Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура учрежденийĕсенче

03 ноября 2004 г.

 

Йÿçкасси ял администрацийĕнчи Панкли ялĕнче библиотека уçăлнăранпа 30 çул çитнĕ. Унта библиотекарь пулса пĕрремĕш кунтан тытăнсах Г.Ф. Иванова ĕçлет. Октябрĕн 29-мĕшĕнче 30 çулхи юбилее паллă тума пухăнчĕç унта учительсем, шкул ачисем, ял халăхĕ, кĕнеке вулама юратакансем.

Чи малтанах район администрацийĕн культура, информаци политикин тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи А.Е. Андреева сăмах каласа саламларĕ. Çавăн пекех районти централизациленĕ библиотека системин директорĕ Т.В. Павлова саламласа кĕнекесем парнелерĕ.

Йÿçкасси ял администрацийĕн пуçлăхĕ  В.З. Иванов та килнĕ юбилей ирттерме. Вăл та библиотека ĕçченне саламласа парне пачĕ.

Çавăн пекех Панклири тĕп шкул директорĕ И.Г. Платонов, ĕç ветеранĕ Г.И. Иванов та библиотека ĕçĕ-хĕлĕ кунта пурăнакан çынсемшĕн, шкул ачисемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса сăмах каларĕç. Г.И. Иванов, Галина Федоровнан мăшăрĕ, вăл парт-организаци секретарĕ те, хуçалăх ертÿçи те, профком председателĕ те пулнă, библиотекăна нумай пулăшнă.

Г.Ф. Иванова библиотекарь каланине итлеме те кăмăллă пулчĕ. Малтанах кунта 800 ытла кĕнеке пулнă. Çулсем иртнĕçемĕн унта çĕнĕ кĕнекесем те хушăннă, вулакансен хисепĕ те ÿснĕ. Хальхи вăхăтра библиотека фондĕнче  6000 пин ытла кĕнеке шутланать, вулакансем те 600 çын ытла. Кĕнеке чи нумай вулаканни, кунта активлă çÿрекенни вара – Николай Лукич Яковлев. Вăл Панклири музее йĕркелес тĕлĕшпе нумай тăрăшнă, унта ĕçленĕ. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура. Вăл та кĕнеке çыннăн çывăх тусĕ пулнине палăртса, ытларах вуламаллине, ăс-тăна, тавракурăма пуянлатса пымаллине каларĕ.

Уяв кунти шкул ачисен концерчĕпе вĕçленчĕ.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика