Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ярапайкассисем Мускава тыткăнланă

21 октября 2013 г.

Йăх-несĕлтен куçакан пуянлăха упрама тăрăшать паянхи ăру. Çавна пулах чăваш ячĕ тĕнчен кирек хăш кĕтесĕнче те мăнаçлă янăрать. Мухтавлă халăхăн юрри-кĕвви таврара сарăлать.

Муркаш районĕнчи Ярапайкассинчи ветерансен хорĕн тымарĕ тарăн. Нумаях пулмасть сцена ăстисем 65 çулхи юбилее паллă тунă. Ватăлма пĕлмеççĕ тивĕçлĕ канурисем. Капăрланса репетицие васкаççĕ. Чун ыратăвне те, савăнăçне те пĕрле пайлаççĕ. Кăмăла уçмашкăн шÿтлесе те илеççĕ. Концерт программине улăштарсах тăраççĕ вĕсем. Ĕлĕкхи юрăсене асра тытаççĕ. Унсăр пуçне телекуравпа, радиопа илтнисене вĕренсе пыраççĕ. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виталий Романов купăс каласа выляма пĕлмен юрă çук та тейĕн.

Ветерансен хорĕн йышĕ улшăнса пырать, апла пулин те унăн ят-сумĕ чакман. Архив докуменчĕсен хушшинче çак тăрăх çыннисем хăйсен пултарулăхĕпе Мускавра чапа тухни çинчен çырни пур. «Ун чухнех «Екрем» ушкăн ячĕ республикăра кĕрлесе тăнă», - ăнлантарать пултарулăх ертÿçи Фая Паргеева.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи хыççăн Александр Константинов Ярапайкассинче хор йĕркеленĕ. 1947 çулта юрăçсене Мускава илсе кайнă вăл. Калама çук пысăк хисеп пулнă çакă чăвашсемшĕн. Ку пулăма ял-йыш халĕ те асра тытать. Çĕр-шывăн тĕп хулинче ялти пултарулăх ушкăнĕсен икĕ концертне хутшăннă вĕсем. Юрă урлă Иосиф Сталина хăнана чĕнме май тупнă. Иккĕмĕш хутĕнче, Пысăк театрăн сцени çине тухсан, залра çĕр-шыв ертÿçи те пулнă теççĕ. Фадей Ядыков çак çул çÿрев çинчен тĕплĕ çырса кăтартнă. Чăвашсем музейсене кĕрсе курнă, паллă ытти вырăнпа паллашнă, Мускав урамĕсемпе саркаланса утнă.

Кирек мĕнле пулсассăн та юрă сăмахĕсенче вăхăт хăйне евĕрлĕхĕ, йăла-йĕрке сăнланать.

«Уçса пăхрăм арчана

Пурçăн тутăр шырама.

Пурçăн тутăр мĕн тума?

Салтак тутрийĕ тума», - хор йĕркеленсенех, тĕслĕхрен, çакнашкал шăрантарнă хĕрарăмсем.

Эрĕнпур, Звенигово, Чулхула, Чĕмпĕр... халăхне хăйĕн пултарулăхĕпе тыткăнланă çак ушкăн. Кăçал Мари Республикине кайса килнĕ. Унсăр пуçне Шупашкарта иртекен тĕнче, Раççей шайĕнчи уявсене çулсеренех хутшăнаççĕ Ярапайкассисем.

Транспорт çукки те питех пăшăрхантармасть вĕсене. Тивĕçлĕ канурисем çĕнĕ çи-пуç çĕлетме те май тупаççĕ. Чим, 1947 çулта Мускава мĕнле тумтирпе кайнă-ши хорта юрлакансем? Сăн ÿкерчĕксенчен йăлтах пĕлме пулать. Шап-шурă кофтăпа юбка тăхăннă, хуп-хура саппун çакнă хĕрарăмсем. Арçынсен çи-пуçĕ те шурăпа хура тĕслĕ пулнă. «Пултарулăх ертÿçи хĕрарăмсене кĕмĕл ама çакма сĕннĕ», - архив документĕнче палăртнă Фадей Николаевич.

Паян хорта юрлакансенчен чылайăшĕ - тивĕçлĕ канăва тухсан хуларан яла куçнисем. Валентина Андреева ĕмĕрĕпех Шупашкарти чăлха-трикотаж фабрикинче вăй хунă. Унти хорта чун киленĕçне тупнă вăл.

«4-мĕш класранпах юрлатăп. Çаплипех сцена çинчен анас килмест. Халĕ, ватлăхра, клуба пуçтарăннă çынсене курса калаçсан та чун уçăлать. Çав вăхăтрах ача-пăчана май пур таран ытларах пулăшас килет», - тет 75 çулти Лидия Гаврилова. Унăн юлташĕ Раиса Постникова та ачаранпах юрă шăрантарать. Уçă сассипе такамăн кăмăлне те çавăрма пултарать вăл. «Яланах юрă ĕнĕрлесе çÿренĕрен ÿпке лайăх ĕçлет, çавăнпах чирлеместпĕр эпир», - вăрттăнлăхне уçать Раиса Григорьевна. «Фонограммăпа юрламастăр та сире итлеме çав тери кăмăллă», - çирĕплетеççĕ концерта килнисем», - калаçăва тăсать Зоя Герасимова. «Ачасем пĕчĕк чухне питех тухса çÿремен. Кайран тин çÿреме пуçларăм. Халĕ пушă вăхăтра çынсемпе хутшăнас килет», - пытармасть Тамара Горшкова.

«Юрланисĕр пуçне пĕр-пĕринпе калаçсан ăш канать, чун уçăлать», - палăртаççĕ Ярапайкассисем. Ку тăрăхра ветерансен хорĕ кăна мар, фольклор, эстрада ушкăнĕсем те пур.

 

Марина ТУМАЛАНОВА.

Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика