Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ

29 сентября 2004 г.

     Савăнмалли самантсем пурнăçăмра ахаль те нумай мар. Çапах та чуна илĕртекенни пурах. Вăл сăвă-юрă тĕнчи, кĕвĕ-çемĕ асамлăхĕ. Ялан унталла туртать. Ун ытамне лексен вара... эпĕ пурин çинчен те манатăп, хама телейлĕн туятăп.

Москакасси тăрăхĕнчи Вăрманкас Хачăк ялĕнче çуралса ÿснĕ Ирина Кораблевана та юрă-кĕвĕ тĕнчин асамлăхĕ хăй ытамне илсе чунне тыткăнланă. Паян вара унăн пултарулăхне кăмăллакансене савăнăçлă хыпар пĕлтерме хавас - Иринăн "Эп ăшă çумăр" ятлă пĕрремĕш магнитоальбомĕ тухрĕ. 12 юрă кĕртнĕ вăл унта. Хăех сăвăсем çырать, сăввисемпе юрăсем кĕвĕлет, хыççăн шăрантарать та шăрантарать вĕсене. Апла пулсан Ирина - юрăç, сăвăç, композитор. 

Паян вара вăл хăй чунри савăнăçне пирĕнпе пайлама шутларĕ.

- Ирина, туятăп, куратăп санăн кăмăлсем хавас, куçусем çиçеççĕ... Саламлама юрать-и-ха вара сана;

- Саламлама пултаратăр. Анчах... савăнма иртерех пулĕ. Ку манăн ĕçĕн пуçламăшĕ кăна-ха. Çапах,  темле пулсан та, эпĕ хама паян телейлĕ туятăп.

- Мĕн хистерĕ-ха сана эстрада çулĕ çине тăма, çăмăлах пулмарĕ пулĕ хăвăн пĕрремĕш магнитоальбома кăларма;

- Çăмăл мар, паллах. Йăлтах хăвăнтан килет. Хамăн пĕтĕм вăя пухса, чăтăмлăхпа тăрăшулăха пĕр çĕре пуçтарса пикентĕм эпĕ çак ĕçе. Шутлама пултарайман япаласем пулма пуçларĕç манăн пурнăçăмра. Тен, малтан, ытла айван пулнă-ши эпĕ, е, хамăн вăя шанман... Калама йывăртарах. Тĕлĕкре курăнман мана пысăк сцена çинче юрлани. Халĕ, акă, чăн-чăн пурнăçăмра мана унта юрлама тиврĕ. Олег Кăйкăр, Стас Владимиров тата ытти эстрадăн çÿлти картлашкисем çинче пыракан çăлтăрсемпе паллашма, вĕсемпе сцена çинче юрлама, савăнма.

Мĕнле çырăнаççĕ-ха ман юрăсем; Ăнсăртран. Мана мăшăрăм, ывăлăм, анне, тăван-пĕлĕш, тус-юлташ юратнăран, çавăн пекех эпĕ вĕсене чунтан савнăран тухаççĕ çак йĕркесем. Эпĕ хама питĕ хĕрÿ чунлă çын тесе шутлатăп. Пĕтĕм шалти капланса килнĕ туйăмсене, шухăшăмсене эпĕ юрăсенче кăларатăп. Тăван яла, тавралăха, пурнăçа юратни те манăн юрăсенче аван курăнать.

- "Юрату хăвачĕпе пурăнатпăр çĕр çинче", - çак сăмахсем пур санăн пĕр юррунта. Кунпа эпĕ те санпа килĕшетĕп. Çапах мĕншĕн-ха çак вĕри туйăм пĕрремĕш вырăнта санăн юррусенче; Мĕн вăл сан шутпа юрату;

- Юрату хăвачĕпе çуралнă эпĕ çĕр çине, çак вĕри юрату туйăмĕ çуратрĕ те ĕнтĕ манăн юрăсене. Тĕлĕнмелле асамлă туйăм вăл - юрату. Çак хăватлă туйăм пулман пулсан, ман юрăсем те çуралма пултараймĕччĕç çĕр çине, эпĕ те пулмăттăм, таса сывлăшпа сывлаймăттăм, илемлĕ юрăсем шăрантараймăттăм. Юрату вăл маншăн - çут тÿпе, çăлтăрсем, тасалăх, пуласлăх. Çавăнпа та хам юррăмсенче те манăн çак туйăм пĕрремĕш вырăнта.

Характерпа та эпĕ хама вăйлă тесе шутлатăп. Нихăçан та пуçа усмастăп. Темле йывăр пулсан та малран-мала кайма тăрăшатăп.

- Никамшăн та вăрттăнлăх мар, çак ĕçре камăн та пулин пулăшăвĕ кирлех. Кама тав сăмахĕ каласшăн;

- Çак альбома хатĕрлесе, çутта тухма пулăшакансене пурне те пысăк тав сăмахĕ калатăп. Аранжировщиксене Илья Зайцевпа Леонид Соловьева, сасă режиссерне Виктор Дмитриева питĕ пысăк тав. Тав сăмахĕ манăн юратнă çывăх çыннăмсене: аннене - Мария Васильевна Кораблевана, мăшăрăма - Олега. Çавăн пекех Мăн Сĕнтĕр библиотекинче пĕрле ĕçленĕ Вера Михайловна Зайцевана, Москакасси Культура çурчĕн директорне Галина Георгиевна Голубевана чĕререн тав тăвас килет. Çак çăмăл мар ĕçре пулăшса пынисене пурне те çĕре çити пуç тайса тав сăмахĕ калатăп.

Маларах каларăм ĕнтĕ, ку манăн творчество ĕçĕнчи ĕç пуçламăшĕ кăна-ха тесе. Çавăнпа та малашне те районăмăр ырă çыннисем мана ăнланса пулăшса пырасса эпĕ шанса тăратăп. Тата çакна каласа хăварам: эпĕ суйласа илнĕ çул - ку вăл манăн çул, çак çул мана килĕшет, чун юрлать, пурнас килет. 

- Хăвна "çăлтăр" теме хăюлăх çитеретĕн-и-ха... Çăлтăрсем вĕсем тÿпере, эсĕ хальлĕхе çĕр çинчех-ха...

- Çак çĕр çинчен манăн тÿпенелле кармашма вăй-хăват çитермеллех. Хамшăн эпĕ яланах "çăлтăр". Малашне те сывлăхлă та чăтăмлă пуласчĕ. Ман умран ырă çынсем куç хупса ан иртччĕрчĕ.  

- Ах, мĕн тери хăюллăн калаçать. Кун пек эсĕ, чăнах та, ниçта та маххă парас çук. "Ирина Кораблева. Юрăç, сăвăç, композитор. Эп ăшă çумăр" çакăн пек çырнă санăн кассета хуплашки çине. Манăн вара ун çумне çакна хушса калас килет: "Ăшă çумăр хыççăнхи асамат кĕперĕ". Çумăр хыççăнхи асамат кĕперне курнă-и эсир; Тĕрлĕ тĕслĕ сăрпа сăрланнă пĕккисем еплерех илемлĕн çуталса  хăй патне туртаççĕ. Çак асамат кĕперĕн кашни тĕсĕ, Ирина,  сана пултарулăхра телей, савăнăç, юрату парнелеччĕр. Сана çынсем юратчĕр, илемлĕ кĕввÿсем вĕсен чунне пырса тивсе таса юрату çураччĕр!  

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика