Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Грипп чирĕнчен асăрханăр!

30 октября 2004 г.

 

Кашни çулах кĕркуннехи-хĕллехи вăхăтра пирĕн республикăна никама систермесĕрех чĕнмен «хăна» - грипп чирĕ çитет. Пирĕн районта та çак чир анлăн сарăлать. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх хуралçисем пĕлтернĕ тăрăх, кăçал грипăн А тата В формисем сарăлаççĕ.

Кĕркунне çанталăк кунран кун улшăнса тăрать, пĕрре сивĕтет, тепре ăшăтать. Çак çанталăк улшăнăвĕсем этемĕн организмĕ çинче уйрăмах палăраççĕ. Çын час-часах шăнать, шăнса пăсăлни вара сывлăш урлă сарăлакан инфекци чирĕсене аталанма пулăшать.

Грипп – сывлăш урлă ерекен чир, вăл кĕтмен çĕртен, ăнсăртран, çивĕччĕн пуçланать. Гриппа çын хăйĕн ĕмĕрĕ хушшинче темиçе хутчен те чирлеме пултарать. Чирлĕ çын калаçнă, ÿсĕрнĕ, сунасланă чухне сурчăк тумламĕсемпе пĕрле грипп вирусĕсем ун тавралла саланаççĕ те сывă çынна сывлăш урлă лексе чирлеттереççĕ. Чылай чухне йывăррăн пуçланать: пуç ыратать, шăнтса пырахать, ÿт температури хăпарса каять, 38-40 градуса çитет, вăй чакать, типĕ ÿслĕк аптратать, сасă çухалма пултарать. Сăмсапа сывлама йывăр, пуç ыратать, куççуль юхать, сыпăсем ыратаççĕ. 5-9 кун иртсен чирлĕ çыннăн ыттисене чир ертсе вăйĕ Чакать, мĕншĕн тесен ку вăхăт тĕлне организм вирусран тасалса çитет.

Вăхăтра эмеллемесен, ура çинче чирлесе ирттерсен, чир йывăра кайма пултарать вата хăлха сиенленет, неврит (нерв чирĕ), энцефалит (пуç мими чирĕ) те пуçланма пултараççĕ. Гриппран сипленнĕ чух чире ура çинче ирттермелле мар, вырăн çинче выртмалла, унсăрăн чир тарăна кайма пултарать. Нихăçан та харпăр хăй пĕлнĕ пек сипленмелле мар, чирлесен те тÿрех больницăна каймалла, е йывăр пулсан – тухтăрсене киле чĕнмелле.

Чирлĕ çынна уйрăм пÿлĕме вырттармалла, ун пек тума май çук пулсан, кравате ширмăпа карса уйăрмалла. Гигиена япалисене, чашăк-тирĕк чирлĕ çыннăн уйрăм пулмалла. Пÿлĕме час-часах уçăлтармалла. Сывă çын чирлĕ çынна пăхнă чух сăмсипе тутине темиçе хут марльăран тунă маскăпа хупламалла. Чирлĕ çын усă курнă мĕн пур япалана дезинфекци тумалла. Вăхăтра сипленсен грипп чирĕ 5-7 кунран иртет.

Гриппа чирлес мар тесен, эпидеми сарăлнă вăхăтра халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче, тĕрлĕ мероприятисенче сахалтарах пулмалла. Эпидеми пуçланиччен грипран прививка туни çак чирпе чирлекенсен шутне 1,5-2 хутчен чакарать. Унсăр пуçне, чир паллисем пуçлансанах, çак препаратсемпе ус ăкурни пулăшать: оксолин маçĕ, интерферон, ремантадин, арбидол, тĕрлĕ витаминсем. Панулми, груша, купăста, цитрус çимĕçĕсем, ыхрапа сухан питĕ усăллă.

Паянхи куна пирĕн ял администрацийĕн территорийĕнче грипп чирне тупса палăртман-ха, анчах та асăрханулăх пăсмасть.

Чирличчен чиртен упранни лайăхрах.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика