăнă.

1963 çулта пуçланать унăн ĕç биографийĕ. Малтанах 4 çул хушши «Колос» хуçалăхра тăрăшать Р.И. Калинина. Майĕпен ĕç опычĕ те хушăнса, пуянланса пырать. Хыççăн «Правда», «Дружба» колхозсенче механизаторта ĕçлет вăл. Техникăна тирпейлĕ тытать, вăхăтра пăхса-юсаса тăрать.

Раиса Ивановнаран ырă тĕслĕх илсе çамрăк хĕрсем те тракториста вĕренеççĕ: 5 хĕрарăм-трактористкăран звено йĕркелесе ăна хăй ертсе пырать. Пысăк тухăçлă пропашной культурăсем ÿстереççĕ вĕсем. Тăрăшуллă ĕç хăйĕн результатне паратех ĕнтĕ.

Раиса Ивановна, ăста тракторист пулнă май, республикăри сухаçăсен ăмăртăвĕсене те нумай хутшăнать, çĕнтерÿçĕ пулса тăрать. Пултаруллă хĕрарăмăн наградисене курсан чăннипех тĕлĕнетĕн: мĕн-çук пулĕ вĕсен хушшинче: Паша Ангелина ячĕпе хисепленекен приз, ВДНХра илнĕ пăхăр медаль, социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи пулни çинчен удостоверенисем, Хисеп грамотисем, хаклă парнесем. Хĕрарăм-трактористкăсен пĕтĕм союзри ăмăртăвĕнче те хаклă парнепе, тулли кăмăлпа таврăнать Раиса Ивановна. Ĕçне кура хисепĕ те пур. Патшалăх тивĕçлипех хаклать пултаруллă механизатора.

Эпĕ хам та 18 çул хушши унпа пĕрле ĕçлерĕм тăван хуçалăхра. Унăн сăпайлăхĕ, çирĕп кăмăлĕ, ĕçшĕн çунса тăни кирек хăçан та çынсене хăй патне туртатчĕ. Çамрăксене те яланах пулăшма тăрăшатчĕ вăл. Чăн-чăн наставницах тесе калама пулать ăна.

Икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ Р.И. Калинина, иккĕшне те вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ килĕнче кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать, виçĕ мăнукне пăхать. 

Ыран Раиса Ивановна хăйĕн 60 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çулĕсем иртеççĕ пулин те, паян та хăйĕн юратнă ĕçне пăрахаймасть вăл. Вĕсен килĕнче трактор пур. Унпа Р.И. Калинина суха тăвать, утă çулать, çынсене те çак ĕçсенче нумай пулăшать.

Хастар та хисеплĕ хĕрарăма тус-юлташĕсен ячĕпе çак паллă кунпа чун-чĕререн саламлатăп. Сывлăху яланах çирĕп пултăр, хуйхă-суйхă санран аякра тăтăр, нумай çулсем хушши савăк кăмăлпа, ачусемпе савăнса пурăн.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика