Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçпа тан пыраççĕ Шатракассинче, савăнăç шкул

06 октября 2004 г.

 

Илемлĕ те илĕртÿллĕ вырăнта вырнаçнă Шатракассинчи тĕп шкул. Ретĕн-ретĕн лартса тухнă йывăçсен аллейипе утнă  майăн кăмăл та çĕкленет. ЧР Президенчĕ 2005 çула хăйĕн черетлĕ указĕпе Парксен тата садсен çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Çакна та палăртма кăмăллă: кунти коллектив илемлĕхе, эстетикăна питĕ лайăх туйса тăрса ăна пурнăçа кĕртсе пырать. Юлашки вăхăтра груша, улмуççи, чие, чăрăш, сирень пирамида евĕр тирексем нумай лартса хăварнă, Президент указĕ тухичченех çак тĕллеве пурнăçлама тытăннă.

Вăл анчах та мар-ха. Кунта шкул кашни ачашăн иккĕмĕш тăван кил пултăр тесе тăрăшаççĕ. Калас пулать, ку енĕпе те япăх мар ÿсĕмсем тăваççĕ. Çакна çирĕплетме пĕр тĕслĕх илсе кăтартас килет. Çуллахи каникул кунĕсенче кунта «Вĕрентÿ ĕçĕн тытăмĕпе пĕлтерĕшĕ улшăнса пынине кура хальхи шкулсенче архитектурăпа дизайна йĕркелесси» темăпа шкул директорĕсемпе ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен пĕрлехи семинар-канашлăвĕ иртрĕ.

Чи малтанах унта хутшăннисем Шатракассинчи тĕп шкула çитсе курчĕç. Кунта курмалли, интересли сахал мар пулчĕ. Мĕн пытармалли, районти хăш-пĕр вăтам шкулсенче коридорсемпе фойесем пуш-пушă, стенисем те çап-çара, тăлăххăн курăнса лараççĕ. Шатракассинчи тĕп шкулта вара ĕçе юратакан, хăйсен хакне пĕлекен, тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан педагогсем ĕçлени куçкĕретех. Аякран килсе мĕн те пулин туса парасса кĕтсе лармаççĕ вĕсем, ĕçре яланах çĕннине шыраççĕ. Ачасене лайăх вĕренсе тарăн пĕлÿ илме условисем пулччăр тесе тăрăшаççĕ. Шкулăн çĕнĕ çуртне 1994 çулта хута янă, унтанпа шăпах 10 çул çитрĕ.

Коридорсенче те, классенче те хăтлă. Икĕ хутĕнче те чĕрĕ кĕтессем пур. Çакă ачасен тавракурăмне, пĕлĕвне ÿстернипе пĕрлех вĕсене ÿсентăрансемпе чĕрчунсене мĕнле пăхмаллине, ачасен эстетика туйăмне çирĕплетме пулăшатть, тăван тавралăха упрама вĕрентет. Иккĕмĕш хутра ачасем хăйсен вăйĕпе хатĕрленĕ тĕрлĕ изделисен тата канцеляри таварĕсен магазинĕ, музей пур. Коридорта музее кĕмелли эрешлĕ крыльца уйрăмах илĕртÿллĕ курăнса ларать. Хăйсен вăйĕпех ăсталанă ăна кунти маçтăрсем. Сăмах май каласан, çакна паян ырламалла кăна. Мĕншĕн тесен хальхи шкул вăл – ялти социаллă культура центрĕ.

Шатракассинчи тĕп шкул хăйĕн пурнăçри пĕлтерĕшне лайăх ăнланать. 108 ача валли туса хута янă шкулта хальхи вăхăтра 105 ача, вĕсенчен 14-шĕ - кĕске вăхăтлăх садик ушкăнне çÿрекенсем. Ăна иртнĕ çулта уçнă. Калас пулать, педагогсем пурте опытлăскерсем, хăйсен ĕçне чунтан парăннă, пысăк квалификациллĕ специалистсем. Коллективри 16 педагогран 4-шĕн – 1-мĕш категори, 12-шĕн - 2-мĕш категори. Çамрăк специалистсем иккĕн ĕçлеççĕ. Вĕсенчен РФ тата ЧР Вĕрентÿ министерствин грамотине илнисем – 11 учитель.

Шкулти ачасенчен 60 проценчĕ ытла «4»  тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ. Кунта вĕсене вĕренме условисем çителĕклĕ, пурнăçпа техника бази те çулсерен пуянланса пырать. Компьютерсем, телевизорсем, видеокамера, графопроектор, лингафон кабинечĕ, магнитофон, музыка центрĕ т. ыт. те пур шкулта. Библиотекăра та кĕнеке фончĕ 10 пин ытла. Ахальтен мар ĕнтĕ кунти шкула «савăнăç шкулĕ» теççĕ. Ачасем тăрăшса вĕренни коллектив пĕр-пĕрне ăнланса, туслă ĕçлесе пурăнничен те нумай килет. Пĕр пысăк туслă çемьери пек ĕçлесе пурăнаççĕ кунта. Ачасем учительсене, педагогсем вĕренекенсене  ăнланни те вĕрентÿ ĕçĕнче пысăк пулăшу. Пĕр-пĕрин хушшинче тÿрккеслĕх, сасă хăпартса хыттăн калаçни те çук шкулта. Çакă ку коллективри кашни çынна хăйне лăпкăн туйма, умри тĕллевсене çирĕппĕн пурнăçлама май парать. Ачасем те хăйсене хисепленине, вĕсене ыррине кăна суннине лайăх курса-туйса тăраççĕ.

Çакна палăртса хăвармалла. Шатракассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул «Çулталăкри шкул» ятпа ирттерекен районти конкурсра яланах малти вырăнсене йышăнса пырать. Ĕçне кура – хисепĕ. Кăçал, сăмахран, çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленнин итогĕсемпе, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем хушшинче Шатракасси шкулĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Ачасене апат çитерме пахча çимĕç те, тĕрлĕ консервăсем те çителĕклĕ хатĕрленĕ, витаминлă салатсем те кашни кунах параççĕ.

Кăçал - Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ. Шатракассинчи тĕп шкулта ачасен сывлăхне упрасси тата çирĕплетесси çине кашни çулах тимлĕх пăхаççĕ. Кашни ирех уроксем пуçланиччен ачасемпе зарядка тăваççĕ. Пысăк тăхтав вăхăчĕ те 40 минута пырать. Ачасем ун чухне уçă сывлăшра футболла, баскетболла выляççĕ, тĕрлĕ хускануллă вăйăсем та аякра юлмаççĕ.

Çак кунсенче Шатракассинчи тĕп шкул хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет. 1904 çулта Шатракассинчи чиркÿ çумĕнче пĕр класлă пуçламăш земски училище уçаççĕ. Шкул уйрăм çуртра пулнă, çурчĕ йывăçран, никĕсĕ кирпĕчрен пулнă, тăррине тимĕрпе витнĕ. Вăл çурт ку таранчченех упранса юлнă. Çулсем иртнĕçемĕн унта вĕренекен ачасен хисепĕ  ÿссе пынă. Каларăмăр ĕнтĕ, 10 çул каялла шкулăн ик хутлă çĕнĕ çуртне хута янă. 100 çул. Сахал-и е нумай-и вăл; Этемшĕн нумай – пĕр ĕмĕр. Çĕр çула çитекенсем вара пирĕн хушăра нумаях мар. Анчах шкул иртнĕ çĕр çул хушшинче пиншер ачане вĕрентсе воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнине шутласан, сахалах та мар.

Тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ педагогсем вĕрентнĕ ачасене. Паллах йывăрлăхсем те сахал мар пулнă. Паян ветеран-педагогсен аса илĕвĕсене хумханмасăр итлеме май çук.

Лазарь Николаевич Ярдыков 1968-1974 çулсенче çак шкулта директор пулса ĕçленĕ. Акă мĕнле аса илет вăл çав çулсем пирки: «Эпĕ çак шкулта 1955 çулсенчех ĕçленĕ. Кунта эпир Виктор Васильевич Соколовпа ĕçлеме килтĕмĕр, иккĕн те каччăсем пулнă. Класс пÿлĕмĕсене вутă хутса ăшăтаттăмăр. Техничкăсене ĕçлеме питĕ йывăрччĕ. (В.С. Башмакова, А.И. Кокшаева ĕçлетчĕç ун чухне). Эпĕ вĕсене питĕ шеллеттĕм, вĕсен ĕçĕ шуçăмран пуçласа каç сĕмĕчченех тăсăлатчĕ. Шкул çурчĕ, чиркĕве ватса майлаштарнăскер, ăшшине те тытмастчĕ. Директорăн вара темле пулсан та учительсене вутăпа тивĕçтермеллеччĕ, хăть кирек ăçтан туп! Учительсем питĕ хастар ĕçлетчĕç, нимĕнле йывăрлăхран та хăрас-ÿкĕнсе тăман».

Вера Сергеевна Замкова аса илĕвĕсем те кăсăклă: «Эпĕ кунта 1942 çулхи августăн 15-мĕшĕнчен пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшрăм, 35 çул пĕр вырăнта ĕçлерĕм. Учительсем çителĕксĕр пулнипе хамах биологипе те, химипе те вĕрентеттĕм. Каярахпа нимĕç чĕлхине те вĕрентме пуçларăм (килĕшетчĕ вăл предмет мана). Эпĕ хам географипе истори учителĕ. Пионер вожатăй пулса та нумай çул ĕçлерĕм.

Мăн çул тăрăх Кĕтерне патша ларттарнă хурăнсене касса, сĕтĕрсе е лавпа тиесе килсе хутаттăмăр шкул кăмакисене. 1943 çулта йăлăмра ачасемпе çу вăхăтĕнче 200 кубла метр вутă хатĕрлерĕмĕр. Мария Николаевна Плотниковапа (иккĕн те хĕрсемччĕ) 7 класра вĕренекенсене ертсе кайрăмăр, ĕç калăпăшне кура унтах çу каçма тиврĕ. Ĕçĕ, паллах, çăмăл пулман, анчах унтан та ытларах шăни-пăванĕ, ÿпри канăç памастчĕç, çăвар уçма та çукчĕ. Ÿпле çумĕнче вут хурса курăксемпе апат пĕçереттĕмĕр, çĕр улми те çителĕклĕ пулман. Çăкăрĕ пирки асăнас те килмест, хывăхран кăначчĕ вăл.

Çав вăхăтра ачасене шкулта апат çитермен. Кам мĕн чиксе пыма пултарнă, çавăнпа майлашкаласа пурăннă. Ытларах паранкă, крахмал икерчисем çиетчĕç. Ачасен тумтирĕсем те килте тĕртнĕ тăла пиртенччĕ. Саплăк çине саплăк ан лартăр-ха, апла хитре мар, çиппине вĕттĕн тирсе çĕлĕр-ха, илемлĕрех курăнтăр, - тесе вĕрентеттĕм ачасене. – Эпир, хĕрсем, шурă пир пирĕнчен юбка-кофтăсем  çĕлесе тăхăнаттăмăр. Вăрçă кĕрленĕ вăхăтра эпĕ учительсем хатĕрлекен училищĕре вĕреннĕ. Пире йăлăм енне оборона окопĕсем чавма илсе каятчĕç. Пĕррехинче нимĕç самолечĕ Шупашкар çине бомбăсем те пăрахрĕ, пирĕн çине лекеймерĕ. Çĕршывăмăр пирĕн ĕçе тивĕçлипе хакларĕ: орден-медальсем парса чысларĕ, - сÿтрĕ Аса илÿ çăмхине ветеран.

Мĕн калăн, сахал мар йывăрлăхсем тÿсме тивнĕ вĕсене. Хăйсен ĕçне, ачасене юратни çав йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулăшнă. Паянхи учительсем те хăйсем умĕнче тăракан яваплă задачăсене лайăх ăнланаççĕ. Шатракассинчи педагогсем шкулăн ырă йăли-йĕркисене çирĕп тытса пыраççĕ, ĕçре самаях сумлă ÿсĕмсем тăваççĕ. Шкулта методика пĕрлешĕвĕсем 4 ĕçлеççĕ: пуçламăш классен (ертÿçи 2 категориллĕ учитель С.А. Терентьева)* чĕлхене вĕрентекенсен (ертÿçи 1 категориллĕ учитель Т.П. Грачева)* математика циклĕн учителĕсен (ертÿçи 2 категориллĕ учитель Р.С. Степанова)* культурăпа искусство учителĕсен (ертÿçи 1 категориллĕ учитель Г.В. Смирнов). Вĕсем хăйсен ларăвĕсенче вĕрентÿ ĕçне лайăхлатассипе çыхăннă нумай ыйтусене сÿтсе яваççĕ, уçă уроксем те итлеççĕ.

Педагогсен коллективĕ хăйсен умне лартнă задачăсене ăнăçлă пурнăçласа пырать. Кашни ачана вĕрентме тивĕçлĕ условисем пулччăр, вĕсем тĕрлĕ енлĕ аталанса тарăн пĕлÿ илччĕр тесе тăрăшаççĕ шкулта.

Çакна пур енчен те лайăх курма пулать. Сăмахран, математика учителĕ Р.С. Степнова, вырăс чĕлхине вĕрентекен Т.П. Грачева, историпе географи учителĕ Н.В. Обручникова уроксенче ачасене тĕрлĕ йывăрлăхлă заданисем парса вĕсен пĕлÿ шайне, пултарулăхне палăртса уйрăмшаррăн ĕçлеççĕ. Математика олимпиадинче «5» паллăсемпе кăна вĕренекен А. Сергеев 3 вырăн йышăнма пултарнă.

Ачасем кружоксенче те хăйсен пултарулăхне нумай аталантараççĕ. Йывăçран эрешлесе касса тĕрлĕ япаласем хатĕрлекен кружока 1996 çултанпа ĕçлет. Ăна хăйĕн ĕçне чунтан парăннă, пултаруллă, ăста специалист Г.В. Смирнов ертсе пырать. Георгий Витальевич иккĕмĕш хутри музея кĕмелли крыльцана та хăй ăсталанă. Хăйсен кружокĕнче хатĕрленĕ изделисене нумай выставкăсене, конкурссене тăратса сахал мар. Хисеп грамотисене, дипломсене тивĕçнĕ. Кăçал та 4 конкурса хутшăннă. Унăн ывăлĕ те хăйĕн çулĕпе кайнă. Вĕренекенсен проекчĕсен конкурсне хутшăнса май уйăхĕнче 1 вырăн çĕнсе илнĕ. Андрей Сергеев, Денис Потрясилов, Андрей Терентьев, Петр Ильин т. ыт. те ку кружока çÿресе хăйсен тĕрлĕ ĕçĕсене тĕрлĕ çĕре тăратса дипломсене тивĕçнĕ т. ыт. те.

Н.Н. Назарова ертсе пыракан кружокра вăтам классенчи хĕрачасем çĕвĕ ĕçне вĕренеççĕ, тĕрлĕ изделисем çĕлесе выставкăсене хутшăнаççĕ, çĕленĕ кĕпесене хăйсем те хаваспах тăхăнса çÿреççĕ.

Н.В. Обручникова, О.А. Вишнева ертсе пынипе вĕренекенсем тĕпчев ĕçĕсене хутшăнаççĕ, çывăхри ялсенче историпе краеведени музейне валли материалсем пухаççĕ.

Çакна та палăртма кăмăллă. Шкулта ăнланулăхпа лăпкăлăх хуçаланни пурин кăмăлне те тивĕçтерет. Унсăр пуçне, тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене ирттерни те коллектива пĕтĕçтерме, туслăха çирĕплетме нумай пулăшать. Шкул команди районти ăмăртусене те активлă хутшăнать.

Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет. Кунта вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕсем шкулăн тата педагогсен коллективĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă. Ачасене вĕренме лайăх условисем пулни, шкул пурнăçпа тан пыни вĕсене савăнтарать. Хăйсен ывăлĕ-хĕрĕсене тĕрлĕ енлĕ ăсталăха вĕрентни, пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрлени, паллах, пурне те килĕшет. Çапла тулли пурнăçпа пурнăçса ачасене тарăн пĕлÿ парса, вĕсене валли малашлăх çулне уçса кĕтсе илет хăйĕн 100 çулхи юбилейне Шатракассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн, савăнăç шкулĕн, коллективĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика