Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ударникăн» ырă ятне тавăрасчĕ

11 марта 2014 г.

«Ударникăн» ырă ятне тавăрасчĕ

Чăваш Ен вун-вун çул каяллах çĕр-шывра çĕр улми нумай туса илнипе палăрнă. Ăна сортсене сăнакан, вăрлăх çитĕнтерекен хуçалăх кирлех пулнă. Çак ĕçе Муркаш районĕнчи «Ударник» совхоза шаннă. 1991 çулхи авăн уйăхĕнче Раççей ял хуçалăх ăслăлăхĕсен академийĕ унран - сăнавпа производство, 1999 çулхи пуш уйăхĕнче патшалăх унитари предприятийĕ туса хунă. Халĕ унăн тулли ячĕ çапла: Раççей ял хуçалăх ăслăлăхĕсен академийĕн федераци патшалăх унитари предприятийĕ. Раççей ăслăлăх академийĕсене реорганизациленĕ май хуçалăх РФ Правительствин 2013 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнчи хушăвĕпе федерацин ăслăлăх организацийĕсен агентствин тытăмĕнче.

Мĕн пулса иртет-ха «Ударникпа»?

- Йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ вăл. Парăмĕ пысăк, çулсерен хушăнса пырать, - терĕ Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев. Унтан Ростислав Николаевич хуçалăх совет влаçĕн çулĕсенче вăйлă никĕс хывнине, патшалăх укçа-тенкĕпе ытлă-çитлĕ тивĕçтернине аса илчĕ. Хуçалăх ĕçченĕсем 2012 çулчченех хваттере хутса ăшăтнăшăн, шывшăн пĕр пус та тÿлемен. СССР аркансан «Ударника» приватизаци планне кĕртмен, Мускав ун çине çаврăнса пăхми пулнă.

- 2010 çулхи шăрăх хуçалăх экономикине пысăк йывăрлăх кÿчĕ, - терĕ малалла Ростислав Николаевич. - Выльăх йышне сыхласа хăварас тĕллевпе тĕрлĕ çĕртен апат нумай туяннă, пысăк парăма кĕнĕ. Пĕлтĕр те, виçĕм çул та çумăр çĕр улми кăларса пухма май памарĕ. Каллех çухату. Экономика шутлавĕ çакна çирĕплетет - предприяти хăй тĕллĕн нихăçан та ура çине тăраймасть. Вăхăтра шалу тÿлеменрен специалистсем те тытăнса тăми пулчĕç. «Ударник» шăпи пирки шухăшлакан çук. Ăна çĕклеме пысăк инвестици кирлĕ. Парăм пысăк пулнăран инвесторсем килĕшмеççĕ. Манăн шухăшăмпа - ĕç тăвакан ушкăн йĕркелемелле. Федераци харпăрлăхĕ пулнăран хамăр тĕллĕн нимех те тăваймастпăр. Мускавăн хăйĕн сăмахне каламаллах.

Район администрацийĕн специалисчĕпе Светлана Архиповăпа хуçалăх кантурне çитрĕмĕр. Çĕнĕ директор Владимир Федоров ертÿçĕ пуканне 2012 çулхи раштавра çеç йышăннă. Йывăрлăха пĕтĕмпех пĕлет. Унăн çитĕнĕвĕ - кредиторсемпе пуринпе те калаçса килĕшме, парăм вăхăтне тăсма пултарни. Владимир Михайлович ĕнесем чирленĕрен кĕтĕве пĕчĕклетме тивнине пĕлтерчĕ. 2-3 кун сĕт суманни те пулнă. Зоотехник питĕ кирлĕ.

- Предприятин тÿлемен 6 кредит, пĕтĕмпе 38 миллиона яхăн тенкĕлĕх. Вĕсене 2005-2010 çулсенче унчченхи ертÿçĕ вăхăтĕнчех илнĕ, - терĕ Владимир Михайлович. - Кредитсемпе тата процентсемпе татăлассине 2012 çулта чарса лартнă. РФ Перекет банкĕсемпе çураçу килĕшĕвĕ туса пĕчĕклетнĕ процент ставкипе 2013 çулхи пуш уйăхĕнчен тÿлеве çĕнĕрен йĕркелерĕмĕр. Анчах кредиторсен умĕнчи парăм пысăкран /вăл шутра поставщиксемпе контрагентсен умĕнче те/ лару-тăруран кĕске вăхăтрах тухма йывăр: выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхĕ пĕчĕк, кадрсем çитмеççĕ. Тĕпрен илсен пенси ÿсĕмĕнчисем ĕçлеççĕ.

Алексей Данилов тĕп бухгалтер хăш-пĕр кăтартупа паллаштарчĕ. 2010 çулта предприятире мăйракаллă шултра выльăх 1249 пуç /вăл шутра 510 ĕне/ пулнă, 2013 çулта - 730 /ĕне - 310/. 2010 çулта кашни ĕнерен вăтамран 4503 килограмм сĕт сунă, пĕлтĕр - 2960 кг. Тухăçлăх пĕчĕкрен сĕт суса илесси те чакнă: 2010 çулта - 2265 тонна, 2013 çулта - 1068 тонна кăна. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ хавшани тăкак кÿрет çеç.

Ÿсен-тăран отраслĕ те савăнтармасть. 2011 çулхи кăтарту япăх мар: 3785 тонна тыр-пул /пĕлтĕр - 2053 т./, 2520 тонна çĕр улми /1052/ пухса кĕртнĕ. Тыр-пул тухăçĕ 2011 çулта 26,9 центнерпа /2013 çулта - 16,5 ц/. Куратпăр ĕнтĕ, сутса тупăш илмелли нимех те çук. «Ударник» 2012 çулта - 16950 пин, 2013 çул 14439 пин тенкĕлĕх тăкаклă ĕçленĕ.

- Хуçалăхăн парăмĕ 68 млн тенке çитрĕ, вăл шутра - 38 млн кредитсем, 30 млн - налуксем, ĕç укçи, пенси фончĕ... - терĕ Алексей Валерьевич.

Юлашки çулсенчи йĕпе-сапа «иккĕмĕш çăкăр» çитĕнтерекенсене вăйлах ура хучĕ. Пĕлтĕр çĕр улми 6,5 млн тенкĕлĕх çеç сутма пултарнă. «Лайăх пулнă çулсенче 25 млн ытла тенкĕлĕх сутнă», - тет Алексей Данилов. 2012 тата 2013 çулсенче хуçалăх кассине çавăн чухлĕ укçа /50 млн тенкĕ/ кĕрес тĕк кредитсемпе тÿрех татăлнă пулĕччĕç.

Йывăр пулсан та шанăç пĕтмен-ха. Кĕрхисене 400 гектар акнă, çуркунне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 900 га варăнтарасшăн. Çĕр улми лаптăкĕ яланхи пекех 200 га йышăнĕ. Çанталăк ырă витĕм кÿрсен тупăш илсе парăмсене чакарма май пур пек, анчах çÿлти хуçан ăсне никам та пĕлмест. Тепĕр тесен - тытман упан тирне сÿме хушман.

Хăйĕн вăхăтĕнче хуçалăхра 600 çын таранах ĕçленĕ. Çулсем иртнĕ май йыш чаксах пынă. 2010 çулта - 213, пĕлтĕр 131 çын çеç. Кусем производствăна чунпа парăннисем ĕнтĕ. Чылайăшĕ ĕçе ырра шансах çÿрет.

Пробиркăра çĕр улми çитĕнтерекен лабораторие кĕрсе куртăмăр. Марина Романова заведующи сăнав çинчен хавхаланса каласа кăтартрĕ. Калча туни çип пекех çинçе, çулçисем çур сантиметр тăршшĕ пулĕ. «Çакăнтан «иккĕмĕш çăкăр» епле çитĕнĕ?» - питĕ тĕлĕнтĕмĕр эпир. Пробиркăра ÿссе 10 çулçăна çитсен калчана пĕрер çулçă хăварса, 10 пая касса уйăрса çĕнĕрен лартаççĕ, хальлĕхе 30 пин пробиркăна çитернĕ ĕнтĕ. Калча темиçе çултан тин элита вăрлăх пулса çитет.

Марина Романова çĕр улмине мĕншĕн каярах юлса кăларнине, çавна май вăл йĕпе-сапана кĕнине пĕлтерчĕ. Паха вăрлăх туса илес тесен ăна тăпрара лайăх çитĕнсе çитиччен тытмалла, васкаса кăларма юрамасть. Унсăрăн вăл пахалăхне çухатма, йÿнĕрех сутăнма пултарать.

Профсоюз комитечĕн председателĕ Лидия Николаева «Ударник» çинчен пуринчен те ытларах пĕлет. 40 çула яхăн вăй хурать вăл кунта. 4-мĕш класрах кĕрепле йăтса уя утнă. «Тăваттăмĕш ертÿçĕпе ĕçлесе куратăп ĕнтĕ, - тет. - Пурте тăрăшулăхпа палăрчĕç».

Лидия Аркадьевна ял хуçалăх предприятийĕ совет тапхăрĕнче епле аталанса, вăй илсе пынине тĕплĕ каласа кăтартрĕ, альбомри сăн ÿкерчĕксемпе паллаштарчĕ.

Платон Давыдов, Иван Петров, Елена Селедкина, Галина Егорова, Иван Тихонов... Орден-медаль, çĕр-шыв, республика шайĕпе тава тивĕçлĕ ятсене, Хисеп хучĕсене çĕнсе илнисем - вун-вун. Савăнмалла, мăнаçланмалла хуçалăхăн, анчах паян çав шухăш çук.

Платон Павлович та туйнă «Ударник» йăшса пынине. Куляннă вăл, çавна пула чирĕ вăй илсе пынă, анчах кун пирки никам умĕнче те пĕр сăмах та шарламан. «Пилĕк çул маларах тивĕçлĕ канăва каймаллаччĕ манăн», - тенĕ пĕрле ĕçленисене пурăнас кунĕсем чакса пынă май. Тен, паян та пурăнатчĕ пулĕ. Хуçалăхăн та парăмĕ çавăн териех пухăнмастчĕ-тĕр. Ку - шухăш кăна-ха. Пурнăç мĕнле пуласса-йĕркеленессе маларах никам та пĕлмест. Анчах тĕрĕс йышăну кирлех. «Ударникăн» ырă ятне тавăрасчĕ.


Валентин ГРИГОРЬЕВ

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика