Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парксемпе садсен çулталăкĕнче

03 ноября 2004 г.

 

ЧР Президенчĕ Н. Федоров парксемпе садсен çулталăкĕ тесе палăртнă 2005 çул çывăхрах та çывăхрах. Президент пуçарулăхне ырласа Патшалăх Думин депутачĕн Павел Семеновăн социаллă программăсен Центрĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Республикинчи уйрăмĕпе, республикăри Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствипе «Манăн кил, манăн ял, манăн хула» акци ирттерет. Çав тĕллевпе ноябрĕн 1-мĕшĕнче 6-14 çулсенчи ачасен çырусемпе ÿкерчĕксен конкурсĕ пуçланчĕ. Çав конкурса хутшăнма кăмăл тăвакан ачасем хăйсен ĕçĕсенче тăван киле, урама, ялпа хулана çывăх малашлăхра мĕнле курнине, вĕсен таврашĕнче тирпейлĕхпе илемлĕх хуçалантăр тесен мĕн тумаллине тата хăйсем мĕн тума пултарнине çырса-ÿкерсе кăтартмалла. Çĕнтерÿçĕсем Патшалăх Думин депутачĕн Павел Владимирович Семеновăн Çĕнĕ çул елкине йыхрав илĕç.

Çырусемпе ÿкерчĕксене декабрĕн 15-мĕшĕччен çак адреспа ярса памалла: 428004. Шупашкар хули, Ильбеков урамĕ, 4-мĕш çурт. Конверт çине «на конкурс» тесе çырмалла. Çырусене çавнашкалах хула е район администрацийĕсен вĕрентÿ пайĕсене те пама юрать. Çырура харпăр хăйĕн хушамачĕпе ятне, ăçта пурăннине, адреса тата миçе çулхине туллин кăтартмалла.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика