Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Никольский ячĕ нихăçан та тĕксĕмленмĕ

18 мая 2013 г.

image #3817Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче чăваш ăсчахĕ, историкĕ, этнографĕ, фольклорисчĕ, истори ăслăлăхĕсен докторĕ, «Хыпар» хаçат никĕслевçи Николай Васильевич Никольский профессор çуралнăранпа 135 çул çитет.

Н.В.Никольский 1878 çулта Хусан кĕпĕрнинчи Етĕрне уесĕнчи Шăмат вулăсĕнчи Купăрля ялĕнче йышлă хресчен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Шăматри земство, Шупашкарти тĕн училищисенче, Хусанти тĕн семинарийĕпе академийĕнче вĕреннĕ. Хĕрарăмсен земство шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентнĕ, Хусанти учительсен семинарийĕнче ĕçленĕ. Хусан университечĕн, Çурçĕр-хĕвел тухăç археологи институчĕн доценчĕ тата профессорĕ, Хĕвел тухăç консерваторин директорĕ тата профессорĕ, Хĕвел тухăç педагогика институчĕн профессорĕ пулнă.

Хусанти тĕн академийĕнче вĕреннĕ çулсенчех Н.Никольский Атăл тăрăхĕнчи халăхсен историйĕпе тата этнографийĕпе кăсăк­ланма пуçланă. Н.Ф.Катанов тюрколог, В.К.Магницкий этнограф, Н.И.Ашмарин лингвист ăна хавхалантарса, пулăшса пынă.

Н.Никольский чăваш халăхне наци пĕр танлăхĕпе тивĕçтерессишĕн нумай тăрăшнă. 1905 çулта историк-этнограф Хусан кĕпĕрнаттăрĕнчен эрнере пĕрре «Хыпар» хаçат кăларма ирĕк ыйтнă. Шалти ĕçсен министерствин пичет енĕпе ĕçлекен тĕп управленийĕ 1906 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче свидетельство панă. Н.В.Никольский кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче чăвашсен пĕрремĕш хаçатне «Хыпара» пичетлесе кăларнă.

Николай Никольский - 250 яхăн томран тăракан ал çырусен пуххин авторĕ. Уйрăмах паллăраххисемS «Народное образование у чуваш», «Взгляд чуваш на воинскую повинность», «Конспекты по этнографии чуваш», «Этнографические заметки о чувашах Козьмодемьянского уезда Казанской губернии», «Краткий курс этнографии чуваш», «Краткий чувашско-русский словарь», «Народная медицина у чуваш» т.ыт.те. 1946 çулта Николай Васильевич «Прошлое чувашского народа от Великой Булгарии до Великой революции» ĕçе вĕçленĕ. 1947 çулхи чÿкĕн 15-мĕшĕнче СССР Аслă вĕрентÿ министерствин Тĕп аттестаци комиссийĕ ăна тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн истори наукисен докторĕн ученăй степеньне иккĕмĕш хут панă. 1950 çулсенче этнограф 2217 ваттисен сăмахĕнчен тăракан «Пословицы чувашского народа» тата революцичченхи чăваш халăх юмахĕсен пуххисене хатĕрлесе çитернĕ. Юмахсен кĕнеки 1960 çулта пичетленнĕ.

Пултаруллă ăсчах 1961 çулхи чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Хусанта пурнăçран уйрăлнă.

Н.Никольский ĕçĕсем паян та пĕлтерĕшне çухатман. Вĕсем - Чăваш Ен ăслăлăхĕн, культурин, экономикин аталанăвĕн çирĕп никĕсĕ. Хальхи вăхăтра Муркаш тата Элĕк районĕсенчи ялсенчи урамсем, Шупашкарти проспект, педагогика колледжĕ мухтавлă ентеш ячĕпе хисепленеççĕ.

 О.ВАСИЛЬЕВА

 

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика