Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçлă ĕçленĕ хыççăн уяв та уяв пекех

27 октября 2004 г.

 

Ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсене тивĕçлипе чысласси, çак ятпа çулленех Тыр-пул уявне ирттерсе маттуррисене, малтисене палăртасси районта çирĕп йăлара ĕнтĕ. Октябрĕн 23-мĕшĕнче район центрĕнче иртнĕ кăçалхи уяв та хăйĕн калăпăшĕ-пĕлтерĕшĕпе пурне те хăйĕн ытамне чĕнсе ытамларĕ, кĕрхи уяв кучченеçĕсене кашнинех астивсе пăхма чĕнчĕ.

Йĕпе-сапаран канса-уçăлса илмех кăмăл турĕ тейĕн çав кун çанталăк, çавăнпах-тăр район центрĕнчи суту-илÿ çурчĕ умĕнчи, аслă çул хĕрринче вырнаçнă лаптăка районти ял хуçалăх предприятийĕсене те, уйрăм предпринимательсемпе çынсене те хăйсен таварĕ-продукцине сутма ирĕк пачĕ, ырă кăмăлпа тивĕçтерчĕ.

- Çăмăл пулмарĕ кăçалхи çулталăк, çапах та уява уяв пек паллă тума эпир пултаратпăрах. Çакна валли кăтартусем те, пĕрлехи ĕç кăтартăвĕсем те пур, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов. Унăн сăмахĕсене çирĕплетсе, район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн ертÿçи В.К. Ананьев кăçалхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетсе сăмах каларĕ, ырă тĕслĕх кăтартакансене мухтарĕ, кайра пыракансене питлерĕ. Шел пулин те, район шайĕнче вĕсем те, кусем те çук мар. Çавăнпа та ырă сăмахсене те, критиклесе каланисене те чăтма-итлеме тÿсĕм çитерме тиврĕ.

Район ĕçченĕсене çак палăрăмлă уяв ячĕпе саламлама йышлă хăнасем те килсе çитрĕç. Вĕсен йышĕнче ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.П. Дмитриев, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ К.Л. Валицкая, кÿршĕллĕ Мари Эл республикин Горномарийски район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.З. Кубеков, Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕ Е.М. Яранский, Марий Эл республикин Килемер район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.А. Матвеев, «Чăвашпотребсоюз» правлени председателĕн çумĕ Г.Я. Стексов, «Суд экспертизи ирттерекен лаборатори» патшалăх учрежденийĕ ертÿçи Л.П. Морозов, Шупашкар хулин Ленин районĕнчи вĕрентÿ управленийĕн ертÿçи К.А. Петров, «Чувашхлебопродукт» патшалăх унитарлă предприятин генеральнăй директорĕ В.И. Вязов, Раççейри хăмлаçăсен ассоциацийĕн президенчĕ Г.С. Горланов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Çĕнĕ Шупашкарти çăкăр завочĕн ертÿçи, Муркаш район ентешлĕхĕн ертÿçи А.И. Федотов т. ыт. те.

Урамри суту-илÿре, выставка залĕсенче хуçалăхсем, уйрăм сутуçăсем, шкулсен коллективĕсем мĕнпе кăна тĕлĕнтермерĕç пулĕ. Кĕрхи сĕтел тулăхах иккен. «Тыр-пул-2004» уявра тĕп вырăнта «Çăкăртан асли çук» выставка пулчĕ. Çавăн пекех «Чи лайăх хитрелетÿ», «Чи тутлă апат-çимĕç», «Чи лайăх реклама», «Тематика тĕлĕшĕнчен чи лайăх енчен палăртни» номинацисенче те хутшăнчĕç хуçалăхсем. Хăйсен продукцине чи лайăх илемлетсе кăтартассипе Ильич яч. хис., «Муркашри сĕт завочĕ», «Юнга» хуçалăхсемпе предприяти, «Кĕрхи букет» композицире «Оринино», «Муркашри сĕт завочĕ», Ильич яч. хис., «Восток» хуçалăхсем уйрăмах палăрчĕç.

Кăçал выставкăна йĕркелесе ирттерессипе, хуçалăхсемсĕр пуçне, Çатракасси тата Шашкар ял администрацийĕсем пуçаруллă пулчĕç. «Пысăк тухăç» конкурсра «Герой», Ленин яч. хис., Суворов яч. хис., Ильич яч. хис., «Оринино», «Передовик», «Чемеево», «Колос», «Восток» хуçалăхсем пуян продукци тăратрĕç. «Оринино», «Сундырский», «Передовик», Ильич яч. хис. хуçалăхсем, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики, Суворов яч. хис., «Хлебороб», «Восток» хуçалăхсем тăратнă апат-çимĕç ытлах та тутлă-çке. Хăйсен выставкисене «Герой», «Оринино», «Сундырский», «Передовик», Ильич яч. хис., «Хлебороб», «Восток» хуçалăхсем мĕнле шеп йĕркеленĕ тата.

Хальхи вăхăтра хăв туса илнĕ продукцие кирлĕ пек сĕнме пĕлмесен (реклама) ÿсĕм те каялла туртăнать. «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики, «Муркашри сĕт завочĕ», «Моргаушкорм» предприятисем, «Передовик», Суворов яч. хис., «Ударник» хуçалăхсем ку енĕпе пĕртте намăс курмарĕç.

Выставка-кăтарту пĕтĕмлетĕвĕсемпе пĕрремĕш вырăна Ильич яч. хис. тата «Оринино» хуçалăхсем йышăнчĕç. Иккĕмĕш-виççĕмĕш вырăнсене тухнă «Сундырский» тата «Передовик» хуçалăхсем те маттуррисемех. Урамра суту-илÿ тăвассипе чи малти вырăна «Восток» хуçалăха пачĕç. Уява килнисене сĕннĕ кишĕр, купăста, хĕрлĕ кăшман, пан улми, урпа, тулă тата ытти продукци те самантрах тата килĕшÿллĕ хакпа сутăнса пĕтнинчен тĕлĕнме те кирлех мар-тăр. «Колос» хуçалăх сĕннĕ продукцисем те тавар туянакансен кăмăлне тивĕçтерчĕç. «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики сĕнекен продукци те самантрах сутăнса пĕтрĕ. Тыр-пул уявне халăх кăмăлне тивĕçтерекен продукци илсе тухса сутнă Ленин яч. хис., «Ударник» хуçалăхсем, «Моргаушкорм» предприяти те ырă сăмахсене тивĕçлех.

Çав кунах район администрацийĕн ларусен залĕнче шкул ачисен ĕç пĕрлешĕвĕсен слечĕ, вĕрентÿ пайĕн методика кабинетĕнче ача-пăча творчествин выставки ĕçлерĕ, ача-пăча коллективĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Тĕрлĕ енлĕ конкурссенче чылай шкулсем палăрчĕç. Акă, кĕрхи букетсен конкурсĕнче Шетмĕпуçсене çитекенни пулмарĕ. Çут çанталăк материалĕсенчен хатĕрленĕ конкурсра Хорнуйсем мала тухрĕç. «Кĕрхи вăхăт» тортсен автор конкурсĕнче Сосновкăсем çĕнтерчĕç. «Вăт, ку тĕлĕнтермĕш» ятарлă пахча çимĕçсен конкурсĕнче Мăн Сĕнтĕрсене çитекенни пулмарĕ. Шурчари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул «Çăкăр – тĕп çимĕç» конкурсра чи малти пулчĕ. «Тыр-пул-2004» конкурс-символра Ильинкăсем ăнăçуллăрах пулчĕç. Сăн ÿкерчĕксемпе картинăсем ятарлă конкурсĕнче Муркашри лицей команди çĕнтерчĕ.

Çамрăк йыша чысланă пĕр самант уйрăмах асра юлчĕ. Тушкасси ялĕнче пурăнакан, Етĕрне районĕнчи Мăн Чурашри вăтам шкулти 9 класра вĕренекен Сергей Бондарева Муркаш райпо Канашĕн ертÿçи Б.В. Андреев кăçал эмел курăкĕсем пухас тĕлĕшпе уйрăмах хастар пулнăшăн сотовой телефон парса чысларĕ. Паллах, сăлтавсăр мар. Сергей кăçал чĕрĕ виçепе 2500 килограмм, типĕтсе 250 килограмм эмел курăкĕсем пухса панă, усăллă та чыслă ĕç тунă.

Хастар ĕçшĕн Тыр-пул уявĕнче районти маттур та пултаруллă çынсем Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствисен, район администрацийĕн Хисеп грамотисене, район ентешлĕхĕн парнисене тивĕçрĕç. Район территорийĕнче пурăнакан, ял хуçалăх производствинче активлă вăй хуракан 24 çемье çурт-йĕр лартма тивĕçекен çăмăллăхсемпе усă курмалли свидетельствăсем илчĕ.

Тыр-пул уявĕнче Муркашпа Мăн Сĕнтĕр райповĕсен суту-илÿ предприятийĕсем, обществăлла апатлану предприятийĕсем халăха тĕрлĕ таварсем, апат-çимĕç продукцийĕ сутса савăнтарчĕç, кăмăла çырлахтарчĕç. Çав кунах халăхра ырă ят çĕнсе илнĕ «Визит» магазин хăйĕн çĕнĕ çуртне уçса тавар туянакансене йыхравларĕ. Район центрĕнчи вĕрентÿпе культура тата спорт центрĕнче çĕнĕ спортзал уçăлчĕ. Уява килнĕ хăнасем вара район центрĕнчи тĕп паркра Садсемпе скверсен çулталăкне халалласа çĕнĕ йывăçсем лартса хăварчĕç. Суту-илÿ çурчĕ умĕнчи сцена çинче халăх пултарулăх ушкăнĕсен коллективĕсем, эстрада ăстисем хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарчĕç. Спорт çуртĕнчи мероприятисем те хăйсем тавра йышлă ушкăна пухрĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика