Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх интересĕсене хÿтĕлессишĕн

30 октября 2004 г.

 

Юлашки çулсенче пурнăç улшăнни обществăри нумай пулăмсем çине хăйне евĕр витĕм кÿчĕ. 20-мĕш ĕмĕрте малтанрах пирĕн çĕршывра пĕртен-пĕр коммунистсен партийĕ кăна пулнă пулсан, ĕмĕр вĕçĕнче вуншар партипе юхăм йĕркеленчĕ. Анчах та вĕсенчен нумайăшĕ тытăнса тăраймарĕç, саланса кайрĕç.

Вĕсенчен пĕри – «Пĕрлĕхлĕ Раççей» («Единая Россия») паян кун та хăйĕн ĕçне тăсать. Çак партин Чăваш Республикинчи регионти уйрăмне 2002 çулхи март уйăхĕнче туса хунă, хыççăн районсенче йĕркеленĕ. Партин тĕллевĕ: Раççейри граждансене обществăн политикăри пурнăçне хутшăнма майсем туса парасси, вĕсен интересĕсене патшалăх влаçĕн тата вырăнти самоуправленин органĕсенче хÿтĕлесси.

Октябрĕн 27-мĕшĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин районти уйрăмĕн конференцийĕ Пулчĕ. Унăн ĕçне регионти политсовет членĕ Н.В. Баландина хутшăнчĕ.

Конференцире «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин районти уйрăмĕн политсовечĕн секретарĕ Н.П. Петрова парти ретне çирĕплетесси пирки доклад турĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртрĕ. Кăçал парти членне çĕнĕрен 35 çынна илнĕ, пĕтĕмпе вара парти ретĕнче 280 çын шутланать. Районта партин пуçламăш уйрăмĕсем 19 пулсан, парти ретне Муркашри пуçламăш уйрăма кăна çĕнĕрен 20 çынна члена илнĕ, Хорнуй уйрăмĕнче – 4 çынна, Ярапайкассинче 3 çынна члена иленĕ. (Катькас тата Ярославка уйрăмĕсенче ç икшер).

Çав вăхăтрах Шурча (7 член), Ильинка (7 член), Турай (8 член), Мăн Хураçка (8 член) ял администрацийĕсенчи пуçламăш уйрăмсенче парти членĕсен хисепĕ сахал. Ытти ял администрацисен уйрăмĕсенче те ку тĕлĕшпе ĕçлени курăнмасть. Производствăра ĕçлекенсене парти членне ытларах илессишĕн тимлемелле, çамрăксене те манса хăвармалла мар. Парти членĕсем хушшинче предприятисемпе организацисен ертÿçисем те сахал мар (56 çын) пулнине палăртма кăмăллă.

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин районти уйрăмĕ районти депутатсен корпусĕпе тачă çыхăнса ĕçлеме тăрăшать. Анчах та депутатсенчен çак парти ретĕнче 3 депутат кăна пулни канăçсăрлантарать. Ку тĕлĕшпе ытларах ĕçлемелле.

Пуçламăш уйрăмсенче те парти ретне экономикăн тĕрлĕ отраслĕнчи çынсене члена илме тăрăшмалла. Парти ретĕнче активлă çамрăксем, старостăсем ытларах пулччăр. Çак партие майлисен хисепĕ пур çĕрте те ÿссе пырать, хальхи вăхăтра  вĕсен йышĕ 600 çынпа танлашать. Çамрăксем хушшинче те унăн идейисене ырлакансем сахал мар.

Вырăнти пуçламăш уйрăмсем малашне хăйсен речĕсен çирĕплетессипе активлăрах ĕçлемелле. Тухса калаçакансем пуçламăш уйрăмсен ĕçĕсем, умри задачăсем çинче чарăнчĕç.

Н.В. Баландина çакна палăртрĕ Партин пĕлтерĕшĕ миçе член пулнинче мар, мĕнле ĕçленинче. Апла пулин те, районти уйрăмсен хăйсен ретне ÿстерессипе тимлемелле. Партин кашнин членĕн обществăлла майпа вăл е ку ĕçе пурнăçламалла. Ăçта политсовет вăйлă, унта ĕçĕ те курăнать. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин тĕп задачи - çынсен нуши ыйтăвĕсене ăнланса вĕсене татса пама пулăшасси. Вĕсене пурнăçлассишĕн пур çĕрте те тăрăшмалла.

Конференци ĕçне ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Ударник» сăнавлă производство хуçалăх ертÿçи Раççейри Аграрлă партин районти уйрăмĕн ертÿçи П.П. Давыдов хутшăнчĕ, сăмах каларĕ. Вăл ял хуçалăхĕнчи паянхи лару-тăру çинче чарăнчĕ. Патшалăх енчен пулăшу сахал. Каплах пулсан хуçалăхсем пĕтсе ларма пултараççĕ. Ельцин вăхăтĕнче бюджетран ял хуçалăхне валли 15 процент чухлĕ укçа уйăрнă пулсан, хальхи вăхăтра 0,9 процент кăна. Çавăнпа та ял хуçалăхне тытса тăрас, малалла аталантарас тесен Аграри партийĕпе «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партисен вăйсене пĕрлештерсе пĕрле пĕр тĕллевпе ĕçлемелле, хамăра хÿтĕлемелле. Хамăр çинчен аса илтерсе тăмасан малашлăхра ыррине кĕтме çук.

Конференцире сÿтсе явнă ыйтупа тивĕçлĕ решени йышăнчĕç, пуçламăш уйрăмсене хăйсен йышне ÿстерме агитаципе массăллă ĕçе вăйлатма хушса хăварчĕç. Çавăн пекех «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Республикинчи регионти уйрăмĕн 7 конференине кайма делегат суйларĕç, районта –амрăксен «Молодежное общество» обществăлла организацине йĕркелеме йышăнчĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика