Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăсчах пурнăçне пĕлетпĕр-и?

20 мая 2013 г.

«Хыпар» хаçат редакцийĕ, Муркаш район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕ тата Сосновкăри Н.В.Никольский ячĕллĕ вăтам шкул пĕрле чăвашсен пĕрремĕш профессорĕ, «Хыпар» хаçат никĕслевçи, ăсчах, этнограф, историк Н.В.Никольский çуралнăранпа 135 çул çитнине палăртса ака уйăхĕн 1-27-мĕшĕсенче «Н.В.Никольский - пирĕн паллă ентешĕмĕр» виртуал викторина-конкурс ирттерчĕç. Унта республикăри шкулсен 5-11 класĕсенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Вĕсем Николай Васильевичăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ыйтусене хуравларĕç. Жюри членĕсем 90 ытла ĕçе хак­ларĕç, çĕнтерÿçĕсене икĕ ушкăнра палăртрĕç.

5-8 классен хушшинче Муркаш районĕнчи Çатракасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Игорь Димитриев /8 класс/ пуринчен те нумайрах балл пухма пултарчĕ. Игорь ыйтусене туллин хуравланă çеç мар, вĕсене сăн ÿкерчĕксемпе те пуянлатнă. Унăн ĕçĕпе Сосновка шкулĕн сайтĕнче /www.sosn-mor.au.edu.cap.ru/ паллашма пулать. Иккĕмĕш вырăнта - Алиса Федорова /Муркаш районĕ, Ильинка/, Арина Васильева /Комсомольски районĕ, Хирти Мăнтăр/, Мария Долгова /Шупашкар хули, 53-мĕш шкул/. Виççĕмĕшсем - Анна Захарова /Патăрьел районĕ, Тури Туçа/, Лейла Игнатьева /Муркаш районĕ, Юнкă/, Роман Мамуткин /Комсомольски сали, 1-мĕш шкул/.

9-11 классенче вĕренекенсен йышĕнче Надежда Димитриева /Муркаш районĕ, Çатракасси/ çĕнтерчĕ. Сергей Моторкин /Муркаш районĕ, Юнкă/, Ксения Козлова /Комсомольски районĕ, Шурут/, Валентина Фролова /Шупашкар хули, 49-мĕш шкул/ иккĕмĕш вырăн йышăннă. Виççĕмĕш вырăнта - Диана Моисеева /Çĕрпÿ хули/, Екатерина Чернова /Шупашкар хули, 20-мĕш шкул/, Павел Ферапонтов /Элĕк районĕ, Мăн Карачура/.

Викторина-конкурс çĕнтерÿ­çисене дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысланă.

«Хыпар» хаçат редакцийĕ çавăн пекех Роза Алексеева /Вăрнар районĕ, Уйкас Юнтапа/ тата Владимир Егоров /Элĕк районĕ, Шураç/ пенсионерсене, Людмила Никифорова тата Галина Керукова вĕрентекенсене /Шупашкарти 49-мĕш шкул/ Н.Никольский пултарулăхĕпе тата кун-çулĕпе кăсăкланнăшăн, конкурса хутшăннăшăн тав тăвать.

Дипломсене тата Тав хучĕсене «Хыпар» хаçат редакцине /Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13 çурт, 3 хут, 312 пÿлĕм/ килсе илмелле. Ыйтса пĕлмелли телефонS 8/8352/ 56-00-67. Малти вырăнсене тухайманнисене конкурса хутшăннине çирĕплетекен сертификат параççĕ.

В.БАГАДЕРОВА

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика