Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйсăрланатпăр-халсăрланатпăр та, кайран...

06 октября 2004 г.

 

Ял хуçалăх отраслĕ йывăр лару-тăрурине куçсăр-хăлхасăр çын кăна курмасть. Ял хуçалăх производство кооперативĕсенчен, ытти формăпа йĕркеленнĕ хуçалăхсемпе пĕрлешÿсенчен, акционер обществисенчен т. ыт. те нумайăшĕ паян шывран туртса кăларса шăрăха (хĕвел çине) пăрахнă пулнă пекех сывлать. Туса илнĕ продукци йÿнĕ хакпа сутăнни, унăн хисепĕ чаксах пыни,хуçалăхсене çав тери кирлĕ техника, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, çапас пайсем тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа хакланни пăвсах лартать. Пĕр шутласан, патшалăх ял хуçалăхнечикелентерсе ярас политикăна тытса пырать текен шухăш патне те çитсе тăратăн.

Çакăн пек лару-тăрăва кĕрсе ÿкнисенчен пĕри – «Юнга» ООО агрофирма (чикĕллĕ яваплă пĕрлешÿ). Асăннă хуçалăх ятне, унăн пĕлтерĕшне улăштаракан-ылмаштаракан хăй вăхăтĕнче тăп-туллиех пулчĕç. Ячĕ нумай хутчен улшăнчĕ-ха, хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ кăна малалла тĕпленеймерĕ, вăл ниепле те малалла туртăнаймарĕ. Юнкă тăрăхĕнче паян тĕрлĕ сăмах-юмах çÿрет. Хуçалăхăн тĕп туприне сутса янă-мĕн, хуçалăхра ĕмĕрĕпе ĕçлесе пурăннисене яка пăр çине кăна лартса хăварнă, хуçасем мĕн тума шутлаççĕ - çавна тăваççĕ Те. Çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне пыма редакцине килекен шăнкăравсем те, çав тăрăхра пурăнакансем пĕр хутчен кăна мар кĕрсе калани те вырăнти лару-тăрупа çывăхрах паллашмашкăн çула тухма хистерĕ.

Тĕлĕнмелли, ăша хывăнса чуна ыраттараканни куç тĕлне тÿрех курăннинчен тĕлĕнме кирлех те мар-тăр. Çулпа иртсе пыракан Е. Андреев яч. хис., «Оринино», «Передовик» хуçалăхсен уйăĕсенче «хурçă утсем» кĕрхи çĕртмере хуçаланнă пулсан, «Юнга» хуçалăхра пухса-тирпейлесе илнĕ тыр-пул пуссисене пĕрне те трактор плугĕсем аялтан-маялтан çавăрттарса хурайман-ха. Урăхла каласан, хуçалăхра кĕрхи çĕртме  тăвасси çине тĕлĕнмеллех алă сулнă. Хуçалăх кăçал кĕр тыррисене пĕр гектар та акман. Кăçал 200 гектара хăн çĕре пачах та сухаламан уйсене пăхсан хăрасах ямалла: çакăн пек çум курăк вăрри тăкăнса-ашкăрса ÿсмешкĕн лайăхрах условисем урăх çук та, пулма та пултараймаççĕ. Юнкă тăрăхĕнче хăй вăхăтĕнче уй-хирте вăйлă ял хуçалăх  культурисем çитĕнтерессишĕн  чунне панă, вăй-халне шеллемен, чир-чĕре, ытти сăлтавсене пула «леш тĕнчене» ăсаннисем паян чĕрĕлсе тăрсан хальхи ăрурисене мĕн калĕччĕç-ши; Намăс ытамĕнчен хăтăлма вĕсене питех те йывăр пулĕ.

Район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн тĕп агрономĕпе А.И. Павловпа, тĕп инженерĕпе А.В. Казамбаевпа хуçалăхра авăн уйăхĕн  юлашки кунюнче, сентябрĕн 30-мĕшĕнче пултăмăр. Куç умне тухса тăнă ÿкерчĕк чуна витермеллескер. Эпир пулнă кун тĕлне хуçалăх уй-хирĕсенче пуçтарса-вырса илмен 34 гектар сĕлĕ, 42 гектар вика, 80 гектар урпа, 30 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем хăмăлтахчĕ. 14 гектар çинчи «иккĕмĕш çăкăр» лаптăкне те ку таранчченех ĕç аллисем çитменччĕ. Ĕç алли тенĕрен, хуçалăх ертÿçи Александр Валерьевич Матвеев вĕсене Юнкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул ачисене кăна курнине пĕлтерчĕ. Уй-хир бригадисенче ĕçе тухакансен хисепне палăртма икĕ алăри пÿрнесем те ытлашшипех-мĕн. Лайăх çанталăк тăрсан, çĕр улмине пухса тирпейлеме виçĕ-тăватă кунран ытла кирлех те мар, анчах та çак культура пысăк тухăçпа савăнтармасси халех паллă. Акса çитĕнтернĕ 590 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕсенчен паянхи куна 450 тонна тĕш тырă çапса тĕшĕлени те тухăç мĕн чухлĕ Пулнине лайăхах çирĕплетет. Тырă вырма хуçалăхăн виçĕ уй-хир карапĕ Кăна хутшăннă, тепрĕ Икĕ комбайна «Колос» хуçалăхран явăçтарнă. Уй-хир карапĕсене вырмана кирлĕ пек юсаса хатĕрлейменни, çунтармалли-сĕрмелли материалсем енĕпе тухса тăнă йывăрлăхсем ĕç çине вăраха тăсса янă та. Çитес çул акма çуртри вăрлăхĕсем хатĕрлессипе пуçа усмасăр тăрăшни вара ырă енлĕ сăн ÿкерчĕк. Кĕлетсене хатĕрлесе кĕртнĕ 200 тонна çурхи тулă, 35 тонна урпа, 12 тонна пăрçа, 1 тонна культура вăрлăхĕсем мĕн чухлĕ Те пулин лаптăка шуратса хăварма çитмеллех. Нумай çул ÿсекен курăксен вырса илмен 400 гектара яхăн лаптăкĕнчен вара тухăç-тупăш илме майсем пулмаллахчĕ ĕнтĕ.

Хуçалăх учредителĕн Александр Геннадьевич Галковăн аталану утăмĕсемпе пырас тĕллевĕсем пирки калама йывăртарах. Уйрăмах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç отраслĕнче. Паянхи куна хуçалăхăн сĕт ферминче сумалли ĕнесем 45 пуç кăна юлнă, малтанхи вăхăтра вĕсен шучĕ 400 пуç тарана та çитнĕ. Халĕ усрама-тытма мĕн пур условисем пур комплексра пĕтĕмпе те 106 пуç выльăх тăни камăн кăмăлне çĕклĕ ĕнтĕ. Хуçалăхра Çармăçкассинчи сысна ферминче юлнă 128 пуç сысна та ăнтăлу патне хавлантаракан самант мар. Хуçалăх ертÿçисемпе йĕркелÿçисем малашне Венгрирен вăкăрсем илсе килсе марăтса ÿстересшĕн, анчах çакна валли каллех çирĕп никĕс кирлĕ, тĕрĕс шмалашлăха пăхма пĕлни те. Выльăх апачĕ Хатĕрлес енĕпе кăçал япăх мар тăрăшнă, анчах унăн пахалăхĕ Шанчăклине çирĕплетсе калама йывăртарах.

«Юнга» агрофирмăн малашлăхĕ пысăк-ши; Шута илсе танлаштармалли цифрăсемпе фактсем пур. Паянхи куна хуçалăхра производствăна тÿреммĕнех хутшăнакансем 118 çын шутланаççю (иртнĕ çулхи хисепĕн 54,4 проценчĕ чухлĕ). Кăçалхи пĕрремĕш çур çул итогĕсем тăрăх ĕç укçине тÿлессин парăмĕ 4,2 уйăхпа танлашнă. Аванс шучĕпе  çынсене укçапа саплаштарнă-ха, натура шучĕпе улăм, тырă панă. Çулталăкăн малтанхи ултă уйăхĕнче аш-какай реализацилесси (чĕрĕ виçепе) иртнĕ çулхи çак тапхăрăн 23,5 проценчĕпе, сĕт сăвасси 44,1 процентпа танлашни такама та шутлаттармаллах. Продукци реализациленинчен илн 509 пин тенкĕ укçа (иртнĕ çулхи шайăн 20,4 проценчĕ) кама тивĕçтермеллескер ĕнтĕ.

Паян хуçалăхра ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартас тĕлĕшпе нимĕнле тăрăшулăх-ăнтăлу та çук. Хăй вăхăтĕнче вара Юнкăсем ку енĕпе районта чи маттуррисенчен пĕрисемччĕ.

Хуçалăхăн пĕтĕмĕшле ĕçне-хĕлне пур енлĕн хаклама пĕрре те çăмăл мар. Çакăн пекех пырсан вăл лайăхланса пырас туртăмли кăна паллă. Ку вара çак тăрăхра пурăнакансене, хуçалăхра вăй хуракансене тивĕçтерĕ-çырлахтарĕ-ши;..

Паллах, хуçалăхра пулнă кунранпа улшăнусем кăштах та пулин сисĕмленни пирки иккĕленес килмест. Анчах тĕплĕ улшăнусем пулса иртни тĕлĕшпе те шанчăк сахалтарах.

.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика