Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи пархатарлă професси

13 августа 2013 г.

Хăйсен професси уявне - Строитель кунне - хавхануллă кăмăлпа, пысăк çитĕнÿпе кĕтсе илеççĕ "Моргаушская" МСО ĕçченĕсем. Савăнмалăх та, мухтанмалăх та сăлтав пур вĕсен. Çĕр çинчи чи пархатарлă профессие суйласа илнĕскерсем халăх ырлăхĕшĕн, вĕсен хăтлă пурнăçĕшĕн тăрăшаççĕ. Хамăн сăмахсем пушă маррине Муркаш салин тĕслĕхĕ лайăх çирĕплетет. Экологи тĕлĕшĕнчен таса, тирпейлĕ, тĕрлĕ чечек ытамĕнчи сала пурне те хăй патне туртать. Кунти çуртсем те хуларине аса илтереççĕ. Унччен икĕ хутлă çуртсем пулнă тăк халĕ 3-4 хутлисем "ÿссе" лараççĕ. Вĕсене пурне те паянхи кун-çул ыйтăвне тивĕçтерсе çĕнĕ технологипе пурнăçланă.

 

Район центрĕнчи Парк урамĕнчи 4, 6-мĕш, Гагарин урамĕнчи 18-мĕш çуртсем мĕнле çĕкленнине хам куçпа курса ĕненнĕччĕ. Халĕ акă Парк урамĕнчи 8, 10-мĕш çуртсем те кĕçех хăйсен хуçисене тупĕç.

Уяв умĕн асăннă организацин генеральнăй директорĕпе, район Пухăвĕн депутачĕпе, райадминистрацин общество канашĕн членĕпе Владислав Семеновпа тĕл пулса калаçрăмăр.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх - унăн строителĕсем малашне те çакăнтах ĕçлĕç, Муркаша тата та хăтлă тăвĕç. Çурт никĕсне яма ăна çи витти таран çĕклеме çеç мар, туса пĕтеричченех организаци хăйĕн укçипе усă курать. Çын хăй курать ĕç мĕнле йĕркеленсе пынине. Тĕрлĕ программăпа - "Çамрăк çемье", "Çамрăк специалист", "Амăшĕн капиталĕ" тата ыттипе те - ĕçлеççĕ.

- Çуртсене йăлтах çĕнĕ технологипе тăватпăр, - терĕ Владислав Николаевич. - Газ хуранĕсем çĕнĕ йышшисем. Кашни хăйĕн хваттерне уйрăммăн ăшăтма пултарать. Ятарлă блоксемпе усă курни ăшша çухатма памасть, çапла майпа газа 30-40 процент таран перекетлеме пулать.

Строительсен тĕп тĕллевĕ - халăх ырлăхĕшĕн, район ăнăçлăхĕшĕн тăрăшасси, çынсене паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен хваттерсемлĕ тăвасси. Ку енĕпе пире район ертÿлĕхĕ те ăнланса пулăшса пырать.

- Сирĕн строителĕрсем çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те ĕçлĕ.

- Тĕрлĕ специалистлă коллектив пĕр обћектпа сыв пуллашиччен тепĕрне пуçлать, çавна май кашнин валли ĕç пур. Хĕл лариччен никĕс хăпартатпăр, рабочисене ĕçпе тивĕçтеретпĕр. Коллективра - 49 çын.

Хальхи вăхăтра Парк урамĕнче çурт-йĕр çĕклес ĕç тулли хăватпа пырать. Çав вăхăтрах ача-пăча валли илĕртÿллĕ лапамсем ăсталатпăр. Строительсен тепĕр ушкăнĕ Москакассинче вăй хурать. Унта ик çĕр çын вырнаçмалăх обћект çĕкленĕ.

- Муркашри МСО халăх ыйтăвĕсене те тивĕçтерет тенине илтнĕччĕ.

- Пирĕн строительсем районти хуçалăхсен, организацисен, çавăн пекех уйрăм çынсен çурт-йĕрне юсама, реконструкци тума пулăшаççĕ. Кирлĕ чухне организаци хăватлă, ятарлă техникăпа - кранпа, экскаваторпа тата ыттипе те - тивĕçтерме хатĕр.

- Владислав Николаевич, уявра кам ячĕпе ăшă сăмах калас тетĕрQ

- Кампа мухтанмалли пур. Пирĕн ĕçре техника тикĕс ĕçлени, ертÿçĕсен мал курăмлăхĕпе çаврăнăçулăхĕ, тăрăшулăхĕ çеç мар, строительсен паха опычĕ те кирлĕ. Сăмахран, Геннадий Петров бригадир 38-мĕш çул вăй хурать, Алексей Игнатьев мастер - 1987 çултанпа. Геннадий Егорович - ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ, "Хисеп Палли" орден кавалерĕ. Штукатур-малярсен ушкăнĕн ертÿçи Венера Золототрубова пирки те çавнах каламалла. Венера Анатольевна, 30 çул ытла стройкăра ĕçлекенскер, çак кунсенче "ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ" ята тивĕçрĕ. Александр Федорова ЧР Строительство министерствин Хисеп грамотипе хавхалантарчĕç. Уяв ячĕпе иртекен савăнăçлă мероприятире чылай рабочие Муркаш районĕн Хисеп грамотипе те чыслĕç. Коллектива професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатăп, пурнăçра телей, ăнăçу, юрату, çирĕп сывлăх сунатăп.

Надежда СМИРНОВА

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика