Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватă çынна хисеплесчĕ

22 сентября 2004 г.

Кăçал Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ çитет. Хăшĕсене çак кун килĕшет пулĕ, теприсен чунĕ вара тарăхать. Çакна валли вĕсен сăлтавĕ те пур.

Çут çанталăкăн хăйĕн саккунĕсем. Этем те, тискер чĕр чун та, вĕçен кайăк та хăйсен йăхне малалла тăсаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачисене юратса, çут тĕнчепе савăнса пурăнма вĕрентсе, вĕсен пултарулăхне аталантарса тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшать. Çапла майпа пепкисене пурнăç çулĕ çине кăларать. Мĕншĕн тесен ашшĕ-амăшĕн юратăвне çут тĕнчери нимĕнле пуянлăхпа та танлаштараймастăн. Ачисем йывăрлăха е инкеке кĕрсе ÿксен тем те тума хатĕр вĕсемшĕн, çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупмасăр шутлаççĕ тăван тĕпренчĕкĕ пирки.

Çуралнă ача çитĕннĕçемĕн килти лару-тăрăва курса-сăнаса ÿсет. Ир пуçласа каçчен харкашни-хирĕçнине та ача хăнăхса пырать. Ашшĕ-амăшĕ хăйсене мĕнле тытни унăн ăсне çирĕппĕн кĕрсе юлать.

Çавăнпах ĕнитĕ ашшĕ-амăшĕ ачисене ĕçрен хăраман, ватта хисеплекен, çирĕп чун-чĕреллĕ, сăпайлă ÿстерме тăрăшать. Енчен те, кама та пулин кÿрентерсен хăйсене пысăка хумасăр, вăтанмасăр каçару ыйтма та пĕлмелле. Çапла пултăр тесе ĕмĕтленеççĕ вĕсем, мĕншĕн тесен ачишĕн яваплă пулса тăраççĕ.

Кунта эпĕ мĕн каласшăн-ха. Хальхи вăхăтра çамрăксем пĕр-пĕрне килĕштерсе çемье çавăраççĕ, вĕсен ачасем çуралаççĕ. Анчах та, ура çине çирĕп тăма ĕлкĕреймен, çунат сарса çитермен ачисем ашшĕ-амăшне кÿрентерни питех те канăçсăрлантарать. Хăйсен ĕмĕрĕнче халăхра ырă мар йĕр хăварнине кайран нимĕнле вăй-халпа та тасатса май çук. Телей никам умне те çÿлтен йăтăнса анмасть. Ĕмĕте пурнăсласси кашнинчен хăйĕнчен килет. Çын пуянлăхне ăмсанмасăр, тар кăларса, вăй хурса ĕçлемелле. Нимĕнле ĕçе те тиркемесĕр ăна тирпейлĕн пурнăçламалла. Ун чухне эсир çĕршыва  та юрăхлă пулатăр, халăхра та ырă ят çĕнсе илетĕр.

Ялсенче нумай чухне ывăлĕпе кинĕ ашшĕ-амăшĕпе пĕп килте пурăнаççĕ. Йыш хушăннăçемĕн тивĕç те хушăнса пырать. Кинĕн декретлă отпуск вăхăч иртет, унăн ĕçе каймалла. Пĕчĕк ачана, çĕнĕ пурнăç калчине, хуняман пăхмалла. Çав вăхăтрах килçтĕрĕшĕнчи ытти ĕçсене те унăнах пурнăçламалла, çамрăксемĕçрен таврăннă çĕре апат та хатĕрлемелле. Ун чухне ывăлĕпе кинĕшĕн вăл мĕн тери хаклă пулнă. Уйрăмах хунямăшĕ – кинĕшĕн, вăл пурри ăна тем таран çăмăллăх кÿнĕ.

Ачисем шкул çулне çитсен вара ывăлĕшĕн амăшĕ, кинĕшĕн хунямăшĕ çын шутĕнчен тухать. Вăл никама та кирлĕ мар ватă пулса тăрать, катăлса пĕтнĕ чашăк-тирĕк пек, пăрахăçа кăлараççĕ. Çав хуняма пĕçернĕ апат-çимĕçпе, кукăль-çăмахпа çитĕннĕ мăнукĕсем вара унăн апатне те, кукăль-икерчине те çимеççĕ, хăйне те пĕрле çиме чĕнмеççĕ кăна мар, пур çăкăр-тăварне те уйăраççĕ.

Çакăн пек чун чĕреллĕ ывăлĕпе кинĕсене асăрхаттарса çакна аса илтерес тетĕп. Çемье апат çиме ларсан ашшĕпе амăшĕ ывăлне апата чĕнеççĕ. Анчах та вăл çапла калать: «Курмастăр-и валашка туса пĕтермен. Мамак вилсен, сире иксĕре те ун вырăнне хупса валашкаран апат çитеретĕп», - тет. Кун пек шухăшлă, çамрăксене ăса вĕрентекен юмахсем татах та пур. Пурнăçра та ватăсене кÿрентернĕ тĕслĕхсем сахал мар.

Эпĕ хам вăрçăпа ĕç ветеранĕсен канашĕн ертÿçи пулнă май çакăн пек çырусем ман пата сахал мар килеççĕ. Ветерансем, ватă çынсем, хăйсем те киле пырсах, куççуль юхтарсах хуйхи-нушисем çинчен каласа параççĕ.

Пирĕн Юнкă ял администрацийĕ 12 яла пĕрлештерсе тăрать. Ăçта – шыв, унта – шапа, тенĕ евĕр, çакăн пек чун чĕреллĕ ывăлĕсемпе кинĕсем кашни ялтах пур. Ывăлĕшĕн – амăшĕ, кинĕшĕн хунямăшĕ мĕншĕн юрăри сăмахсем çинчи пек ырă мар-ши? «Ах, хуняма, хуняма – иккĕмĕш анне», - тесе юрлаççĕ унта. Вĕсене çакăн пек тĕслĕх илсе кăтартас килет, тен, хăшĕ-пĕрисем шухăша кайĕç, кăмăлĕсем çемçелĕç.

Елена Яндушкинапа унăн йăмăкĕ Евдокия Куликова, Пелагея Соколова, Вера Аргандеева, Владимир Иваков, Елена Фролова тата Клавдия Матюкова (вăл 20 çул вырăнтах выртрĕ) хăйсен ырă кăмăллă кинĕсемпе савăнса пурăнчĕç. Çамрăксем вĕсене лайăх пăхса юлашки çула та хисеплĕн ăсатрĕç. Вĕсен кинĕсем халăх хушшинче те хиспре. Халь пурăнакан ватăсем те мĕн тери савăнаççĕ ырă кăмăллă кинĕсемпе тата мăнкуĕсемпе. Кун пек çемьесенче апата  пĕрле ларса çиеççĕ, кирек епле ĕçе те пĕрле сÿтсе явса пурнăçлаççĕ. Вĕсен пурнăçĕ те ăнса пырать, ватă çынсем те пурăнас, çамрăксене вăй çитнĕ Таран пулăшас кăмăл пур.

Акă, сăмахран, Анна Фрлолова, Клавдия Иваковапа унăн мăшăрĕ Григорий Крылов, Пелагея Федорова, Агафия Аргандеева, Мария Ястребова, Елена Яндушкина, Лидия Яндушкина, Калиста Соколова тата ыттисем те кинĕсене ют патшалăхран илсе килмен. Мĕнле савăнăç вĕсемшĕн ывăлĕсем çакăн ырă чун-чĕреллĕ мăшăрĕсем тупни.

Юлашкинчен манăн çапла калас килет. Ялсенчи хăш-пĕр чунсăр ывăлсемпе кинсен  çакăн ăшă кăмăллă, ырă чĕреллĕ çамрăк мăшăрсенчен тĕслĕх илесчĕ, çăкăр-тăвар уйăрас марччĕ. Мăнукĕсене те мамакĕсенчен сивĕтес марччĕ. Ачасем мĕн лайăххипе усаллине хăвăрт туйса илсе хăнăхса пыраççĕ. Ватта сума сăвакан, хăй те сумлă пулакан, теççĕ. Эсир те ватăлатăр. Пурнăç питĕ хăвăрт иртет. Çав хуйхăна сирĕн тÿсмелле ан пултăр. Ватă çынсене ан кÿрентерĕр. Вĕсем сире пурнăç парнелесе ура çине тăратнă. Уншăн сирĕнтен ватăсен тав сăмахĕ кăна кĕтмелле.

  

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика