Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шупашкар пасара чĕнет

06 октября 2004 г.

 

Кĕр çитрĕ, Пукрав çывхарать. Çавна май çу каçа мĕн туса илнипе те çирĕп кăмăлпа савăнма пулать, кун пек чухне тухăçа ыттисене кăтартма та юрамалла. Ахальлĕн хирти пÿлмере мар теççĕ Те, паян ял хуçалăх продукцийĕ йăлтах пÿлмере темелле. Çакна шута илсе ЧР Президенчĕн «Чăваш Республикинчи ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсен продукцине сутасси-туянассине лайăхлатмалли мерăсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн ЧР Ял хуçалăх министерстви Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисен пасарĕсенче октябрь-ноябрь уйăхĕсенче ял хуçалăх продукцине сутмалли йăлана кĕнĕ  ярмврккăна (шăматсемпе вырсарнисенче) ирттерет. Çитес вырсарни кун, октябрĕн 10-мĕшĕнче, ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра  ĕçлекенсен кунĕ пулнăран малтанхи суту-илÿ ярмарккисем октябрĕн 8, 9, 10-мĕшĕсенче иртеççĕ. Çавна май район администрацийĕ Хамăр тăрăхри пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене, ял çыннисене çав суту-илÿ ярмарккисене активлă хутшăнма чĕнет. Чĕнĕве йышăнакансем октябрĕн 9-10-мĕшĕсенче Шупашкарти !Çурçĕрти пасар» тата «Калинка» пасарсенче (Муркаш районне çавсене çирĕплетнĕ) сутуçăсен ретне тăма пултараççĕ. Суту-илÿ ярмарккине аш-пăшпа та, ÿсен-тăран продукцийĕпе те, йывăç тĕмсемпе те хутшăнма пулать. Кĕскен каласан: хула-ялшăн, ял-хулашăн.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика