Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паян ытларах тăрăшни çуркунне çăмăллăх парĕ

18 сентября 2004 г.

Ял ĕçченĕ умне çут çанталăк çулленех хăйне евĕр йывăрлăх кăларса тăратать. Çĕр ĕçĕнче чуна парса тимлемесен пысăк тухăç илессе шанма çук.

Кăçал вырма ĕçĕсене вĕçлеме, тыр-пула пухса кĕртме япăх мар çанталăк пулчĕ. 2003 çулхи кĕр пирки вара çапла калаймăн. Иртнĕ кĕркунне çанталăк йĕпе тăнине пула кĕрхи культурăсене сахал акса хăварни, çĕртме сухине çителĕклĕ таран пурнăçлайманни çурхи ĕçсен калăпăшне чылай ÿстерчĕ. Ăслă çын пĕр йăнăша икĕ хут тумасть, малашнехи пурнăç пирки тимлĕн шутлать.

Çитес çулхи ака-суха ĕçĕсен вăхăтне кĕскетес, тыр-пул тухăçне ÿстерес, çум курăксемпе сăтăрçăсене пĕтерес тĕллевпе кĕрхи çĕртме сухи тăвакан механизаторсем хушшинче конкурс ирттерме район администрацийĕн пуçлăхĕ ятарлă йышăну турĕ.

Иртнĕ юн кун унăн иккĕмĕш эрнери итогĕсене ятарлă комисси пĕтĕмлетрĕ. Конкурс условийĕсемпе килĕшÿллĕн, мала тухнисене куçса çÿрекен вымпелсемпе  укçан премисем пачĕ. Итогсене трактор маркине, миçе гектар сухаланине кура  пĕтĕмлетеççĕ.

Пысăк хăватлă тракторсемпе  (Т-150) ĕçлекенсем хушшинче "Свобода" хуçалăхри В.П. Петровский каллех 1-мĕш вырăн йышăннă, вăл пĕр эрнере 76 гектар кĕрхи çĕртме сухи тунă. Куçса çÿрекен вымпел та унрах юлчĕ, вăл каллех 300 тенкĕ укçан премие тивĕçрĕ.

Иккĕмĕш вырăна "Ударник" хуçалăхри ВТ-100 тракторпа  ĕçлекен В.А. Лукин çĕнсе илме пултарчĕ, ăна 200 тенкĕ преми парса хавхалантарчĕç.

ДТ-75 тракторсемпе ĕçлекен механизатор-çĕнтерÿçĕ пирки уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Вăл Е. Андреев яч. хис. хуçалăхри С.В. Осипов. Сергей Валериевич кăçал ял хуçалăх академийĕн экономика факультетне пĕтернĕ. Маларах тракториста вĕреннĕскер, кăçал çĕвĕпех сенаж хатĕрленĕ çĕрте  ĕçленĕ, халĕ вара çĕртме сухи тунă çĕрте тăрăшать. С. Осипов пĕр эрнере 69 гектар çĕр сухаланă. Чăн-чăн патриот, тăван çĕре юратакан çамрăк иккен вăл. Акă, камран тĕслĕх илмелле паян, хура ĕçрен хăраса, усăсăр сулланса çÿрекен тÿр пилĕк çамрăксен. Сергей та куçса çÿрекен вымпела, 300 тенкĕ укçан премие тивĕçрĕ.

Ильич яч. хис. хуçалăхри Ю.И. Давыдов та опытлă, сăпайлă, яваплăха туякан механизатор. 58 гектар сухалама пултарнă вăл, иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Унăн юлташĕ Н.Е. Ильин та тăрăшуллă. Иккĕшĕ те пĕр вăхăтрах ĕçлеме тытăннă, техникăна та, çĕре те юратаççĕ, çакна ĕçпе çирĕплетеççĕ. ДТ-75 тракторпа сухалакансем  хушшинче 3 вырăна "Оринино" хуçалăхри А.Б. Вязов тивĕçрĕ.

МТЗ-82, МТЗ-80 кустăрмаллă тракторсемпе ĕçлекенсем хушшинче çĕнтерÿçĕ те çак хуçалăхранах пулчĕ. Н.И. Гурьева тивĕçлипе чысларĕç. А.М. Вязов çамрăк механизатор та ырă сăмаха тивĕçлĕ, маттур.

Калас пулать, кун пек конкурс районта тахçанах пулман. Вăл вара тÿрĕ чунлă, çĕре юратакан чăн-чăн механизаторсене тупса палăртма, вĕсен ĕçлес кăмăлне çĕклеме, хавхалантарма пулăшрĕ. Çакна чылай хуçалăхра курма тÿр килчĕ. Ильич яч. хис. хуçалăх ертÿçи И.В. Николаев та çак йышăну кирлĕ тата вырăнлă пулнине палăртрĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика