Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăчĕ

27 октября 2004 г.

 

Октябрĕн 21-24-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкар хулинчи боксла кĕрешессипе «Б» класшăн Пĕтĕм Раççейри турнир пулса иртрĕ. Пĕтĕмпе 150 спортсмен хутшăнчĕ унта. Пирĕн районтан унта А. Никитин хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ: 46 килограмлă виçе категорийĕнче 1 вырăн йышăнчĕ. 3 çапăçура та ăнăçлă ăмăртрĕ вăл. Финалта вара, 2 вырăншăн пынă тытăçура, Александра хирĕç Ханты-Мансийскри спорт мастерĕн кандидачĕ тухрĕ. Пирĕн ентешĕмĕр ăна çирĕппĕнех çĕнтерчĕ. Çапла майпа ăна боксла кĕрешессипе спорт мастерĕн кандидачĕн нормине пурнăçларĕ.

Хальхи вăхăтра çамрăк боксер шупашкарти Олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕре 11 класра вĕренет. Паян унта пирĕн районти 3 боксер вĕренеççĕ.

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика