Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулсене хăрушсăрлатма

06 октября 2004 г.

 

Çитес çул Раççей бюджетĕнчен «Хăрушсăрлăхсăр вĕрентÿ учрежденийĕ» программăна пурнăçлама 570 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Çакăн çинчен Федераллă вĕрентÿ агентствин пуçлăхĕ Григорий Балыхин пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх, укçа «сулахаялла» каймĕ, унпа «адреспа» усă кураççĕ.

Федераллă бюджетран çак тĕллевпе уйăракан укçа-тенкĕ кирлин 50 проценчĕпе кăна танлашать. Ыттине районсен уйăрмалла пулать.

Вĕрентÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çĕнетме  çитес çулхи бюджетра  7 миллиард тенкĕ пăхнă: 4 миллиарчĕ – тĕпрен юсама, 3 миллиарчĕ - çĕнĕ оборудовани туянма. Финанс министерстви тата 3,6 миллиард уйăрнă. Вăл тĕпрен илсен аслă шкулсене каять.

Педагогсен квалификацине ÿстерме  120 миллион тенкĕ палăртнă. Çывăх вăхăтра вăтам вĕрентÿ учрежденийĕсенчен çуррине регионсене параççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика