Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçарулăха куллен ÿстермелле

22 сентября 2004 г.

Хальхи вăхăтра пурнăçпа тан пырас тесен нумай вĕренмелле, ĕç меслечĕсене те хăвăрт улăштарса яваплăха ÿстерсе пымалла. Çакă паян ял администрацийĕсен пуçлăхĕсене те тÿреммĕнех пырса тивет. Çавăнпах ĕнтĕ район администрацийĕ вĕсемпе кашни уйăхрах канашлу ирттерет, унта çитес вăхăтрах пурнăçламалли çивĕч ыйтусене сÿтсе яваççĕ, малашлăх задачисене палăртаççĕ.

Сентябрĕн 20-мĕшĕнче ял администраци пуçлăхĕсен черетлĕ канашлăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ  Ю.А. Иванов ертсе пычĕ.

Рынок хутшăнăвĕсен тапхăрĕнче ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕ те, конкуренци те пур. Ял çынни сезонлă ĕçсене хутшăнать пулсан, ытти вăхăтра ăна ĕçпе тивĕçтерме самаях пуçарулăх кирлĕ. Çакна пур çĕрте те пĕр пек йĕркелеймеççĕ.

ЧР Президенчĕ кăçалхи январĕн 8-мĕшĕнче «Ялти ĕç эффективлăхне ÿстерес тата çынсене ĕçпе тивĕçтерме пулăшас тĕлĕшпе хушма мерăсем çинчен» 1 № Указ йышăннă. Ăна пурнăçласа районта 2004-2006 çулсем валли килти хушма хуçалăха аталантарма ятарлă программа йышăнчĕç.

Ялсенчи ĕçе эффективлă йĕркеленине тупса палăртас, малтисен опытне анлăн сарас, çак енĕпе ял администрацийĕсен пуçарулăхне ÿстерес, ялти çынсене тухăçлă ĕçпе тивĕçтерес, курăмсăр ĕçсĕрлĕхе пĕтерес тĕллевпе республикăра ЧР Министрсен Кабинечĕн пуçарăвĕпе конкурс ирттереççĕ. Кун пирки канашлура район администрацийĕн экономикăпа прогноз пайĕн ертÿçи Э.И. Симакова пĕлтерчĕ. Конкурс икĕ номинаципе иртет: «Ĕçе чи лайăх йĕркеленĕ ял» тата «Ял çыннисене ĕçпе тивĕçтермелли чи лайăх программа». Конкурса хутшăнма икĕ уйăхран – 1 пин çынран сахалрах тата 1 пин çынран ытларах ялсене суйлаççĕ, ăна икĕ тапхăрпа ирттереççĕ: район тата республика шайĕсенче. Э.И. Симакова мĕнле программăсене хутшăнма май пуррине те каларĕ. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ конкурса хутшăнма хатĕрленме халех тытăнмалла, нумай ĕçсем туса ирттермелле, унăн итогĕсене çитес çулхи çуркунне пĕтĕмлетеççĕ.

Канашлура çавăн пекех çамрăксене çар службине ăсатассине йĕркелес, суйлава хатĕрленес, Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 60 çул çитнине тивĕçлипе  кĕтсе илме хатĕрленес, газ кĕртес, пурăнмалли çурт-йĕре хута ярас, налуксем пухас, право йĕркине пăснине асăрхаттарас т. ыт. ыйтусене пăхса тухрĕç.

Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов пĕтĕмлетрĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл çакна палăртрĕ. Ял администраци пуçлăхĕсен кашнин хăйĕн вырăнĕнче пулмалла, пĕр ĕçрен те, мероприятирен те аякра тăрса юлмалла мар. Мĕншĕн тесен çав территоринчи пурнăçшăн вĕсем яваплă. Пуçарулăх кăтартса ĕçлесен нумай ыйтусене вырăнтах татса пама пулать. Паянхи кун çÿлтен хушасса кĕтсе лармалла мар, ĕлĕкхи психологирен хăтăлса ĕç стильне улăштармалла, вырăнти ертÿçĕсемпе пĕр-пĕрне ăнланса вăй хумалла, районта иртекен спорт ăмăртăвĕсене, ытти мероприятисене хутшăнса вĕсене йĕркелеме пулăшмалла. Тирпей-илем пирки те манмалла мар.

Ял администрацийĕн пуçлăхĕ – вырăнти влаç тытăмĕн чи аслă çынни. Çакна вара унăн кулленхи ĕçпе çирĕплетмелле.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика