Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр-шыв шайĕнчи чĕрĕ палăк

08 августа 2013 г.

Çĕр-шыв шайĕнчи чĕрĕ палăк

  Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунти кун Муркаш районĕнчи Ильинка ял тăрăхĕнче пулчĕ. Треньккă ялĕнчен икĕ çухрăмри, Сăнав вăрманлăхĕн Ильинка уйрăмĕн тăххăрмĕш кварталĕнчи, ватă юман уçланкинче ăна шкул вăрманлăхĕсен ĕçне хутшăнакан тата Ильинка лагерĕнче сывлăха çирĕплетекен ачасем кĕтсе илчĕç. Кунтах ял тăрăхĕнче пурăнакансем те пуçтарăннă.

-  Республикăн Министрсен Кабинечĕ çулленех çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан территорийĕ йĕркелеме йышăнать, - терĕ Михаил Игнатьев. - Пирĕн вĕсем - 94. Çак лаптăксене ÿсен-тăранпа чĕр чуна лайăхрах хÿтĕлес тĕллевпе туса хуратпăр. Паян сирĕнпе республикăри чи ватă юман патĕнче пухăнтăмăр. Вăл 362 çулта ĕнтĕ. Сертификат комиссийĕ ăна çĕр-шыври чи ватă йывăçсен шутне кĕртме йышăннă. Ял тăрăхĕнче пурăнакансене çак ятпа ырă сунса саламлатăп. Кĕреш юман çитĕнме ан пăрахтăр. Ăна килес ăрусене чĕрĕ те тĕреклĕ парса хăварассишĕн тивĕçлĕ тÿпе хывар.

 Савăнăçлă пухăва хутшăннисене Раççей Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн çут çанталăк еткерлĕхне упрас тĕлĕшпе ĕçлекен ушкăнĕн дирекцийĕн ĕçтăвкомĕн ертÿçи Владимир Зотов Чăваш Енри чи ватă юмана çут çанталăкăн Раççей шайĕнчи чĕрĕ палăкĕсен йышне кĕртнĕ ятпа саламларĕ. Ăна упрама тăрăшнăшăн республика Пуçлăхне тав турĕ.

  Чăваш АССР Министрсен Канашĕ 1981 çулта юмана çут çанталăкăн республика шайĕнчи чĕрĕ палăксен шутне кĕртнĕ. Унăн диаметрĕ - 182, таврашĕ 570 сантиметрпа танлашать. 26 метр таран çитĕннĕскерĕн тăррине çиçĕм вут хыптарнă хыççăн 24 метр юлнă. Çиçĕм хăвачĕ ăна виçĕ хутчен сиенленĕ. Вăл нумай çул çитĕннине 1966 çулта çеç палăртнă.

  Пĕтĕм Раççейри «Йывăçсем - çут çанталăкăн чĕрĕ палăкĕсем» программа картинчи сертификат комиссийĕн председателĕ, «Сывă вăрман» пĕрлешÿ ертÿçи Сергей Пальчиков Михаил Игнатьева ватă юмана çĕр-шыври чĕрĕ палăксен йышне илнине çирĕплетекен сертификат тата регионсен хушшинче куçса çÿрекен «Йывăçсем - çут çанталăкăн чĕрĕ палăкĕсем» кубок пачĕ. Вăл çитес çул Мари Эла куçĕ.

  Уçланкăра ватă юман çут çанталăкăн Раççей шайĕнчи чĕрĕ палăкĕ шутланнине аса илтерекен чул хăма вырнаçтарнă. Ун çине уртнă шурă çи виттине сирчĕç те - çутă та курăмлăскер пухăннисен умне «тухрĕ». Лаптак чул çине йывăçа федераци хÿттине илни çинчен çырнă.

  Юлашки çулсенче юман чирлекелесех тăнă. Ăна сиплеме укçа кирлĕ. Вăрманлăх ĕçченĕсем Раççей Вăрман хуçалăхĕн агентстви пулăшасса шанаççĕ.

   Сергей Пальчиков çут çанталăк еткерлĕхĕн чĕрĕ палăкĕсене сыхлас тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçланăшăн тата республикăра ирттернĕ «Йывăçсем - çут çанталăкăн чĕрĕ палăкĕсем» конкурса хастар хутшăннисен пысăк ушкăнне Дипломпа наградăларĕ. Республика Пуçлăхĕ Ильинка лагерьте канакансем валли çут çанталăка юратакансен ятарлă урокне ирттерчĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика